АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр хаçатран - виçĕ лауреат

30 апреля 2009 г.

Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисен программи кăçал та ытти çулти пекех пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Тĕп мероприятисенчен пĕри - наци кĕнекин «Атăлпа Урал хушшинче» регионсен фестивалĕ. Наци библиотекинче иртнĕ уявра çак фестиваль тытăмĕнчи темиçе конкурса пĕтĕмлетрĕç. «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи лайăх кĕнеке» конкурсра «Чăвашла вуланакан чи лайăх кĕнеке» номинацире Н. Симуновăн «Ан йĕр эсĕ, Лена» тата «Телейне кура шăпи» кĕнекисем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - М. Карягинăн «Хура тумлă арçын» кĕнеки.

Ачасем валли чăвашла çырнă чи лайăх кĕнекесен шутĕнче - Г. Волковăн «Кил илемĕ» «1-мĕш вырăн», Е. Нарпин «Çумламан йăран» «2-мĕш вырăн», П. Çăлкуçăн «Карамель-тарамель» «3-мĕш вырăн» сăвă-калав пуххисем.

Вырăсла вулакансем валли хайланă кĕнекесен конкурсĕнче С. Павловăн «Роковая метка» кĕнеки мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - П. Маркинăн «Полынка» тата Л. Андреевăн «Слабинушка» кĕнекисем. «Çулталăк дебючĕ» номинацире Д. Матвейчукăн «Жгучая крапива» хайлавĕ, «Чи нумай вулакан» номинацире Элĕк районĕнчи Элĕк ялĕнче пурăнакан Матвеевсем çĕнтерчĕç. «Библиотека тата кĕнеке» конкурсăн «Ылтăн калемне» Г. Кузнецов писатель-журналист тивĕçрĕ.

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса 28 çула çитмен каччăсемпе хĕрсем хутшăннă. Çамрăк çĕнтерÿçĕсен йышĕнче - И. Степановăпа В. Елимова «проза», Н. Медведевăпа И. Степанова «поэзи», А. Иванова «драматурги».

Конкурссен лауреачĕсем хушшинче «Хресчен сасси» Издательство çурчĕ» патшалăх унитари предприятийĕн виçĕ ĕçченĕ - С. Павлов директор - тĕп редактор, П. Çăлкуç «Кузьмин» шеф-редактор тата И. Степанова корреспондент - пуррине палăртма уйрăмах кăмăллă.

Вулакансен конференцийĕсемпе тĕл пулусем, литература каçĕсемпе çĕнĕ кĕнеке презентацийĕсем... - вун-вун мероприяти иртрĕ фестиваль вăхăтĕнче.

Чăваш чĕлхи кунне халалланă тĕп уяв йăлана кĕнĕ йĕркепе И.Я. Яковлев палăкĕ умĕнче апрелĕн 25-мĕшĕнче пулчĕ «ÿкерчĕкре». Шăпах унта, 13 сехетре Чăваш Енĕн наци радиовĕн малтанхи кăларăмĕпе паллашрĕç пухăннисем, Н. Федоров президент республика çыннисене Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламланине итлерĕç.

«Кашнин кăмăл-сипет тивĕçĕ - ăс-хакăлăн хаклă еткерне упраса хăварса çĕнĕ ăрусене парасси. Иккĕленместĕп: Чăваш Енре пурăнакансем аслă та пархатарлă миссие - тăван чĕлхене юратассине - яланах чыслăн пурнăçласа пырĕç!» - терĕ Николай Васильевич.

В.Филиппов сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика