АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс усă курмалла

30 апреля 2009 г.

 Республика прокуратури çĕрпе усă курас сферăри право хутшăнăвĕсен саккунлăхне тишкерсе пĕтĕмлетнĕ. Чылай районти çĕр правин хутшăнăвне йĕркелес ĕçри саккунсăр право акчĕсене хирĕçленĕ.

Районсем хушшинчи Канашри прокурор хирĕçлевĕ тăрăх, строительствăпа çыхăнман тĕллевсемпе çĕр лаптăкĕсем валеçмелли йĕрке çинчен калакан Положение улшăнусем кĕртнĕ, «2009 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Канаш хулинчи Депутатсен пухăвĕн 32№2 номерлĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ», Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕн 34 статйипе танлаштарсан çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама ыйтса çырнă заявленисене пăхса тухса йышăну тумалли сроксене чылай пысăклатнă.

Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн постановленийĕпе çĕр лаптăкне унăн хакне туллин тавăрса парса туртса илме май пуррине кăтартакан РФ Çĕр Кодексĕн 55 статйин 2-мĕш пайне пăсса Карай ял тăрăхне «Караево» ял хуçалăх предприятийĕнчен илнĕ çĕрсемшĕн укçа тÿлессинчен хăтарнă. Район прокурорĕн хирĕçлевне пăхса тухнă хыççăн саккунсăр право актне пăрахăçланă.

Етĕрне районĕн прокурорĕн хирĕçлевĕпе Хучаш ял тăрăхĕн Депутачĕсен пухăвĕн йышăнăвне Раççей Федерцийĕн Налук кодексĕн требованийĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Республика территорийĕнчи хăш-пĕр муниципалитет пĕрлĕхĕсенче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен вăйĕпе татса пама палăртнă çĕр йĕркелĕвĕн сферинче нормативлă право акчĕсене йышăнман.

Муркаш районĕн прокурорĕ çĕрпе усă курмалли тата строительство ĕçĕсем тумалли правилăсен проекчĕсем хатĕрлекен комиссисен йышне палăртман тата ĕç йĕркине çирĕплетекен право акчĕсене йышăнман ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен адресĕпе 16 представлени тăратнă. Çав вăхăтрах асăннă право акчĕсем çукки 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурт-йĕр çавăрмалли çĕр лаптăкĕсем валеçме тата стройка ĕçĕсем тума ирĕк пама чăрмантарать.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕн законодательствине мĕнле пăхăннине тĕрĕслени граждансен çĕр пайне йĕркелемелли саккуна пăснă тĕслĕхсем пуррине кăтартнă.

Сăмахран, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Çĕр лаптăкĕсене граждансен харпăрлăхне тÿлевсĕр памалли нормăсене çирĕплетмелли йĕрке çинчен» 1992 çулти мартăн 2-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ 213-мĕш Указĕнче кăтартнине пăсса, «Оринин» ял хуçалăх предприятийĕн уполномоченнăйĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе çĕр пайне тивĕçлисен списокне саккунпа пăхман тĕрлĕ сăлтавпа халиччен ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçленĕ «пенсионерсене» тата социаллă сферăра ĕçлекенсене «учительсене, врачсене, культура учрежденийĕсен работникĕсене» - пурĕ 112 гражданина кĕртмен. Саккуна пăснă тĕслĕхсем пирки Муркаш районĕн прокурорĕ кооператив председателĕн ячĕпе представлени тăратнă.

Пăрачкавпа Елчĕк районĕсенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене 1 çултан сахалрах вăхăта арендăна парасси пирки килĕшÿсем тунă тĕслĕхсем пулнă, тĕрĕссипе вара «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ» федераци саккунĕн 9 статйипе килĕшÿллĕн палăртнă лаптăксене арендăна памалли вăхăт 3 çултан кая пулмалла мар. Асăннă районсенчи прокурорсен протесчĕсене пăхса тухнин кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен çырнă саккунсăр право акчĕсене пăрахăçланă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем «дача амнистине» пурнăçа кĕртессипе те япăх ĕçленине палăртмалла. Акă Шупашкар хула администрацийĕ те 2 çул ытла «Путеец» юлташлăхăн çĕр лаптăкĕсене шута илессипе нимĕн те туман, çавна пула çынсем дача лаптăкĕсене харпăрлăха куçарайман. Çавна май Шупашкар хулинчи Ленин районĕн прокурорĕ хула администрацийĕ ĕçлеменни çинчен судра тавăç тăратнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика