АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ырлăхĕшĕн

13 мая 2009 г.

 Элĕк тăрăхĕнчи ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене шутлама хăрах алăри пÿрнесем те çителĕклĕ темелле. Тепĕр тесен ячĕшĕн йĕркеленĕ пĕрлĕхсем кирлех-ши? Вĕсен ĕçĕ-хĕлне хисепĕпе мар, пахалăхĕпе хакламалла-çке. Шĕмшешри «Партнер» кооператив Элĕк енче тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ. 2001 çулта йĕркеленнĕскер чăрмавсене пăхмасăр малаллах талпăнать. Ĕçченсенчен ыттисен те вĕренмелли, тĕслĕх илмелли нумай.

«Чĕр тавара хамăрăн тирпейлемелле»

Тăван Шĕмшеш енне таврăннă Аверкий Александрович Гурьев вăрăм укçа хыççăн Мускава çул тытман, вырăнтах потребитель кооперативĕ йĕркеленĕ. Харсăр çын валли ĕç тупăнсах тăрать çав.

- Шĕмшеш ял тăрăхĕн ертÿçи Вячеслав Аркадьевич Филимонов тăрăшнипе ял çыннисене хушма хуçалăхра туса илекен апат-çимĕçе вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр кооператива, - терĕ А. Гурьев.

Ĕç-хĕле халăхран сĕт пуçтарассинчен тытăннă. Чĕр тавар пахалăхне лайăхлатма «Танк-охладитель» туяннă. Вăл вăхăтра сĕт хакĕ пысăк пулнăран-и халăх та савăнсах сутнă, чĕр тавар самай тупăш кÿнĕ. Хушма хуçалăхсенче икĕ-виçĕ ĕне тытакансен йышĕ те ÿснĕ. Кооператив çу вăхăчĕсенче куллен 2 тонна сĕт йышăнса завода ăсатнă. Лару-тăру улшăнни, хаксем чакса кайни кооператива çĕнĕ çул-йĕр шырама хистенĕ. «Хальхи вăхăтра чĕр тавар пухса вырнаçтарнипех малалла каяймăн, - палăртать ертÿçĕ. - Аталанса тупăш илес тесен ăна хамăрăн тирпейлесе сутмалла».

Кооператив пухăнакан сĕте Муркаш сĕт-çу заводне пастеризацилесе пакета тултарма ăсатать. Хатĕр продукцие Шупашкар тĕп пасарĕнче уçнă павильонра халăха сутать. Хаксен уйрăмлăхĕ тÿрех куçа курăнать. Литр сĕте çынсенчен 5-5,5 тенкĕпе илет. Пастеризациленĕшĕн завод кашни литрĕшĕн виçĕ тенкĕ тытса юлать. Магазинра вара ăна 16 тенкĕпе сутнине кура тупăш та пур темелле.

- Тăкаксем те туллиех. Мĕншĕн тесен машинăпа турттарнăшăн водителе, оператора, пасарти павильоншăн тÿлемелле тата ытти те. Тăкака чакарма сĕте вырăнтах хамăрăн пастеризацилессине йĕркелемелле. Оборудовани 700-800 пин тенке яхăн тăрать. Ăна вырнаçтарма база та пур. Çак ĕçе хута яни тĕп хулара татах 3-4 суту-илÿ вырăнĕ уçма май парать. Шел, кредит ниепле те илейместпĕр. Шăпах çак сăлтав çĕкленме май памасть те ял хуçалăх кооперативĕсене. Унсăр пуçне тинтерех йĕркеленнĕ кооперативăн салук хывма пурлăхĕ те çук. Банк сĕннĕ пек Шĕмшешсем ытти предприяти-организацин пурлăхĕпе те усă курма хатĕр, анчах «пĕр-пĕринне тахçанах салука хывса пĕтернĕ-мĕн».

Ертÿçĕн ĕмĕт-шухăш пысăк. Сĕт пастеризациленипе пĕрлех тăпăрчă тирпейлеме те тытăнасшăн. Каллех укçа кирлĕ, çавăн пекех хушма суту-илÿ вырăнĕсем уçма та. Ĕç-хĕле палăртнă пек йĕркелени тăкаксене, кредит укçине çур çултах саплаштарĕччĕ. Тупăш ÿснĕ май халăхран та сĕт хаклăрахпа туянма пулать. Ку çынсемшĕн те меллĕ. Çу кунĕсенче чĕр таварăн литрĕ виçĕ тенке çитме пултарни ял çыннисене çеç мар, кооперативсене те хăратать. Кун пек хакпа халăх сутма килĕшĕ-и? Юлашки вăхăтра ахаль те ĕнесен йышĕ чакма тытăнни сисĕнет. Тупăш сахал кĕнипе çынсем темиçе ĕне тытса тертленесшĕн мар. Эппин, кооператив вăй илни, ĕçне-хĕлне сарни хушма хуçалăхсемшĕн те пысăк пулăшу. Çитменнине вăл пахча çимĕçе те вырнаçтарма пулăшма хатĕр. Тĕп пасарти е ытти çĕрти суту-илÿ павильонĕнче çакна тума йывăр та пулмĕ. Тепĕр сулмаклă утăм тума укçа кăна тупасчĕ. Анчах кам пулăшĕ?

Кооператив хÿттинче

«Партнер» ял хуçалăх кооперативĕ панкрут çулĕ çине тăнă «Шумшевашский» хуçалăха та хăй хÿттине илнĕ. Ял халăхне ĕçсĕр, шалусăр хăварас мар, вуншар çул пухнă пурлăха аркатас мар тесе хушма çĕклем тиенĕ. Иртнĕ çул кĕрхисене 310 гектар акса хăварнă-ха, вырмара гектар пуçне 20 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Анчах хуçалăхăн çĕрĕ 1800 гектар таранах. Кăçал пурне те шуратаймасан та вăй çитнĕ таран акма-лартма пăхнă. «Удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем енчен йывăртарах», - пытармасть пăшăрханăвне каллех Аверкий Александрович. Каллех салук çуккипе ака-суха ирттерме те çăмăллăх кредичĕ илеймеççĕ-мĕн. Хальлĕхе хуçалăх çĕрне, производство объекчĕсене арендăна илнĕ май салука хываймăн. Çĕклемĕ те кооператива самай пусать. «Партнерăн» хăйĕн укçи-тенкипе хуçалăхăн пысăк парăмĕсене татма тивнĕ. Чи малтан, паллах, налук, шалу енĕпе. Çĕр ĕçне тума вырăнти депутат Юрий Александрович Харитонов пулăшнипе пĕлтĕр «Вектор» комбайн илме вăй çитернĕ. Апла кĕрхи ĕçсене вăхăтра вĕçлеме май пур.

- Тĕш тырă çитĕнтерсе сутни тупăшлă мар, - тет А. Гурьев. - Эпир малашне сĕтпе ĕçлесшĕн. Ĕне фермине, ăратлăха çĕнетесшĕн, çĕр улми лаптăкне те ÿстересшĕн.

400 ĕне выльăх тăмалăх çурт-йĕре юсаса çĕнетме проект хатĕр. Вунă çуллăх çăмăллăх кредичĕ илни ĕмĕте тултарма пулăшасса шанса тăраççĕ. Çитменнине кĕçех хуçалăхри конкурслă производство та вĕçленмелле. Апла пысăк чăрмавсемех сиксе тухмĕç. Ял хуçалăх предприятине арканма паманни 20 ытла çыннăн ĕç вырăнне сыхласа хăварма пулăшнă. Çĕнĕ ертÿçĕ вĕсене шалу вăхăтра тÿлеме тăрăшать. Хальлĕхе вăл ытлашши пысăках мар, анчах ураланса вăй илсен ĕç укçи те палăрмаллах хушăнĕ. Ĕмĕтленни çиттĕрччĕ кăна.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика