АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри - малалла, тепри - каялла

30 апреля 2009 г.

ЧР ял хуçалăх министерствинче ĕç ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ, унта республика агропромышленность комплексĕн кăçалхи пĕрремĕш кварталти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, çур акине мĕнле хатĕрленнине пăхса тухрĕç.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Енилина пĕлтернĕ тăрăх, 2009 çулхи январь-март уйăхĕсенче пĕтĕмĕшле продукци калăпăшĕ 100,6 процентпа танлашнă. Мĕнпур категорири хуçалăхсем пĕрремĕш кварталта аш-какай - 20,6 пин тонна, сĕт 109,6 пин тонна «100, 8 процент» туса илнĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе çăмăллăх кредичĕ илсе выльăх-чĕрлĕх фермисене, комплексĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ май предприятисенче те кăтарту ÿссе пыни сисĕнет. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине васкавлăн аталантарас енĕпе лару-тăру лайăхланни куç умĕнчех. Наци проекчĕ хута кайнăранпа 60 объекта юсаса çĕнетнĕ. 298 пин выльăх усрамалăх вырăн тунă.

Кăçалхи виçĕ уйăхра, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе пăхсан, вунă районта «Вăрнар, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Етĕрне» аш-какай илесси 3,4-28,1 процент чакса кайнă. Сĕтпе вара 13 районти хуçалăхсем çителĕксĕр ĕçленĕ. Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ тăрăхĕсенче кăтарту иртнĕ çулхинчен уйрăмах пĕчĕкленнĕ.

Пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕле пăхсан ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесен продуктивлăхĕ ÿсни курăнать. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси пĕлтĕрхи шайран 13,8 процент иртнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен ÿт хушаслăхĕ те лайăхланнă. Çăмарта илесси те палăрмаллах ÿснĕ.

Апрель уйăхĕ тĕлне мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ иртнĕ çулхинчен пилĕк процент сахалланнă. Ĕнесен хисепĕ чакнă пулсан, сыснасен вара хушăннă.

Тĕнчери кризиса кура ял хуçалăхне пулăшма республика, федераци енчен мерăсем йышăнаççĕ, кредитпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Кăçалхи апрелĕн 20-мĕшĕ тĕлне 349,3 миллион тенкĕлĕх кредит панă.

Шел, пĕчĕк формăллă хуçалăхсем çăмăллăх кредичĕсем илесси чакса пырать. Пĕлтĕрхипе пăхсан вĕсен 33,6 проценчĕ çеç пулăшупа усă курнă. Ку тапхăрта республика тата федераци бюджечĕсенчен субсиди те чылай уйăрнă, 143,5-152,8 процент таранах. Эппин, кредит уйрăм çынсемшĕн те, хуçалăхсемшĕн те пысăк çăмăллăх.

Ларура çивĕч ыйтăва та - çур акине мĕнле хатĕрленнине - пăхса тухрĕç. Республикăри уй-хирте çурхи ĕçсене тытăннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра кĕрхи культурăсене 24,9 пин, нумай çул ÿсекен курăксене - 10,1 пин гектар минерал удобренийĕпе апатлантарнă. Лаптăксене сÿрелесе кăпкалатасси та малалла пырать. Çĕртмене культиваци тăваççĕ.

Юр сахал çунипе, çур сивĕ килнипе çĕр вăраххăн ăшăнать. Çавна май ÿсен-тăран та майĕпен вăй илсе çĕкленет. Апрелĕн 21-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 505 гектар акнă. Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар, Улатăр, Красноармейски районĕсенче акана тухнă ĕнтĕ.

Республикăра çурхи культурăсен вăрлăхне 50,9 пин тонна хывнă. Хальлĕхе унăн 81 проценчĕ кăна кондициллĕ. Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче акма юрăхлă вăрлăх ытла та сахал, çуррине яхăн çеç çеç. Кĕркунне мĕнле тухăç илĕç-ши вĕсенче;

Ял хуçалăх культурисен тухăçне хăпартма, çĕр пуянлăхне ÿстерме минерал удобренийĕсемпе çителĕклĕ усă курни пулăшать. Палăртнине пурнăçа кĕртме «кăçал тĕш тырă - 590 пин, çĕр улми 870 пин тоннăран кая мар пухса кĕртмелле» хуçалăхсен утмăл пин тоннăран сахал мар удобрени туянмалла. Хальлĕхе вара кирлин çурри чухлĕ çеç янтăланă-ха. Шăмăршă, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче вара çурри те çук. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче çителĕксĕр.

Ака-сухана кĕске, паха вăхăтра вĕçлени техника хатĕрринчен те килет. Тракторсен 82-89 проценчĕ çеç юсавлă. Çĕнĕ техника илесси те йывăррăн пырать. Тĕнче кризисĕ хуçалăхсене те чăрмав кÿни куçкĕрет. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ял хуçалăх предприятийĕсем 56 техника 76,5 миллион тенкĕлĕх илнĕ. Йĕпреç, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк тăрăхĕсенче пĕр çĕнĕ техника та хушăнман.

Çум курăкпа хупланнă 34505 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмеллине шута илсен çĕнĕ йышши, энергоресурссене перекетлекен тухника туянни шăпах меллĕ, хушма пулăшу пулмалла та... Тата хамăр çĕршывра кăларакан техникăна илекенсене патшалăх та субсидилет.

Ларăва пухăннисем продукци тирпейлесе кăларакан промышленноçри лару-тăрăва та сÿтсе яврĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов каланă тăрăх, Росспиртпромăн Шупашкарти, Çĕмĕрлери, Етĕрнери аш-какай комбиначĕсем производство калăпăшне чылай чакарнă. Чĕр тавар тирпейлесе кăларакан организацисен налук парăмĕ те ÿссех пырать. Ĕç ушкăнĕ предприятисене сиксе тухнă лару-тăруран хăпма тивĕçлĕ мерăсем йышăнма сĕнчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика