АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченсемшĕн кризис çук

30 апреля 2009 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Николай Васильевич Федоров Çĕрпÿ тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. Чăвашпотребсоюзăн «Пищевик» производство комбинатне, «Авангард» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалне çитсе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Сиплĕ бальзам

«Чăвашпотребсоюзăн» Çĕрпÿри «Пищевик» производство комбиначĕ 2001 çулта Çĕрпÿри сăра тата консерв завочĕсен никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Çĕнĕ предприяти патшалăхпа халăх пурлăхне, ĕç вырăнĕсене упраса хăварма пулăшнă. Çĕнелсе улшăннă производство объекчĕсенче ĕç-хĕл тепĕр хут вĕреме, продукци кăларма тытăннă. Ликер изделийĕсем, напитоксемпе минерал шывĕсем лайăх сутăннă, тупăш кÿме пуçланă. Анчах ертÿçĕсем çакăнпах лăпланман, предприятие малалла аталантарма, ура çине çирĕп тăма çĕнĕ çул-йĕр шыранă. 2009 çулта Италипе Германирен ликер изделийĕсем кăларакан çĕнĕ оборудовани туянса хута янă. Кăçалхи январьте «Чăваш бальзамĕ» кăларма патент илнĕ. Çак шĕвек ыттисенчен чылай уйрăлса тăрать.

_ Эпир ăна хатĕрлеме тĕрлĕ эмел курăкĕпе усă куратпăр. Хамăр тăрăхра ÿсекен ÿсен-тăрана вырăнтах янтăлатпăр, ытти çĕртен те туянатпăр. Çавăнпа унăн сиплĕхĕ те пысăк, _ тет Николай Горбунов тĕп директор. Халăх та «Çĕрпÿ бальзамне» кăмăллани куç-кĕрет, сиплĕ шĕвек кăларасси ÿссех пырать, вăл регион тулашĕнче те аван сутăнать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта кăна ăна 2,4 пин дал туса кăларнă, пĕтĕмĕшле продукци калăпăшĕ вара 15,3 пин далпа танлашнă е пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе пăхсан 171 процент. Эппин, Çĕрпÿсен продукцийĕ лайăх.

_ Хальхи вăхăтра ултавçă конкурентсем паха продукцие юрăхсăр çимĕçпе хĕсме хăтланни сисĕнет, _ палăртрĕ Н. Федоров президент. _ Çынсен сывлăхне сиенленипе пĕрлех ĕç вырăнĕсем чакаççĕ, налук пуçтарăнасси пĕчĕкленет. Сиксе тухнă экономика лару-тăрăвĕнче Чăваш Ен ертÿçисен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри _ саккунлă кăларакан продукци рынокне хÿтĕлесси.

Паянхи куна предприятире 103 çын вăй хурать. Вĕсен уйăхри шалăвĕ ултă пин тенкĕ ытла. Çывăхри ялсенчи вун-вун çын ĕç тупма пултарнă кунта.

«Çĕрпÿ беконĕ» _ тĕнче рынокне

«Авангард» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалне. «Восход» сысна комплексĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Комплекс 2006 çулта инвестор пулăшнипе тепĕр хут вăй илсе çĕкленме тытăннă. Икĕ çул хушшинче производство объекчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Ĕç-хĕле йăлтах автоматика пурнăçлать.

Сысна комплексне реконструкцилесе çĕнетме инвестор 600 миллион тенкĕ хывнă. Территорире администраципе йăла корпусĕ, автотранспорта дезинфекцилемелли вырăн, насус станцийĕсем, котельнăй, навус пуçтарса упрамалли лагунсем, 10,8 пин пуç çурăлăх икĕ корпус, пĕр вăхăтра 20 пин сысна самăртмалăх тăхăр корпус тата ытти те пур. Проектпа палăртнă тăрăх çулталăкра чĕрĕ виçепе 7,5 пин тонна сысна какайĕ туса илме тытăнмалла. Апрель уйăхĕ тĕлне кунта 29,5 пин выльăх шутланнă. Ăратсăр сыснасене пĕтерсе Германирен Ландрас тата шултра шурă ăратлисене кÿрсе килнĕ. Малашне предприятире аш-какай тирпейлекен цех тата ăратлă репродуктор хута ярасшăн. Кăçалхи март уйăхĕнчен çурасене халăха сутма тытăннă ĕнтĕ. Туянакансене специалистсем выльăха мĕнле çитĕнтермеллине тĕплĕн каласа ăнлантараççĕ. Лайăх пăхсан килти условисенче те вĕсем хăвăрт аталанса вăй илеççĕ. Кунти аш-пăш Шупашкарти рынокра та хăйĕн вырăнне тупнă ĕнтĕ. «Пасарсенче сутăнакан сысна какайĕн 95 проценчĕ эпир туса илни», _ пĕлтерет предприяти директорĕ Николай Курчаткин. Экологи енчен таса продукци туса илме çурасене çут çанталăкăн хушма апачĕсене кăна параççĕ. Химипе, консервантсемпе пачах усă курмаççĕ. Кăçалхи март-апрель уйăхĕсенче вара чĕрĕ виçепе 700 тонна сысна ашĕ ăсатнă. Пĕр сысна çĕр килограмм ытла «самăртма хупни» тайнă, шпик хулăнăшĕ _ 1 см. Чĕрĕ виçен пĕр килограмне 85-86 тенкĕпе ăсатнă.

Хальхи вăхăтра халăха 980 пуç сысна çури сутнă ĕнтĕ. Август тĕлне вара икĕ пинрен иртмелле.

Предприяти хута кайни бюджетсене те пуянлатать, çынсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшать.Филиалра çитмĕл çынна яхăн ĕçлет. Вĕсен уйăхри вăтам шалăвĕ вунă пин тенке яхăн. Комплекс районăн 202 гектар çĕрне те акса хăварать.

Курни-илтнине республика ертÿçи те пысăк хак пачĕ. «Ĕç вырăнĕпе тивĕçтерекен, çирĕп налук базиллĕ тĕнче шайĕнчи предприяти тунă, _ терĕ Николай Васильевич, _ Чăваш Ен ертÿçисем сире 200 проценчĕпех пулăшĕç». Паха, экологи енчен таса продукцие яланах лайăх туянĕç. Çавăнпа ытти регионсемпе çĕршывсен рынокĕсене те тухма сĕнчĕ вăл. Сăмах май, Европăри тата Японири бизнес представителĕсем Чăваш Енре туса кăларакан ял хуçалăх апат-çимĕçĕпе кăсăкланма тытăннă ĕнтĕ. Апла Çĕрпÿ беконĕ ют çĕршыва та çул хывĕ. Çитес çул вара Патăрьелĕнче те чаплă пысăк комплекс хута каймалла. Çĕнĕ йышши «Çĕрпÿ беконĕ», «Сувар-2», «Южный» сысна комплексĕсем ĕçе кĕни Чăваш Енре пурăнакансене кăна мар, ытти региона та паха какайпа туллин тивĕçтерме пулăшĕ. Çакă вара республика экономикишĕн хушма тупăш.

Николай Федоров, ЧР ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Николаев, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Андреев сысна çурисен самăртмалли корпусĕсене те çитсе курса лару-тăрупа паллашрĕç. Республикăри агропромышленность комплексне аталантарнă çĕрте пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Н. Федоров президент Николай Курчаткин директора Тав хучĕ пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика