АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эх, аван пирĕн ял»

30 апреля 2009 г.

 А.Г. Николаев тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут çĕкленнĕ çул эпĕ 5-мĕш класа кайма хатĕрленеттĕм. Космос çăлтăрĕсем, галактика, стратосфера, Ю. Гагарин тенине хамăн ăс çитнĕ таран ăнланнă-ха, çавăнпа та Андриян Николаевич космоса вĕçсе кайнă текен хыпара илтсен пĕтĕм Шуршăл çыннисемпе, мĕнпур Чăваш халăхĕпе пĕрле эпĕ те чун-чĕререн савăнтăм. Шуршăлсен хĕпĕртĕвĕ вара пуринчен те пысăкрах пулчĕ-тĕр ун чух. Тĕлĕнсе пĕтерме майĕ çук вĕт-ха? Андриян Николаев - пирĕн ял çынни! - Ю. Гагарин, Г. Титов пекех уçлăха çул тытрĕ, виççĕмĕш космонавт пулса тăчĕ. Шуршăлта çуралнă, йăмраллă урамсемпе чупса çÿренĕ чăн-чăн чăваш ачи тĕнчипе чапа тухрĕ, хăйпе пĕрле Шуршăла та космоса çĕклерĕ, ĕмĕрлĕхе мухтава кăларчĕ.

Астăватăп-ха А. Николаев космосра пулнă хыççăн Шуршăла пуçласа килнине. Урам тулли, Мускаври пек, халăх. Пурте çав тери хаваслă, таврара юрă-кулă, пĕр-пĕринпе хăпартланса, мухтанса калаçаççĕ. Кашниех ăна курасшăн, итлесшĕн, калаçасшăн. Пĕчĕк пулин те Андриянăн илемлĕ куллине, унăн лăпкă сассине яланлăхах питĕ лайăх астуса юлтăм эпĕ. Лайăх вĕреннĕренех, активистка пулнăран та-и, тен, шкулти кашни паллă мероприятие мана та хутшăнтаратчĕç. 6-мĕш класраччĕ ун чух. Николаева кĕтсе илме концерт хатĕрлетпĕр. Атте мана: «Тен, Андриян çинчен пĕр-пĕр сăвă çыратăн?» - тет. Хавхаланса кайрăм, чăнах та. Тÿрех йĕркесем шăрçалама тытăнтăм, атте те кăшт пулăшкаларĕ. Çав сăвва Андриян умĕнче çав тери хумханса, мухтанса вуларăм сцена çинче. Сăн ÿкерчĕкĕ халĕ те упранать.

Шкул пĕтерсен Шупашкар музыка училищине вĕренме кĕтĕм. 1975 çулта тăван Шуршăла таврăнтăм, ача садне музыка ертÿçине ĕçлеме вырнаçрăм. Андриян тивлечĕпе, вăл ырми-канми тăрăшнипе пирĕн ял еплерех илемленсе, пуянланса пынине кунран-кунах курса тăтăм. Вăл вăхăтра питĕ чаплă шутланнă пысăк шкул, капмар больница, Культура керменĕ, хулари пек нумай хутлă çуртсем, газ, вĕри шыв, асфальт, республикипе паллă колхоз, çĕршывĕпе сарăлнă мухтавлă ят тата ытти нумай-нумай ырлăх, чăн-чăн юмах пурнăçĕ! Ку пĕтĕмпех А.Г. Николаев Шуршăл халăхне парнеленĕ иксĕлми мул! Шуршăлшăн анчах мар, тĕрĕссипе, пĕтĕм чăвашшăн çакăн пек тăрăшрĕ ĕмĕр мухтавлă паттăр Андриян!

Ача сачĕпе пĕрлех Культура керменĕнче те вăй хума тÿр килчĕ мана. Унта ĕçленĕ май тăван Шуршăла, А.Г. Николаева халалланă уяв каçĕсем, концертсем йĕркеленĕ çĕре те сахал мар хутшăнма лекрĕ. Астăватăп-ха, эп ун чух халăх хорне ертсе пыраттăм, мĕн тери илемлĕ уявларăмăр Андриянăн 70 çулхи юбилейне! Çÿлерех асăннă мероприятисем валли юратнă космонавт çинчен, Шуршăл пирки хăй вăхăтĕнче нумай-нумай сăвă-юрă çыртăм эпĕ. Андрияна мухтаса, ăна ырăпа асăнса, чĕререн тав туса миçе юрă шăрантарман-ши Шуршăл хорĕ? Хор анчах мар, мĕнпур шкул ачи, мĕнпур Шуршăл çынни. Эпир Андрияна нихăçан та тав туса пĕтерес çук. Вăл пирĕншĕн чăннипех те тÿпери ĕмĕр сÿнми чи çутă çăлтăр!

Ĕлĕкренпех пирĕн ялта Митри пичÿ юррине юрлаççĕ: «Эх, пирĕн ял! Пирĕн ял пекки полас çок!» Пĕлсех янратнă иккен çак сăмахсене ятлă-сумлă Митри пичÿ. Эпĕ вара çак вилĕмсĕр сăмахсем çумне ак çакăн пек сăмахсем хушса çыртăм:

Чаплă ялта пурăнатпăр,

Андриянпа мухтанатпăр.

Хамăр ялăн чапне, унăн мухтавлă ывăлĕн ятне пирĕн - Шуршăл çыннисен - нихăçан та çухатас марччĕ. А.Г. Николаева ĕмĕр асăнса, ĕмĕр тав туса пурăнасчĕ. Çапла пултăр!

Сĕнтĕрвăрри районĕ, Шуршăл ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика