АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утне кура турти

30 апреля 2009 г.

Элĕк тăрăхĕнчи йывăррăн сывлакан ял хуçалăх отрасльне çĕклеме мĕн чăрмантарать-ши? Çур акине ăнăçлă ирттерме вăй çитерейĕç-ши унта? Ыйтусене район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.И. Прохоров хуравлать.

- Йывăр пулсан та ака-суха ĕçĕсене вăхăтра вĕçлес шанăç пысăк, - тет Анатолий Иванович. - Çурхи культурăсем - 9484, çĕр улми 1880 гектар акса-лартса хăвармалла. Çакă пĕлтĕрхинчен чылай ытларах. Пушă выртнă 2500 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ май ĕç калăпăшĕ татах хушăнать. Кĕрхисем 2708 гектар акса хăварнă, сахалрах ĕнтĕ.

Вăрлăх çителĕклĕ. Анчах кондицие лартассипе ĕçлемелле-ха. Уйрăмах çÿп-çаплăхĕпе юрăхсăр вăрлăх чылай. Çакă «Шор», «Звезда», «Восход», «Родник» хуçалăхсенче палăрать. Çапах хĕрÿ ĕçсем тытăниччен лару-тăру лайăхланĕ. «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Алмаз», «Авангард» хуçалăхсемпе В. Журавлев фермер тырă тата çĕр улми вăрлăхĕсем илчĕç. Журавлев ир пулакан «Импала», «Роко» çĕр улмине Голландиренех кÿрсе килчĕ. Тухăçлă çитĕнсен ыттисене те сутма пултарать.

Минерал удобренийĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлесси те малалла пырать. ГСМпа лару-тăру аптăрамасть-ха, анчах удобренисемпе ĕçе хăвăртлатмалла.

- Ака-суха ирттерме районта çăмăллăх кредичĕсемпе усă кураççĕ-и?

- Паянхи куна 11 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çав шутран Волков фермер хуçалăхĕ кăна - 8154 пин тенкĕ. 8 миллионĕпе ял хуçалăх техники туянчĕ. «Правда» пĕрлешÿпе «Аликово-Молоко» потребитель кооперативĕ те документсем тăратнă.

Хушма хуçалăхсем те çăмăллăх кредичĕпе анлă усă кураççĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра районти 31 çемье 3933 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ.

- Анатолий Иванович, районти хуçалăхсем арканнă май пушă выртакан çĕрсем те чылай-тăр?

- Çĕр ыйтăвĕ паян пирĕншĕн питĕ çивĕч. Юлашки икĕ çулта кăна 13 хуçалăх панкрут çулĕ çине тăчĕ. Хальхи вăхăтра сыхланса юлнă вунă хуçалăхран «Новый путь», «Авангард», «Ульяновец», «Звезда» кăна хăйсене лайăх туяççĕ. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене ыттисен аллине пама тăрăшатпăр-ха, анчах пурте вăй çитереймеççĕ ĕçе йĕркелесе яма. «Авангард», сăмахран, Журавлев хÿттине лекнипе кăна çăлăнса юлчĕ. «Шумшевашский» пĕрлешĕвĕн производство объекчĕсене, çĕрне «Партнер» потребительсен кооперативне арендăна пама тивнĕ. Халăх пурлăхне салатса ярас мар тетпĕр.

Фермер хуçалăхĕсем те пушанса юлнă лаптăксене арендăна илсе шуратса хăварма тăрăшаççĕ-ха, анчах вĕсем те пурне ĕлкĕреймĕç. Хуçасăр лаптăксене палăртасси, пай çĕрĕсене йĕркелесе документсем тăвасси йывăррăн пырать. Паянхи куна усă курман çĕр Элĕк, Ехремкасси, Ураскилт, Тавăт ял тăрăхĕсенче уйрăмах нумай. Пĕлтĕр «Агросинтез» текен предприяти пирĕн тăрăхри 518 гектар пай çĕрĕсене туянчĕ-ха, анчах лартса-акса хăварма вăй çитерейĕç-ши? Ака-суха ирттерме кредит ниепле илеймеççĕ. Кăçал пирĕн пысăк шанăç - «ДиметроĂ» тулли мар яваплă пĕрлешÿ. Вăл районти 2,5 пин гектар çĕр илсе вăрлăх хатĕрлеме тытăнасшăн. Уйсене палăртнă ĕнтĕ. Шел, вĕсен те чăрмав - çĕрсене йĕркелесе регистраци палати витĕр тухайман. Ĕлкĕрĕç-ши? Предприяти районта ĕлĕкхи пек МТС та уçасшăн. Çынсене, хуçалăхсене техникăпа пулăшма тытăнасшăн. Ĕçĕ кăна ăнăçтăрччĕ. Ял хуçалăхне çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртме май килĕччĕ. Пирĕн çĕрсем чухăн, тăмлă, çавăнпа района укçа-тенкĕ хывас текен те çук.

- Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх хисепĕ те чаксах пырать пулас?

- Кăçалхи апрель уйăхĕ тĕлне районти мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 11840 пуç шутланнă, е пĕлтĕрхи çак вăхăтрин 81,1 проценчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче те лару-тăру çивĕч. Хальхи вăхăтра 2687 ĕне выльăх кăна юлнă «пĕлтĕр - 3942». Виçĕ уйăхра çеç виç çĕр пуç ĕне çухатрăмăр. Çавна май сĕт, аш-какай илесси те чакса пырать.

- Анатолий Иванович, хуçалăхсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнин сăлтавне мĕнре куратăр?

- Утне кура турти тенĕн ертÿçĕсенчен, вĕсем рынок тапхăрĕнче пурнăç ыйтнă пек ĕçлеме пĕлменнинчен те килет. Акă кĕтĕве хуçалăхсенче чакарса пыни ĕç дисциплини, çакăншăн яваплă çын çуккипе те çыхăннă. Çапах умри пысăк чăрмав, ял çыннин кăмăлне хуçаканĕ - хаксем. Тĕш тырă, сĕт йÿнĕпе сутăнни, тăкаксене саплаштарайманни йĕркеллĕ палăртса ĕçлеме те памасть. Кун пек чухне кредит çине çеç шанса лараймăн. Ăна та татмалла. Çĕр улмипе ĕçлекенсем вăй илсе кайрĕç. 100 гектар çинче çĕр улми туса илни çичĕ пин гектар тĕш тырă çитĕнтерсе сутнипе танлашать. Анчах мĕн тăвăн, пурте иккĕмĕш çăкăрпа ĕçлеймеççĕ. Ăна валли те чаплă техника кирлĕ. Тата Чăваш Енпе Мари Элти ял хуçалăх продукчĕсен хакĕ те уйрăлса тăни тĕлĕнтерет. Пирĕн пĕр фермер унта тырра килограмне 7-8 тенкĕпе кайса сутать. Шупашкарти çăкăр предприятийĕ вара 2 тенкĕ те 50 пуспа туянать. Сĕтпе те çаплах, 2 тенкĕ таран уйрăмлăх. Çĕр çыннин мĕнле пурăнмалла тет? Тырă хăй хаклăхĕ пысăк, çавăнпах ăна туса илес текенсем сахаллансах пыраççĕ. Хаксене йĕркелесе тытса пыманни панкрута кăларать те хуçалăхсене.

- Элĕк тăрăхĕнче ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсем те ураланаймаççĕ, уйрăмах пахча çимĕç енĕпе.

- «Партнер», «Аликово-Молоко» тата хăш-пĕр кооперативсем ĕçлеççĕ. Вĕсем халăхран сĕт пуçтарассипе аталаннă. Анчах пахча çимĕçпе - çук. Каллех хаксемпе çыхăннă, пахча çимĕç тупăш кÿреймест. Вырăнти райпо улма-çырла туянать-ха, пахча çимĕçе вара хăйсенех вырнаçтарма тивет. Хальхи вăхăтра никамăн та тăкаклă ĕçлес килмест. Çавăн пекех потребитель кооперативĕсен те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика