АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленет тăван ен, савăнать чун-чĕрем

22 апреля 2009 г.

 Чăваш Ен ялĕсене хăтлăх, тирпей-илем кĕртмелли, комплекслă майпа çĕнĕ çуртсем çĕклемелли пуçару «пилот» проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ конкурсра Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ял тăрăхĕ те çĕнтерни ку хутлăхра пурăнакансен кăмăлне палăрмаллах çĕкленĕ. Çакна вырăна çитсен тÿрех туйса илтĕм.

Такăр çул, типтерлĕ урам...

Çурхи ăшă хĕвелпе, типтерлĕ урампа, илемлĕ те капмар çуртсемпе кĕтсе илчĕ мана Мăн Явăш. Ял варринче çĕнелсе çĕкленекен Николай çветтуй чиркĕвĕнчен ирхи шăплăха хускатса мăлатук сассисем илтĕнеççĕ, инçене ян! саланаççĕ. XIX ĕмĕрĕн палăкĕ вăтăрмĕш çулсенче хупăнса алăран алла куçнă хыççăн каллех чăн хуçисем _ тĕне ĕненекенсем патне таврăнни савăнтарать. Чиркÿ _ тĕне ĕненекенсен çурчĕ кăна мар, тăван ен историйĕ те, хальхи ял культурипе архитектури. Шел, юлашки вăхăтра вăл юхăнсах çитнĕ темелле. Реставраципе юсав ĕçĕсене 2000 çулта пуçăннă. Ăна тепĕр хут чĕртсе тăратма хуçалăхсем, ял çыннисем, спонсорсем чылай пулăшаççĕ. Ку тавраран тухнă Николай Маркелов 710 пин тенкĕ уйăрнă. Федоровсен çемйи _ 110 пин тенкĕ. Кунран-кун илемленекен чиркÿ чуна килентерет.

Такăр çул _ хăтлăх, малашлăх. Пĕлтĕр акă Анат Явăша, Пупăлькассине хытă çул çитнине анлăн уявланă. Çак паллă саманта халалласа ял кунĕсем ирттерме йышăннă. Уявра хисеплĕ çынсене, ватăсене, пултаруллисене чысласси çирĕп йăлара.

Кăçал «Мăн Явăш _ Тинкеш» автоçул хута каймалла. Мăн Явăшри Пролетари урамне хытă çул çитĕ. Хĕрлĕçырта, Йĕрхкассинче те çул-йĕре йĕркене кĕртме проектсем хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Эппин, вĕсенче те кĕçех уявсем кĕрлĕç.

Мăн Явăшăн тĕп урамĕнче вара тахçанах асфальт. Çавăнпах-и ял кунне çурхи ака-суха вĕçленсенех йĕркелеççĕ. Çимĕке çуллен çĕршер çын пуçтарăнать. Таврари ялсенчен те хаваспах хутшăнаççĕ унта. Культурăпа спорт уявĕнче ял тăрăхĕнчи чи лайăх хушма хуçалăха палăртаççĕ, ветерансене, юбилярсене, нумай ачаллă çемьесене чыслаççĕ. Ача-пăча валли те савăнмалли туллиех. Ташă-юрă каçчен те шăпланмасть. Сцена çине вырăнти ташă-юрă ăстисемпе аякран çитнĕ артистсем те тухаççĕ. Кунти «Выла» фольклор ансамбльне «ертÿçи М. Михайлов» кÿршĕри районсенче те аван пĕлеççĕ, ăшшăн кĕтсе илеççĕ.

_ Ансамбль пире несĕлсен йăли-йĕркине, юрри-ташшине манма памасть, _ теççĕ Мăнявăшсем. _ Паянхи пурнăçра та питĕ кирлĕ вĕсем пире.

Ялсенчи тирпейлĕх чи малтанах хамăртан нумай килет. Çулсерен, çурхи шыв-шур типсенех, субботника тухаççĕ, йывăçсем лартса хăвараççĕ. Пĕлтĕр акă виçĕ пин хунав ешерме тытăннă. Пупăлькассинчи Леонид Семенов хăй кăна 200 хыр-чăрăш, Мăн Явăш шкулĕн вĕренекенĕсем 1000 çамрăк йывăç лартса хăварнă. Халĕ Выла юхан шывĕ хĕррипе пĕчĕк вăрман ÿсет. Вăл аталанса çитĕннине сăнаса-пăхсах тăраççĕ. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хупахушкăнĕнче пурăнакансем те тавралăха тирпей-илем кĕртессипе аван ĕçленине палăртмалла. Территорине çум курăкран, çÿп-çапран, хăрăк йывăçсенчен тасатса çамрăк хунавсемпе илемлетнĕ.

Ял çыннисем тăрăшнипех пĕлтĕр Анат Явăшра вăрçă ветеранĕсене чысласа «Çĕнтерÿ аллейи» хывнă. Йĕрхкассисем хăйсен ентешне, Чăваш халăх писательне Георгий Краснова чысласа парк уçнă. Кивĕ шкул вырăнне тасатса чечексем лартнă, клумба тунă, хыр, чăрăш, лиственница тата çыравçăн юратнă йывăçне _ хĕрлĕ пилеш _ лартса хăварнă. Хăйсен аллипе илемлĕ «кăмпа», кану вырăнĕ ăсталанă, тротуар сарнă. Парка выльăх-чĕрлĕх кĕресрен карта тытса çавăрнă. Халĕ çак илемлĕ вырăна такам та ăмсанмалла. Георгий Васильевич хăй те хутшăннă парк уçнă ятпа ирттернĕ уява. Вĕсен ĕçне хаклани, ентешсене тав туни темрен те паха!

Мăн Явăш ял тăрăхĕнчи çынсен хастарлăхĕ, обществăлла ĕçсенчен ютшăнманни, пурнăçа туллирех те пуянрах тума тăрăшни чăннипех те тĕлĕнтерет. Акă Анат Явăш ялнех илер. Григорьевсен, Федоровсен çемйисем тата ыттисем вырăнти подстанцие юсаса урамсене çутатмалла тунă. Ялта илемлĕ сцена ăсталанă. Халĕ вăл кану вырăнĕ. Çăл куçне тимĕр-бетон ункăсемпе йĕркене кĕртнĕ. «Единая Россия» парти членĕсем, Валентинпа Владимир Григорьевсем çырма-çатрана çÿп-çапран тасатнипе пĕрлех килрен-киле çÿресе калаçу ирттернĕ, «Йĕркелĕхпе тасалăхшăн» листовка сарнă. Тăрăшни сая кайман, халĕ районта та чи хăтлисен шутĕнче Анат Явăш.

Ял тăрăхĕ таса шывпа тивĕçтерессипе те чылай ĕçлет. Кивĕ çăлсене çĕнетнипе пĕрлех шыв пăрăхĕсем те хываççĕ.

Пуçару проекчĕ _

Мăн Явăш пуласлăхĕ

Мăн Явăш район центрĕнчен чылай аякра пулин те пурнăç таппинчен юлмасть. Территорире _ тухтăр офисĕ, вăтам шкул, тĕслĕх библиотека, магазинсем, çыхăну уйрăмĕ, АТС, ветеринари станцийĕ... Унччен икĕ хутлă ача-пăча сачĕ те кĕрлесе кăна тăнă. Шел, ăна ачасен йышĕ чакса кайнипе хупма тивнĕ.

_ Пирĕн тăрăхра 18-30 çулсенчи тăват çĕре яхăн çамрăк регистрацире тăрать. Анчах вĕсенчен нумайăшĕ пурăнма уйрăм çурт-йĕр çуккипе хулана тухса кайнă, _ пĕлтерет Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Семеновна Леонтьева. _ Тата вĕсене канма, вăхăта усăллă ирттерме йĕркеллĕ культурăпа спорт центрĕ те çук. Вырăнти клуб çунса кайнă хыççăн тек çĕклеймерĕмĕр. Ял пушанса пыни пăшăрхантарать. Вырăнти хуçалăхсем те çамрăк специалистсем, ĕç алли çителĕксĕррипе хăшкăлаççĕ. Вĕсене вара пулăшмаллах. Çавăнпа пилот проектне пурнăçа кĕртме конкурс йĕркеленине пĕлсен тÿрех хутшăнма кăмăл турăмăр. Пирĕн социаллă объектсем пĕр çĕрте вырнаçнă, асфальт çулпа çыхăннă. Шăпах пилот проекчĕ валли уйăракан лаптăкран инçе те мар, çĕнĕ урама малалла тăсмалла кăна.

Конкурса тăратма документсем канмалли куна манса çĕрĕ-çĕрĕпе хатĕрлени харама кайман _ Мăнявăшсем çĕнтерÿçĕсен шутĕнче!

Комплекслă майпа çурт-йĕр 2009-2010 çулсенче çĕклемелле. Проектпа килĕшÿллĕн 31 хăтлă çурт-йĕр хуралтăсемпе ÿссе лармалла. Кашни хуçалăха газпа, шывпа, электричествăпа, 0,4 гектар çĕрпе тивĕçтермелле. Территорие хăтлăх кÿртнипе пĕрлех «асфальт çул, тротуар, автотранспорт вырăнĕ, парк» культурăпа спорт центрĕ, ача сачĕ те çĕкленмелле. Унта çамрăксене, халăха канма, сывлăха çирĕплетме условисем çителĕклех пулĕç. Центрпа çывăхри пилĕк ял çыннисем те усă курма пултарĕç. Вĕсем пĕр-пĕринчен 300-500 метрта кăна вырнаçнă, анчах социаллă объектсем пачах çук. Вырăнти бюджет та ăна çĕклеме вăй çитереймĕ.

_ Пилот проекчĕ пирĕн шанчăк, пуласлăх, _ савăнăçне пытараймаççĕ Мăнявăшсем. _ Яла каллех çамрăксем таврăнма тытăнĕç.

_ Хăтлă çуртсен хуçисем камсем-ши;

_ Хальлĕхе паллă мар. Чи малтан вĕсене вырăнти «Выльский», «Надежда» хуçалăхсен тата Етĕрнери выльăх чир-чĕрне хирĕç кĕрешекен станци специалисчĕсем йышăнĕç. «Выльский» производство кооперативне кăна 16 квалификациллĕ специалист кирлĕ.

Чăн та, проект хута кайни хуçалăхсемшĕн те пысăк пулăшу, çăлăнăç. «Выльский» хуçалăх акă 200 ĕне тăмалăх витене реконструкцилесе пĕтернĕпе пĕрех. Ял тăрăхĕнче ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен центр та хута ярасшăн. Вĕсенче ĕçлекенсем кирлĕ. «Надежда» производство кооперативĕнче агроном, механик тупаймаççĕ. Эппин, пилот проекчĕ вун-вун çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕ, яла çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртĕ.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика