АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтĕмĕр çитсе пырсан

17 апреля 2009 г.

 

Куç хăрать те алă тăвать

90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă Бобровсем хулара çăмăллăнах ĕçе вырнаçнă. Аслă пĕлÿллĕ строительсем хулара та кирлĕ çав. Пурăнма кĕтес те уйăрса панă çамрăк мăшăра. Анчах пĕчĕкрен çĕр ĕçне юратса ÿснĕ Владимира чун-чĕри тăван еннех туртнă. Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш тăрăхĕнче газ кĕртме, çул сарма тытăнсан Бобровсем татăклă утăм тунă, хула пурнăçĕпе сыв пуллашса яла таврăннă. Владимир Сергеевич газ, çул ыйтăвĕсемпе ĕçлеме тытăннă. Анчах шăпа урăх ĕç хатĕрленĕ иккен ун валли. Миллионер совхоз куç умĕнчех арканма, пайланма тытăннипе сехĕрленсе ÿкнĕ ял-йыш васкавлăн çĕнĕ ертÿçĕ суйлама шут тытнă. В. Бобров хуçалăха шурлăхран туртса кăларас пирки иккĕленмен çынсем.

- Предприятин 6,5 миллион тенкĕ парăмччĕ. Выльăх апачĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çук. Уйрăлса тухакан кашни хуçалăх пур-çук пурлăха хăйпăтса илес кăмăллă, - аса илет çав вăхăта В. Бобров. - Йывăр, анчах ĕçлемеллех. Мăнявăшсем вара ĕмĕртен ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Анчах ертÿçĕсем тупăша выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отрасльне аталантарма мар, «Меховик» хушма предприятие çĕклеме янă. Паха тирлĕ тискер чĕр чунсем ĕрчетсе ăшă тумтир çĕленĕ.

Чăн та, малтанлăха тавар аван сутăннă. Кĕçех ют çĕршывсенчен йÿнĕрехпе кÿрсе килекен çи-пуç, хуласенче йышлăн уçăлакан ательесем ял çыннисене рынокран хĕссе кăларнă. Тата тискер чĕрчунсене вырăнти апатпа тăрантарайманни, аякран кÿрсе килме тивни хуçалăх кĕсйине чылаях пушатнă. Çĕр çын ытла ĕçленĕ предприяти хупăннă.

- Ял-йышăн ăçта каймалла? Эпир район центрĕнчен те аякра пурăнатпăр. Халăха ĕçсĕр хăварас мар тесе «Выльский» производство кооперативне аталантарма тытăнтăмăр. Парăма çĕнĕлле йĕркелес программăна кĕрсе 3,5 миллион тенкинчен хăпрăмăр. Документсем хатĕрлеме Светлана Александровна Романова экономист чылай пулăшрĕ. Майĕпен парăмсенчен хăтăлса пĕтрĕмĕр. Çăмăллăх кредичĕ илсе ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелеме пуçларăмăр, - каласа парать ертÿçĕ.

Пахчи-пахчи, хăмла пахчи

Мăн Явăш енче ĕлĕкренех хăмла ÿстернĕ хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿксен те çак отрасле пăрахман. Чăн та, пĕр вăхăт чĕр тавар пахалăхĕ тивĕçтерменнипе Чăваш Енри сăра завочĕсем ăна аякран туянма тытăннăччĕ. Çавна май сортсене çĕнетнĕ хуçалăхра, заводсемпе каллех çыхăну йĕркеленĕ. Халĕ 19 гектар йышăнать хăмла, çав шутран çимĕç параканни 15-е яхăн. Пĕлтĕр гектар пуçне 20 центнер пухса кĕртнĕ. Килограмне «типĕтни» 250 тенкĕпе сутнă, ку самай пысăк тупăш. Вырнаçтарма та йывăрах пулман. Вăрмарти «Ресурсы» агрофирма паха тавара хаваспах туяннă. Хăмла туса илес ĕç-хĕле механизациленĕ. Çапах техника кивви систерет. Çĕнни тăкаксене те чылай чакарĕ. Анчах 8 миллион тенкĕ тăракан комбайн туянма вăй çитереймесси паллă. Çитменнине ĕне фермине юсаса çĕнетме те банкран пысăк кредит илнĕ. Каллех парăма кĕни шурлăха туртса кĕме пултарасса аван ăнланаççĕ хуçалăхра. Шанчăк «Ленинская искра» колхозра. Вĕсем пĕлтĕр чаплă хăмла комбайнĕ туяннă. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пыма шантараççĕ-ха кÿршĕсем...

Мăн Явăшсене çĕршыври кризис та канăçсăрлантарать.

- Хăмла альфа кислоти, тĕсĕ, шăрши енĕпе те стандарта ларать. Çапах ăна вырнаçтарассипе каллех йывăрлăх сиксе тухма пултарать. Кăçал чĕр тавара туянас шухăшлисем сайра. Çĕршыври йывăр лару-тăрăва пула вăрах вăхăтлăх килĕшÿ тума та хăраççĕ. Уçăмсăрлăх пăшăрхантарать паллах. Эпир кредит илнĕ, шалу мĕнпе памалла? - чун ыратăвне пĕлтереççĕ ĕçченсем.

Хăмла пăсăлакан продукци мар, ăна лайăх пресласа упрасан вунă çул та чиперех выртать, анчах тупăш та кÿмест. Чăваш хăмли каллех рынокри вырăнне çухатĕ-ши?

Çĕкленет ĕне ферми

Хуçалăха куллен тупăш кÿрекенĕ - ĕне ферми. Çурт-йĕр юхăнса çитнипе ертÿçĕсем ăна çĕклеме бизнес-проект хатĕрленĕ. Витесене реконструкцилесе оборудованисем вырнаçтарнă, апат валеçсе пама пĕчĕкрех трактор, танк-охладитель туяннă. Халĕ чÿречесем те пластикран. Проекта пурнăçа кĕртме 17,5 миллион тенкĕ тăкакланă. Шалти ĕçсене вĕçлесен август тĕлне хута яма палăртнă.

- Перекет банкĕнчен çăмăллăх кредичĕ 17 миллион тенкĕ илтĕмĕр. Сĕт хакĕ пĕчĕккипе парăмпа вăхăтра татăлма кансĕртерех, - тет Владимир Сергеевич.

Халĕ сутакан сĕтĕн 80 проценчĕ пысăк сортпа каять. Ĕнесене çĕнĕ фермăна куçарсан туса илекен продукцин пахалăхĕ татах ÿсĕ. Анчах мĕнле тупăш илмелле? 200 ĕне усрасан, кашнинчен çулталăкне пилĕк пин литр ытла сĕт сусан, тен, ыттисем пек кÿршĕри регионсене ăсатма тытăнмалла? Ыйтăвĕ нумай, умри çул вĕсене мĕнле татса панинчен те килет.

- Тăкаклăрах пулсан та çак отрасле пĕтереймĕн. Выльăх-чĕрлĕх, хăмла тупăш пама пуçличчен чылай ĕçлемелле. Пĕрре юхăнтарсан çĕклеме те йывăр, - палăртать В. Бобров.

Производство кооперативĕ выльăх самăртмасть, сыснасем усрамасть пулин те, сĕт, аш-какай планне çуллен тултарса пырать. Çамрăк вăкăрсене ял халăхне тÿлевсĕрех самăртма параççĕ, выльăх апачĕпе тивĕçтереççĕ. Кĕркунне вара вĕсенчен туянса аш-какай комбинатне ăсатаççĕ. Икĕ еншĕн те меллĕ: çынсемшĕн хушма тупăш, хуçалăхшăн чĕр тавар. Капла кооператившăн чылай йÿнĕрех ларать.

Пилотлă проект -

пирĕн шанăç

Кăçал çĕр ĕçченĕсен 350 гектар çурхи акса хăвармалла. Çĕр улми 6 гектар йышăннă. Халăха ытларах хăмла ÿстерме явăçтарнăран «иккĕмĕш çăкăр» валли ĕç алли çителĕксĕртерех. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме техника паркне çĕнетсе пыни пулăшать. Юлашки вăхăтра икĕ çĕнĕ тĕш тырă комбайнĕ, ытти техника хушăннă. Анчах хисепĕ малтанхинчен сахалрах. Çакă ана-çаран чакнипе те çыхăннă. Пай çĕрĕсем арендăна илсе пыраççĕ. Ултă ялта çак ыйтăва татса панă-ха, анчах пĕринпе халĕ те уççи-хуппи çук темелле. Арендăна вăрах вăхăтлăх илни кăна малашлăха палăртса ĕçлеме май парать, çĕр пулăхне те ÿстерме пулать. «Капла лаптăк паян - сан, ыран теприн аллине куçнипе кансĕр, - пĕлтереççĕ специалистсем. - Çĕр ĕçне туллин пурнăçлама та çук».

- Хуçалăх çур акине хатĕр-и? - кăсăкланатăп вĕсенчен.

- Техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕр. Вăрлăхпа ĕçлемелле-ха. Шел, пирĕн агроном çук, ÿсен-тăран отраслĕнче унсăр тухăçлă ĕçлеймĕн.

Предприяти агроном килес-тăвас пулсан газ, шыв кĕртнĕ хваттерпе тивĕçтерме те хатĕр, шалу та вăхăтрах илсе тăрĕ. Мăн Явăша хăтлăх, тирпей-илем кĕртес, комплекслă майпа çĕнĕ çуртсем тăвас тĕллевпе пилот проектне пурнăçа кĕртме конкурсра суйласа илни пысăк шанăç парать. Унпа килĕшÿллĕн 31 çурт хута каймалла. Пĕрлех культура, кану объекчĕсене те çĕклемелле, территорине асфальт, газ илсе пымалла. Ял сăн-сăпачĕ çĕнелсе улшăнни, çамрăксене пурăнма, канма тивĕçлĕ условисем туса пани хуçалăха кадрсен ыйтăвне татса пама пулăшĕ.

- Ĕç пирĕн çителĕклех, - ĕмĕт-шухăшне пытармасть В. Бобров. - Сĕт хакĕ каплах пĕчĕк пулсан, тен, вырăнтах тирпейлекен цех уçăпăр. Сыр кăларма «Меховик» предприятин пушă ларакан çурт-йĕрĕ те аван. Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен центр та уçасшăн.

Çĕр ĕçченĕсем палăртнă ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртесси куç кĕрет. Çакна хуçалăхăн экономика кăтартăвĕсем çулран-çул лайăхланса пыни те çирĕплетет. Пĕлтĕр те районта Мăнявăшсем малтисен ретĕнче пулнă. Лава пĕччен туртаймăн, ĕçченсем тăрăшса вăй хунипе ÿсĕмсем пулаççĕ те. Г. Яковлева, Н. Боброва, Н. Викторова, А. Иванова, Н. Григорьев хăмлаçăсемпе механизатора, М. Бугрова, Н. Васильева, М. Русскова, З. Фомина, В. Девляшкина выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тата ыттисене ăшăпа асăнать пуçлăх. Пĕрле умри çул та çăмăлрах çав.

Сăн ÿкерчĕкре В. Бобров.

 Л. Никитина

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика