АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн акатпăр?

22 апреля 2009 г.

 Пулас тухăç вăрлăхран паллă тенĕ. Республикăри хуçалăхсем çурхи ĕçсене тытăнчĕç те ĕнтĕ. Анчах мĕн акса хăварăпăр, мĕнпе савăнтарăпăр çĕр-аннемĕре? Уй-хире тухакан вăрлăх çĕр ĕçченĕсен кăмăлне тивĕçтерет-ши?

«Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 50897 тонна вăрлăх е кирлин 105 проценчĕ чухлĕ хывса хăварнă. Хăш-пĕр районта, шел, вăл çителĕксĕр. Çакă Шупашкар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри енче уйрăмах сисĕнет. Тĕрĕсленĕ вăрлăхран 81 проценчĕ çеç кондициллĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче çурри те çук. Е лаптăксене яланхиллех ячĕшĕн шуратса хăварасшăн; Янтăланă вăрлăхăн 18 проценчĕ çÿп-çаплă пулнипе кăна акма юрăхсăр. Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Тăвай, Канаш, Элĕк енчи хуçалăхсенче кăтарту уйрăмах япăх. Кĕркунне мĕн пухса кĕртесшĕн-ши вĕсенче;

Элита вăрлăх вара Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă енче çукпа пĕрех темелле. Çав хушăрах Çĕрпÿ, Шупашкар, Йĕпреç районĕсенче ăна самай туяннă. Хальхи вăхăтра сортсăр вăрлăх çирĕм процент таран. Ака-сухара унпа та усă курма пултарни шухăшлаттарать. Анасене çÿп-çаплă вăрлăхпа варалама кирлех-ши? Кăçал кондицие ларман вăрлăхпа усă куракансене çунтармалли-сĕрмелли материалшăн, минерал удобренийĕшĕн патшалăх пулăшăвĕ тивменни паллă. Эппин, юлашки кунсенче те пулин акма хатĕрлесе çитересчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика