АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван енĕм, савă ял

13 мая 2009 г.

 Патăрьел районĕнчи акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕ вырăнта кăна мар, республикăра та чи малтисен ретĕнче. Тĕш тырă, çĕр улми кăтартăвĕсене çулсерен ÿстерсе пыраççĕ ĕçченсем. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те лайăх аталаннă, сĕт сăвассипе, аш-какай илессипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Районта кăçал çурхи культурăсене чи малтан акса пĕтерме пултарнă. Ÿсĕмсем хуçалăха Петр Валерьевич Ялуков пĕлсе ертсе пынипе, çĕр çыннисем тăрăшса вăй хунипе çыхăннă. Вăл ял хуçалăх, çĕр ĕçĕнче ачаранпах вăй хурса ÿснĕ, умри çулне те унпа çыхăнтарнă.

Патăрьел тăрăхĕнче аталану çулĕпе çирĕп утакан, тупăшлă ĕçлекен хуçалăх сахал мар. Вĕсен шутĕнче акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕ те. Çĕршыври йывăр лару-тăрăва, умри чăрмава пăхмасăр хуçалăх малалла талпăнать, çитĕнÿсем тăвать. Ĕçчен те пултаруллă халăхпа паллашма ир-ирех Патăрьел районне çул тытрăмăр.

Уй-уй витĕр тухрăмăр...

- Эпир çурхисене акса пĕтернĕ ĕнтĕ, - ырă хыпарпа кĕтсе илчĕç пире кунта. - Халĕ çĕр улми пуссинче ĕçлетпĕр.

Пĕрлешÿ директорĕн çумĕпе Валерий Мальцевпа анлă уй-хир урлă техника кĕрленĕ çĕре васкатпăр. Тикĕс те кăпăшка, хуп-хура тăпраллă анасене пăхма та кăмăллă. Пулăхлă та паха çĕрĕн кашни гектарĕпе туллин усă курма тăрăшни тÿрех курăнать. Сухаланмасăр-акăнмасăр юлнă пĕр лаптăк та асăрхаймăн. Кĕрхисем те ем-ешĕл ашкăрса ÿсеççĕ. Пĕлтĕр 200 гектар акса хăварнă-мĕн. Хĕл лайăх каçни, ĕç харама кайманни çĕр çыннисене савăнтарать.

- Çур акине эпир апрелĕн 26-мĕшĕнчех, шыв-шур типсен тухрăмăр. Эрнере 800 гектар акса тата 200 гектар минерал удобренийĕпе апатлантарса ĕлкĕртĕмĕр, - тет Валерий Феоктистович. - Уяр çанталăкра икĕ-виçĕ сменăпа вăй хутăмăр.

Çапла, хĕвелпе тан тăрса ĕçе пикеннĕ çĕр çыннисем. Ирхи улттăсенче техника паркĕ пушанса та юлнă. Акана тухиччен вăрлăха имçамласа хатĕрленĕ, кондицие лартнă. Вăрлăх туса илсе сутнă май уй-хире суперэлита, элита кăна кăларма тăрăшаççĕ. Тухăç унтан та килет çав. Ахальтен мар мĕн акатăн, çавă шăтать тенĕ. Юлашки вăхăтра тĕш тырă тухăçĕ ÿссе пыни те çакна çирĕплетет. Пĕлтĕр гектар пуçне 33,5 центнер пухса кĕртнĕ. Пĕрремĕш репродукциллĕ паха вăрлăха ыттисене те сутнă. Хакĕ те ытлашши пысăк мар, килограмĕ 7-8 тенке ларнă туянакансене.

- Акана виçĕ сеялкăллă икĕ агрегат тухрĕ. Удобрени те çителĕклех хывса хăварнă, гектар пуçне 2 центнер таран. Çак тапхăрта кĕрхисене, нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелесе апатлантарса та ĕлкĕртĕмĕр, - пĕлтерет В. Мальцев.

Çĕр улмин пысăк лаптăкне агрегатсем икĕ енчен лартса пыраççĕ. Кăçал унăн пуссине ÿстернĕ, 250 гектара çитернĕ.

- Эпир 150 гектар лартнă ĕнтĕ, - терĕç Юрий Арланов, Петр Гаврилов механизаторсем. - Тепĕр икĕ-виçĕ кунтан вĕçлетпĕр те. Ĕç кал-кал пыни вĕсене те савăнтарать. Хуçалăх çĕр улмин тĕрлĕ сортне çитĕнтерет: «Романо», «Невский», «Удача», «Ароза», «Розаро». Тухăçа кура вĕсене çĕнетсе суйласа пыраççĕ. Уй-хире вăхăтра хранилищĕрен турттарса тăраççĕ. Акă Александр Ресметов водитель кузов пушаннă-пушанман хранилищĕне çул тытрĕ. Геннадий Сафьянов, Галина Рубцова, Алина Михайлова, Алексей Николаев тата ыттисем вăрлăха тултарса ăсатма пулăшаççĕ. Уй-хирте, базăра аслисемпе пĕрлех çамрăксем те тăрăшни тÿрех куç умне ÿкет. Эппин, ял хуçалăхне яшсемпе хĕрсем те туртăнаççĕ, тăван енчех тымар яраççĕ.

Уй-хире тухнă-тухман ертÿçĕ çумĕ пире кĕтÿçсем патне те çитсе курма сĕнет. «Ĕнесене май пуçламăшĕнчех кĕтĕве кăларнă». 170 ĕнене ултă кĕтÿç пăхать. Палăртмалла, çак тапхăрта сăвăм чылай ÿснĕ, ĕне пуçне талăкра 22 килограмм сăваççĕ. Кунта та опыт пухнă çынсем. Евгений Кириллов, Валерий Лялин акă ачаранпах кĕтÿç ĕçне хăнăхса ÿснĕ. Василий Раськин та темиçе çул ĕнтĕ ĕнесем кĕтет. Çу каçипе сăвăм кăтартăвĕ кĕтÿçсенчен те килет. Çавăнпа вĕсен ĕçне хаклама, тивĕçлипе тÿлеме тăрăшаççĕ.

Анлă уй-хир хĕррипе кашласа ÿсекен çамрăк вăрманлăха асăрхасан машинăна чарсах антăмăр.

- Йывăçсене Юрий Федорович Моисеев тăрăшнипе лартнă, - ăнлантарать В. Мальцев.

Тăван ене, тавралăха юратакан, ăна пуянрах та илемлĕрех тăвасшăн тăрăшакан çынсем пурри чун-чĕрере ырă туйăм çĕклет, савăнтарать.

Пĕр пусран пин пус

Лашана мĕнле кÿлен, çапла каять тенĕ. Петр Валерьевич Ялуков аллине çирĕп хуçалăх лекнĕ темелле. Унчченхи ертÿçĕ Ю. Моисеев ăна çĕклессишĕн сахал мар вăй хунă. Халĕ те вĕсем пĕр-пĕринпе канашласа ыйтусене татса параççĕ. Тилхепене тытиччен кунтах П. Ялуков зоотехник, агроном, инженер-механик ĕçĕсене те хăнăхнă. «Ĕçе йĕркеллĕ пĕлмесĕр ыттисенчен мĕнле ыйтăн-ха», - тет вăл. Анчахрах вара юриста вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра унсăр май çук. Çапах темле вăйлă хуçалăха, вуншар çул пухнă пурлăха пĕлсе тытса пымасан самантрах аркатма пулать. Миллионер хуçалăхсем панкрута тухнă тĕслĕх сахал-им? Ыттисем пухнă пурлăха татах пуянлатассишĕн, хуçалăха малалла аталантарассишĕн вăй хураççĕ те кунта.

- Паянхи рынока тĕпчесе тупăшлă ĕçлеме пулăшакан çул-йĕр шырамалла, - тет Петр Валерьевич. - Тăкаксене чакармалли майсем тупмалла.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче мĕн тупăшлă? Çĕр улми! Пĕлтĕр ăна гектартан 340-400 центнера яхăн пухса кĕртнĕ. Килограмне сакăр тенкĕпе сутнă, хăй хаклăхĕ вара 3 тенке ларнă. «Тухăç ытларах пулсан хăй хаклăхĕ татах чакать, - сăмахлать вăл. - Паллах, технологие те çирĕп пăхăнмалла». Патăрьелсем тăватă çул ĕнтĕ ăна Голланди технологийĕпе туса илеççĕ. Икĕ комплекс туянни ĕçе хăвăртлатать. Лартнă чухне «КАЛНАК» сажалкăпа усă кураççĕ. Вăл вăрлăха, çĕре тÿрех имçамласа, удобренипе апатлантарса хăварать. Кун пек колорадо нăрри те тапăнмасть. Гектар пуçне тăватă центнер удобрени хывса хăвараççĕ. Хăватлă техникăна шанса париччен механизаторсене тĕплĕн вĕрентеççĕ, хăнăхтараççĕ.

- 2007 çулта эпир 180 гектар çинче «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерсе 13 миллион тенкĕ тупăш илтĕмĕр. Пĕр пин гектар тĕш тырă вара çичĕ миллион тенкĕ тупăш пачĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пурĕ те пĕр миллион тенкĕ. Уйрăмлăх куç умĕнчех, - палăртать директор.

Пĕлтĕр тăкаксем ытларах пулнипе тупăш сахалрах кĕнĕ. Хуçалăхра пилĕк пин тоннăлăх çĕр улми, тĕш тырă хранилищисем тунă, объектсене реконструкциленĕ, асфальт сарнă. Кăçал тупăш ытларах илме палăртаççĕ. Тăкаксене чакарма, çĕр ĕçне лайăхлатма техника паркне çĕнетеççĕ. Унăн 92 проценчĕ çĕнелнĕ темелле. Çĕр структурине пĕлсе, вырăнта ĕçлеме юрăхлă, энерги ресурсне перекетлекен техника туянма тăрăшаççĕ кунта. Хаклă япалана туяниччен тĕплĕн сÿтсе яваççĕ, тишкереççĕ. 20 миллион тенкĕ ытла хывнă ĕнтĕ юлашки вăхăтра парка. Акă БДМ 6х4 агрегат хире тухни темиçе трактора ылмаштарнă. Халĕ кунта «Енисей», виçĕ «Дон» комбайнсем лараççĕ. Кăçал та тракторсем, çĕр улми комбайнĕ илме палăртнă. Парк çĕнелни ĕç-хĕле анлăлатма, умри тĕллевсене çирĕппĕн палăртма май парать. Çывăх вăхăтра 100 гектар севок çитĕнтерме те шутлать ертÿçĕ: «Голландире пĕр çын 10-80 гектар севок çитĕнтерет. Эпир мĕнрен кайра? Пирĕн тăрăхра вăл яланах ăнса пулнă».

Пĕрлешÿре укçа ĕçлесе илмелли, пĕр пусран пин пус тумалли майсене шыраççĕ, тупаççĕ. Тен, çакă та вĕсене йывăрлăхра путма памасть? Акă эпир çуркунне, кĕркунне уй-хирте улăм куписем вутпа кĕлленнине час-часах асăрхатпăр. Сухалама чăрмантаракан купаран çапла хăпаççĕ паян хуçалăхсем. «Батыревский» хуçалăхра вара ăна кĕркуннех пресласа ферма çывăхне турттараççĕ, ытлашшине халăха сутаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр 94 гектар çинчи улăма сутса кăна 126 пин тенкĕ хушма тупăш тунă пĕрлешÿ. Мĕнрен япăх?

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ ытлашши тупăш кÿреймест паян. Наци проекчĕпе 7 миллион тенкĕ илсе фермăна юсаса çĕнетнĕ, оборудованисем вырнаçтарнă пулин те тупăш тăкака саплаштараймасть. Халĕ пысăк сортлă сĕт те литрĕ 6 тенке анса ларнă. Шăпах хăй хаклăхĕ чухлĕ. Çапах ĕнесен йышне чакарасшăн мар хуçалăхра. 2010 çул тĕлне 200 пуçа çитересшĕн. 2007 çулта Муркаш енчи «Ударник», «Свобода» хуçалăхсенчен ăратлă 90 тына пăру туяннă. Пĕри 40 пин тенке кайса ларнă.

- Ăратлă выльăх сутни тупăшлă, - шухăш-ĕмĕтне уçать П. Ялуков. - 2010 çулччен ăратлăхпа ĕçлекен хуçалăх йĕркелесшĕн, сутма тытăнасшăн. Пирĕн çак çул çине тăмаллах. Ăратлă ĕнесен сăвăмĕ те пысăк, каллех хушма укçа.

- Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче мĕн кĕтетĕр, шанатăр?

- Çĕр çыннин ĕç-хĕлне тивĕçлипе хакласса. Патшалăх пире пулăшать-ха, удобренишĕн, ăратлă выльăхшăн, паха вăрлăхшăн субсиди парать, çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтерет. Пирĕншĕн чи кирли тата - ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсене йĕркелесе тытса пыни. Хальхи вăхăтра тупăшсене тăкаксем çăтса ярсах пыраççĕ. Пĕр пусран пин пус тума йывăр, хăш чухне çичĕ хут тар тăкни те пулăшмасть.

Эпир - пĕр çемье

Ÿсĕм çăл куçĕ, çитĕнÿ пĕрлешÿре пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунинчен, коллективран нумай килет. 89-ăн тăрăшаççĕ хуçалăхра. Штатра пĕр пушă вырăн та çук темелле. Унччен ял хуçалăх ĕçĕнчен пăрăннă пулсан, халĕ черетре тăраççĕ. Çынсем аякка каймасăр, вырăнтах лайăх шалу ĕçлесе илме май пуррине ăнланса илнĕ ĕнтĕ. «Батыревский» пĕрлешÿре ĕçченсен уйăхри шалăвĕ вунă пине яхăн тухать. Хĕрÿ тапхăрта, ака-сухара 32-34 пин тенкĕ ĕçлесе илекен те сахал мар. Кадрсен ыйтăвне татса пама хуçалăх пурăнмалли çурт-йĕр те лартса панă, унта ултă çемье кĕтес тупнă. Дисциплинăна пăсман, тăрăшуллă ĕçченсене хушса тÿлесси йăлана кĕнĕ. Ертÿçĕсем ĕç çыннисене тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ. Чăннипех ĕçчен те хастар çынсем пурăнаççĕ, вăй хураççĕ кунта. Пĕрлешÿре Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ çиччĕ. Ăшă сăмахсене тивĕçлĕ çынсене асăнса та пĕтереймĕн: Алена Полякова зоотехник, Галина Лялина агроном, Раиса Бородкина доярка, Валерий Васильев, Николай Викторов, Николай Ресметов, Александр Лялин, Александр Раськин механизаторсем, Николай Ресметов сеяльщик тата ыттисем те.

Ĕçне кура хисепĕ тенĕ. Ака-суха вĕçленсен ĕç çыннисем «Çур аки пăтти» уявне тата Патăрьел ялĕн кунне пуçтарăнаççĕ. Хастаррисене, ĕçре палăрнисене пĕрлешÿ çулсерен хаклă парнесемпе хавхалантарать. Хаваслă кулă, ташă-юрă нумайччен янăрать салара. Çĕр ĕçченĕсене çĕнĕ куна çĕнĕ вăй-хăватпа пуçлама çунат хушать. Пĕр çемьери пек пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни чăрмавсене çĕнтерме пулăшать те Патăрьелсене.

В. Филиппов сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика