АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика уй-хирĕнче

13 мая 2009 г.

Ĕнер Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Шупашкар районне çитсе çурхи ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. «Приволжское» вĕренÿпе сăнав хуçалăхĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă, ют çĕршывра кăларнă хальхи ял хуçалăх техникин тĕслĕхĕсемпе паллашнă, уйсене тухса кĕрхи тырăсем хăйсене мĕнле туйнине питĕ тимлĕ тĕпченĕ.

Çанталăк условийĕсене кура ака ĕçĕсем пĕлтĕрхинчен икĕ эрне каярах пуçланнă пулин те вĕсен хăвăртлăхĕпе президент кăмăллă юлчĕ. «Халĕ пирĕн ĕмĕт - лайăх çумăра кĕтсе илесси», - палăртнă Чăваш Ен пуçлăхĕ.

Майăн 12-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 165603 гектар е палăртнин 87,3 проценчĕ чухлĕ акса хăварнă. Çак ĕç Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче уйрăмах аван пырать. Уяр, типĕ çанталăка пăхмасăр Сĕнтĕрвăрри енчи хуçалăхсем лаптăксен çуррине çеç акма вăй çитернĕ. Республикипе илсен пĕтнĕ кĕрхисен 62,1 процентне тепĕр хут акнă ĕнтĕ.

Чылай районта çĕр улми лартма тытăннă. Улатăр тăрăхĕнче вăл пĕтĕмпе те 57 гектар, çак ĕçе вĕçленĕ те. Патăрьел, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Вăрмар, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче «иккĕмĕш çăкăр» пысăк лаптăк йышăннине пăхмасăр çурри ытла лартнă. Сахăр кăшманĕ - 57,9, пахча çимĕç 35,7 процент лартнă-акнă.

ПатĂрьел. Районти 15 хуçалăх çурхи культурăсене акса пĕтерсе çĕр улми лартма тытăннă. Ленин ячĕллĕ, «Малалла» хуçалăхсенче вара çак ĕçе те вĕçленĕ. Районта çуртрисем 13700 гектар акнă е палăртнин 90,7 проценчĕ, çĕр улми - 1700 «83,8 процент», пахча çимĕç 32 «41 процент» гектар. «Малалла» хуçалăх 15 гектар сахăр кăшманĕ те акнă.

ВĂрнар. «Победа» производство кооперативĕ районта чи малтан ака вĕçленĕ. Вĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене палăртнинчен ытларах, 475 гектар акнă, çĕр улми 35 гектар лартнă. Вĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр вунă куна тăсăлнă. Ку кооператив районта хĕрарăм, Алевтина Семенова ертсе пыракан пĕртен-пĕр хуçалăх. Паллах, ыттисене те ырламалла. Хальхи вăхăтра çуртрисене районти хуçалăхсем 100,4 проценчĕпех акса хăварнă. Халĕ ĕçченсем хĕрсех çĕр улми лартаççĕ.

ЙĔпреç. Çурхи культурăсене палăртнин 83,9 проценчĕ акнă. «Патман» производство кооперативĕпе «Кузнецов», «Антипов», «Путиловка», «Искра» хуçалăхсем çак ĕçе вĕçленĕ темелле.

Красноармейски. «Гигант», «Шатьма», «Красное Сормово», «Заря» хуçалăхсемпе Шумилов, Николаев, Волков фермерсем, «Красноармейский Агроснаб» пĕрлешÿ те ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçленĕ. Шумилов, Артемьев фермерсем ир пулакан çĕр улмине те кĕçех лартса пĕтерĕç.

ЕлчĔк. Районта çуртрисене акса пĕтернĕ ĕнтĕ. Вăл 13102 гектар е 100,4 процент чухлĕ йышăннă. Усă курман çĕрсене пуçă çаврăнăшне кĕртесси те аван пырать. «Слава картофелю - Яльчики» агрофирма арканнă «Мир» хуçалăхăн çĕрĕсене сухаласа-акса хăварать. Халĕ районти ĕçченсем çĕр улми лартаççĕ. Çак ĕçре çĕнĕ технологипе, техникăпа усă кураççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика