АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономикăна атталантарассишĕн, социаллă пурнăçа лайăхлатассишĕн

30 апреля 2009 г.

Владимир Путин Думăра хăйĕн кризиспа кĕрешмелли тĕплĕ программине уçса панă.

Патшалăх Думинче правительствăн 2008 çулти ĕçĕсем çинчен отчет тунă май Путин депутатсене Министрсен Кабинечĕн çĕршыва кризисран кăлармалли планĕсемпе тата экономика аталанăвĕн тĕп приоритечĕсемпе паллаштарнă.

Пĕрремĕш приоритет - граждансен социаллă пурнăçне хÿтĕлесси, ăна правительствăн чи малтан татса памалли ыйтăвĕ теме пулать. 2010 çул вĕçнелле ĕç пенсийĕ, çулталăкри вăтам кăтартупа танлаштарсан, 30 процент ÿсмелле. Пурнăç хаклă, пенси пурăнмалли чи пĕчĕк виçене те çитеймен регионсенче пенсионерсене социаллă тÿлевсем хушса памалла. Çавăн пекех правительство амăшĕн капиталĕн хуçисене унăн пĕр пайне «12 пин тенкĕ» хăйсене кирлĕ пек тăкаклама ирĕк парас шухăшлă. Çак правăпа 80 пин çемье таран усă курма пултарать. Чăн та ĕнтĕ, ку укçана пĕрре кăна илме май пур. Кунсăр пуçне çурт-йĕр ыйтăвне татса пама 60 миллиард тенкĕ уйăрса пама шутлаççĕ. Министрсен Кабинечĕн кредитсен калăпăшне ÿстерес шухăш та пур. Çакна пурнăçа кĕртме премьер Раççей банкĕн пуçлăхне процент ставкисене чакарасси çинчен шутлама хушнă. Путин шухăшĕпе, çакă кредит парассине ÿстерме пулăшать.

Анчах çакна та палăртмалла: нумайăшĕ çут çанталăк пурлăхĕсемпе ĕçлекен монополистсен пулăшăвĕсен тарифне пĕчĕклетессе шаннăччĕ. Путин çак ыйтупа питĕ асăрхануллă пулмаллине систерчĕ, çакă экономика тухăçлăхне тата шалти тавар сутăнаслăхне чакарасси патне илсе çитерме пултарасси çинчен каларĕ.

Иккĕмĕш приоритетра çĕршывăн промышленность вăй-хăватне сыхласа хăварас тĕллевпе оборона тытăмне пулăшма палăртнă. «МиГ» корпорацие» 15 миллиард, Хруничев ячĕллĕ центра 8 миллиард тенкĕ уйăрса панă та ĕнтĕ. Премьер каланă тăрăх, оборонăпа промышленность комплексĕн ытти компанийĕ те, патшалăхăн вĕсен умĕнче тÿрремĕнех яваплăх пур пулсан, пулăшу кĕтсе илме пултарать. Оборона валли 70 миллиард тенкĕ уйăрма пăхнă, кредитсен гарантийĕсене шута илсен татах 170 миллиард тенкĕ хушăнать. Çав вăхăтрах Владимир Путин малашлăхсăр производствăсене хăтарассишĕн укçа-тенкĕ тăкакламалла марри пирки те асăрхаттарчĕ. «Çакă Раççей экономикин ĕнерхи кунне консервлани, налук тÿлекенсен укçине тĕлли-паллисĕр тăкаклани пулĕччĕ», - хушса каларĕ Путин.

Унсăр пуçне премьер хăш-пĕр промышленность предприятийĕсене хăтарса хăварма патшалăхăн ирĕксĕрех вĕсен капиталне кĕме тивни пирки те систерчĕ. Енчен те çав предприятисем патшалăх кредичĕсене тÿлесе татаймасан, вĕсен активĕсем патшалăх харпăрлăхне куçасси пирки асăрхаттарчĕ.

Виççĕмĕш приоритетлă çул-йĕр - шалти тавара сутма пулăшасси. Çак ĕçре патшалăхăн тÿрĕ заказне тĕпе хумаллине палăртрĕ. Унсăр пуçне вăл процент ставкисемшĕн субсиди парас, лизинга аталантарас, потребитель кредичĕсене пулăшас ыйтусенчен те пăрăнса иртмерĕ.

Правительство бизнеса хальхи налуксене улăштарманнипе хавхалантарма шутларĕ, пĕр пĕтĕм социаллă налука «ЕСН» малтан 34 процент таран ÿстерме палăртнă пулсан, ăна малтанхи шайрах - 26 процентах хăварчĕ.

Правительство çĕршывăн финанс тытăмне пулăшас пирки те манмарĕ. Çак тĕллевпе Министрсен Кабинечĕ 255 миллиард тенкĕ уйăрма хатĕр. Çапах та банксем çак укçана тавăрса памалла илеймĕç. Вĕсен чăн сектора кредитпа тивĕçтерме тивет. Çакна та каласа хăвармалла: маларах патшалăх укçа-тенкĕпе пулăшасси çинчен пĕлтерсен банксем предприятисене кредитсемпе пулăшассине хăйсем çине хаваспах илнĕ, çапах та укçа-тенкĕн пысăк пайĕ чăн сектор патне çитеймен.

Владимир Путин депутатсен банкирсене питех тапăнма кирлĕ марри пирки та каларĕ. «Вĕсене «мăнтăр кушак аçисем» тесе тата ытти сăмахпа та кÿрентерме пулать. Анчах та вĕсен çулталăкăн иккĕмĕш çурринче уйрăмах питĕ пысăк ыйтусем татса пама тивет», - терĕ премьер. Çакăнпа пĕрлех вăл Раççейшĕн 1500 банк ытлашши нумаййине палăртрĕ, вĕсене пĕрлештерес ыйтăва хускатрĕ.

Путин каланă тăрăх, кризиспа кĕрешмелли майсене пурнăçламашкăн правительство 1,6 триллион тенкĕ тăкаклама шутлать.

ПравительствĂн экономика программи

1. Тупăшран илекен налука 2009 çулти шайрах, 13 процентах сыхласа хăварас.

2. Строительство программисене пурнăçа кĕртессине патшалăх енчен финансласси - çак ĕçе 440 миллиард тенкĕ хывмалла.

3. Шалти тавар туянаслăха хавхалантарасси. Çакна тума процент ставкисене субсидилеме, лизинга аталантарма тата потребитель кредичĕсем парассине пулăшма палăртнă.

4. Тĕп банкăн рефинансировани ставкине пĕчĕклетни.

5. Банксен шутне чакарасси тата вĕсенчен хăш-пĕрисене пысăклатасси.

6. Патшалăх кредичĕсене тÿлесе татайман корпорацисене патшалăх харпăрлăхне куçарасси.

7. Кризиспа кĕрешме бюджетран 1,6 триллион тенкĕ уйăрасси.

8. Оборона промышленноçне тата авиаци комплексне укçа-тенкĕпе пулăшасси «2009 çулта 70 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă».

9. Шалти тавар туянаслăха хавхалантармалли патшалăх заказĕсене ÿстересси.

10. Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли программа хатĕрлесси.

11. Çурт-йĕр тума ипотека кредичĕсемпе тивĕçтерекен агентствăна «АИЖК» 20 миллиард хушса парасси тата ăна валли 40 миллиардлăх кредит уйăрасси.

12. Банк тытăмне, экономикăн чăн секторне кредитсемпе пулăшать пулсан, 225 миллиард тенкĕ уйăрса парасси.

13. Пĕр пĕтĕм социаллă налук ставкине 26 процент шайĕнчех хăварасси.

ПравительствĂн социаллĂ программи

1. Амăш капиталĕн укçи-тенкипе ытти тĕллевсемпе усă курма май пурри. 312 пин тенкĕрен 12 пин тенкине алла параççĕ.

2. Пурнăç хаклă регионсенче пурăнакан тата пурăнмалли минимумран та пĕчĕкрех пенси илекенсене социаллă тÿлевсем хушса парасси.

3. Ĕçленĕшĕн паракан пенсие 30 процент ÿстерсе 2010 çул вĕçĕ тĕлне 7567 тенке çитересси.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика