АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшăва кура - кăтартăвĕ

30 апреля 2009 г.

Хуçине кура хуçалăхĕ тенĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн пуласлăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ертÿçĕрен, вăл пурнăç таппипе утма вăй çитернинчен нумай килет. Шел, ялсенче пултаруллă, хастар специалистсен, ертÿçĕсен йышĕ çулран-çул чакса пырать. Пĕчĕк шалу, йывăр та яваплă ĕç, умри уçăмсăрлăх хăратаççĕ-ши çамрăксене? Чăн та, «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ, ытти хушма программăсем лару-тăрăва самай улăштарма пултарчĕç. Анчах ĕçлемелли чылай. Чăваш Ен Президенчĕ те 2005 çулхи февральте ялти производство сферине ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине пулăшма ятарлă указ та кăларчĕ. Правительство комиссийĕ кандидатсен организацине 5 çуллăха аталантарма хатĕрленĕ бизнес-проекчĕсемпе паллашса яллă вырăнта ертсе пыма 29 çын суйласа илнĕ. Шел, илнĕ обязательствăна пурнăçлайман çичĕ ертÿçĕпе тунă килĕшĕве татма тивнĕ.

Бизнес-проектпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыракан, конкурс витĕр тухнă ертÿçĕсене патшалăх тĕрлĕ енлĕн пулăшу пама тăрăшать. Кăçал та çăмăл машина туяннăшăн республика бюджетĕнчен кредитăн процент ставкине субсидилеме 166,8 пин уйăрма палăртнă. Квалификаци ÿстерме, професси илме, стажировка тухма - 1683,7 пин, малтанлăха вырнаçма - 500 пин, çурт-йĕр çĕклеме «туянма» социаллă тÿлев 5636,7 пин, ипотека кредичĕн процент ставкине субсидилеме 500 пин тенкĕ уйăрĕç. ЧР Президенчĕн «Пысăк тата вăтам ял хуçалăх организацисен ĕçĕ-хĕлне пулăшма хушма мерăсем çинчен» «2006 çулхи июлĕн 27-мĕшĕ, 61 ?» Указне пурнăçа кĕртсе правительство комиссийĕ хуçалăх ертÿçинче вунă çултан кая мар ĕçленĕ 19 çынна суйласа илнĕ. Вĕсене пулăшма, хавхалантарма çурт-йĕр тума «туянма» ЧР строительство министерстви 18184,39 пин тенкĕ социаллă тÿлев уйăрнă.

Яллă вырăнти производство сферинче ертсе пыма суйласа илнĕ ертÿçĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕ савăнтарать . Çак тапхăрта выльăх-чĕрлĕх йышне, ял хуçалăх продукцийĕ илессине, акакан-сухалакан лаптăксене, ĕç çыннисен шалăвне палăрмаллах ÿстерме май килнĕ.

Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе пилĕк хуçалăх «Вăрнар енчи «Кольцовка», Комсомольскинчи «Алга», Шупашкар районĕнчи «Атăл», «Прогресс», Канаш тăрăхĕнчи «Пинер»» тăкаклисен шутĕнчен тухма вăй çитерни савăнтарать.

Çапах программăна хутшăннă пур хуçалăх та палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçлайманни те пур-ха. Эппин, кăçал вĕсен тата тăрăшарах вăй хума тивĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика