АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр колхозра пилĕк çын

30 апреля 2009 г.

 1992 çултанпах Çĕмĕрле районĕнчи «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн членĕсем шутланнă Турикăмашасем предприяти ертÿçисем вун çичĕ çул каялла ĕçлесе илнĕ пурлăх пайне тавăрасса кĕтсе вăхăта ирттермен. Çак тапхăрта пай калăпăшĕ те 50 хутчен пĕчĕкленнĕ, сутăн илме пултараслăхĕпе вара икĕ пин хут та. Сăмахран, Иван Пудов трактористăн вăл вăхăтра пурлăх пайĕ 15260 тенкĕпе танлашнă. Унпа вăл икĕ çăмăл машина туянма пултарнă. Халĕ вара пай хакĕ 354 тенке çитсе ларнă. Йĕркеллĕ резина атă та туянаймастăн.

Нумаях пулмасть вĕсем Район пухăвĕн депутачĕ Николай Михайлович Адер пуçарнипе пĕрлехи пуху ирттернĕ, пурте кооперативран хăйсен пайĕпе тухса «Майăн пĕрремĕшĕ» колхоз йĕркелеме йышăннă. Шăпах çакăн ятлă пулнă та çитмĕл çул каялла вĕсен ялĕнче лайăх ĕçлесе пынă пĕрлешÿллĕ хуçалăх. Колхоз йĕркелекенсем хăйсен пай çĕрĕсене кооперативран илсе çĕнĕ хуçалăха акса-сухаласа хăварма шаннă. Паллах, çакна вĕсем тĕрĕслесе, сăнасах тăрĕç. Колхоз председателĕ пулма пĕр саслăн Валерий Яндуванова шаннă.

Çĕнĕ коллектива çĕкленсе вăй илме çăмăл мар. Унăн халĕ тĕп тĕллев _ ял хуçалăх кооперативĕнчен пурлăх шучĕпе тракторпа плуг илесси, дизтопливо, вăрлăх туянса ака-суха ирттересси.

«Родник» ТОСа пĕрлешнĕ ял çыннисем, «Усадьба» суту-илÿ предприяти ертÿçи Н. Адер, сурăх ĕрчетме ĕмĕтленекенскер, çĕнĕ хуçалăха çурхи ака-суха тата вырма ĕçĕсенче пулăшма шантарнă. Çавăн пекех «Дружба» производство кооперативĕн техникине те явăçтарасшăн хĕрÿ тапхăрта . Эппин, пилĕк çынран тăракан колхоз та пĕччен мар.

Н. МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика