АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтан - ĕç, кайран - пуянлăх

30 апреля 2009 г.

 «Кризис» сăмах халĕ хаçат страницисенчен татăлмасть, эфирта та тăтăшах янăрать. 20-30 миллион çухатма ĕлкĕрнĕ олигархсен чĕлхинче те сумлă вырăн йышăнать вăл. Кризиса пула пенсионерсен ахаль та шĕвĕ яшки татах шĕвелнĕ. Вĕсем сасартăк хакланса кайнă йытă апачĕ те - шăмă - туянайми пулчĕç, хÿреллисемпе ун çине аякран кăна пăхса тутисене çуллаççĕ.

Тĕнчери финанспа экономика кризисĕ Раççее те самаях хыттăн килсе çапрĕ. Пирĕн экономика генералĕсемпе маршалĕсенчен нумайăшĕ Марксăн «Капиталĕпе» Ленинăн «Раççейри капитализм аталанăвĕ» ĕçĕсене вуланă, кĕскен конспектласа çырнă пулин те, вĕсенчи тĕп пĕтĕмлетĕве пачах манса кайнă. Вăл вара шăпах капитализмла экономикăна вăхăт-вăхăтпа кризиссем кисретсех тăни çинчен асăрхаттарать. Çак пăтăрмахсенчен пытанса юлаймăн. Кунашкал хăрушлăха хатĕрленсе кĕтмелле. Анчах та хатĕрленмерĕмĕр. Çавăнпах паян хамăрăн тенкĕсене, долларсене, евросемпе юаньсене çухататпăр та.

Генералитетпа маршалитет аптрамĕç-ха. Хăйсен ахахĕсем вĕтелнине мĕнле те пулин чăткаласа ирттерĕç. Анчах та вĕсен тĕлли-паллисĕр ĕçĕсене пула килсе тухнă кризисшăн ытти пĕтĕм халăх хĕн курать-çке. Çапах та кунта экономикăна ертсе пыракансем çеç мар, Раççей менталитечĕ те айăплă. Ют чĕлхерен илнĕ çак сăмахпа халĕ малтан «халăх характерĕ» тенĕ ăнлава палăртатпăр.

Хама питĕ нумай çын хирĕçлесе ятлассине пĕлсех çак шухăша калатăп: кризис пулман пулсан ăна шухăшласа кăларма тивместчĕ-ши; Эпир ытла та мăнтăрланса кайрăмăр - продукци туса илекен çынсенчен туянакан, ямăта кĕтекен çынсене куçрăмăр. Капла майпа пурăнма май çук.

Хальхи кризис вара тутă пĕрчĕсенчен хывăха уйăрма вĕрентĕ. Хальлĕхе унăн пĕрремĕш - хăтăлу тапхăрĕ пырать. Пин-пин çын ĕçсĕр юлать. Питех те шел, анчах...

Эпĕ офиссенчи, чылай чухне хăйсен вырăнне тивĕçсĕр, пĕлÿсĕр йышăнса ларакансене тата çавăн йышши тÿресене ĕçрен хăтарнипе хаваспах килĕшетĕп. Менеджерсем, вайзерсем, супервайзерсем çумăр хыççăнхи пылчăк пекех. Хунасах кайрĕç. Власть тытăмĕнче те сахал мар вĕсем. Çав этемсен тăнсăрлăхĕшĕн, тулккăсăрлăхĕшĕн, кахаллăхĕшĕн эпир тÿлесе пурăнатпăр. Кризис - наян-кахалран, тĕрлĕ йăх-яхран тасатаканĕ.

Анчах та эпĕ промышленноçа, уйрăмах хулана тытса тăракан предприятисенче çынсене ĕçрен кăларса янине питĕ хирĕç. Вĕсен çав хуласенче хăйсене тата çемйисене тăрантса пурăнас тесен преступлени çулĕ çине тăмалли кăна юлать. Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, ĕçсĕррисен йышĕ пĕр процент ÿссен те преступлени тăвасси 5 процент нумайланать. Ман шутпа, вăхăтлăха ĕçлекенсен шалăвне пĕчĕклетме, предприятин тупăшлăхĕ чакнине чăтма пулать, анчах та ĕçрен кăларса ямалла мар. Çыннăн пурнăç условийĕсем япăхлансан та вĕсен йывăр тапхăрта ырă кунсене кĕтсе илес шанчăкне ÿстермелле, майсем туса памалла.

Çакăнтан тĕлĕнмелли те çук. Пĕтĕм тĕнчипех предпринимательсем 10 процент тупăш илсен хăйсене питĕ телейлĕ, пурнăçĕ ăнчĕ тесе шутлаççĕ. Пирĕннисемшĕн вара 100 процент та сахал. Германире, сăмахран, кризислă лару-тăрура апат-çимĕç хакĕсем 2007 çулхи шая таврăнчĕç. Халĕ унта сĕт-çу пирĕн курттăммăн сутă тăвакан рынокринчен йÿнĕрех.

Çапах та мĕнле йÿнĕ пултăр-ха пирĕн апат-çимĕç, вĕсене пурне те тенĕ пек чикĕ леш енчен кÿрсе килетпĕр пулсан; Регионсенче ял хуçалăхне çулсерен темиçе миллиард тенкĕ хыватпăр, анчах та вĕсем каялла таврăнни курăнмасть-ха. Пĕлтĕр чăн та юлашки çулсенче пулман тухăçлă тыр-пул пухса кĕртрĕмĕр. Тырă нумай тăк çăкăр, аш, сĕт продукчĕсем йÿнĕрех пулмалла пек. Анчах та пирĕн хаксем аялалла мар, çÿлелле сикрĕç. Айăпĕ йÿнĕ хакпа туянса хаклă сутакансенче. Урăх çынсем туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене сутакансем вĕсен хакĕн 35 процентне илсе юлаççĕ, çитĕнтерекенĕсене 38 проценчĕ çеç тивет.

Пирĕн патшалăхшăн та, халăхшăн та кирлĕ отрасльсен «энергетика, нефть, газ тата ытти те» тарифĕсем кризис вăхăтĕнче чакас вырăнне ăнăçлă çулхисенчен те ÿссе кайрĕç. Вĕсем хăнăхнă йăлипе каллех пăтранчăк шывра ылтăн пулă тытса юлчĕç. Газ, мазут хакĕсем чакрĕç. Нефть 4 хут йÿнелчĕ. Эппин ăçтан-ха вĕсен тупăшĕ;

Строительство материалĕсен хакĕсем те чылай пĕчĕкленчĕç. Çапах эпир çурт-йĕре юсама пуç пулса тăракан компанисене хывакан укçа-тенкĕ калăпăшĕ нумай хăпарчĕ. Анчах вĕсем, унччен те нимĕн туманскерсем, халĕ те тапранма шутламаççĕ.

Тĕрĕссипе каласан, пирĕн монополистсен аппетичĕсем нимĕн чухлĕ те пĕчĕкленмерĕç. Пăнтăхса пыракан Хĕвел анăçĕнче, вăй илсе пыракан Хĕвел тухăçĕнче вара ку тĕлĕшпе ĕçсем пачах тепĕр майлă. Мĕншĕн тесен халăх характерĕ «менталитечĕ» урăх.

Эпĕ тепĕр хут çакна калатăп. Анлăрах та вăйлăрах сарăлса пыракан кризисăн усси инкекĕсенчен ытларах. Вăл пирĕн пурнăçра питĕ пысăк улшăнусем тăвĕ. Чи малтанах пирĕн патшалăха «сумалли ĕне» вырăнне хурассинчен тасалмалла. Унсăрăн пирĕн граждансенчен питĕ нумайăшĕ патшалăхăн вĕсене пурне те тата веçех парса тăмалла тесе шутлать.

Çапла, патшалăх яланах парăмра. Вăл ачасен, ватă тата чирлĕ çынсен - хăйсем ĕçлесе пурăнайманнисен умĕнче парăмра пулмалла. Ыттисен умĕнче унăн Конституципе те нимĕнле парăм çук. Вĕсен пурăнма, çемйисене усрама хăйсен ĕçлесе тупмалла.

Анчах та пиртен чылайăшĕ, тĕрĕсрех каласан, укçашăн кирлĕ пек вăй хума килĕшесшĕн мар. Халĕ, ĕçрен кăлара-кăлара янă тапхăрта, çынсем хăйсен ĕç вырăнне упраса хăварма пĕтĕм вăйне, пултарулăхне, пуçарулăхне хывмалла пек. Анчах та çакă курăнмасть.

Хăй вăхăтĕнче Америка президенчĕ Рузвельт халăха: «Ĕçлĕр те пуйăр!» - тесе чĕнсе каланипе Аслă депрессирен кăларнă. Çак ансат та тарăн шухăшлă сăмахсем халăхăн пысăк йышне хускатса хăйсен вăйне кăтартнă, вăл вăхăтра халсăр, эмигрантсен тĕнчери йăви шутланнă çĕршыва çĕр чăмăрĕ çинче чи малтисен ретне кăларма пултарнă.

Çакă пулса тăрать те ĕнтĕ пирĕн тата тĕнчери ытти менталитетсем хушшинчи тĕп уйрăмлăх. Вĕсен малтан - ĕç, кайран - пуянлăх.

Пирĕн ума каллех «Мĕн тумалла?» ыйту тухса тăрать. Хуравĕ çапларах: пирĕн пурин те ĕçлеме тытăнмалла. Шăпах ĕнтĕ çынна ĕç ирĕклĕ тунине аса илмелле. Вăлах çынна укçа «лайăх ĕç - пысăк укçа» ĕçлесе илме май парать. Укçа пулсан ăна ĕçлесе пухма вăй çитернĕ çыннăн ирĕклĕхĕ те ÿсет.

««Сельская Русь» хаçатран».

А. Соларев.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика