АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунатлă çул

17 апреля 2009 г.

1962 çул.

Январĕн 1-мĕшĕ.

Çĕнĕ çул ячĕпе юлташăмсенчен, тăванăмсенчен салам чылай килчĕ. Акă ман умра Болгари писателĕн Веселин Иосифовăн çырăвĕ выртать. Унта ик-виç сăмах çеç. Анчах çав сăмахсенче - çынна юратни, хисеплени! Ку вăл Болгари писателĕсемпе пирĕн хушăмăрти туслăх ÿссе, çирĕпленсе пыни çинчен калать. Çак туслăха çирĕплетес тĕлĕшпе хамăр тусăмăр, халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай ырă ĕç тăвать. Ун ĕçне пĕтĕм чунран мухтас килет.

Кăçалхи Çĕнĕ çула совет çыннисем пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç. Ăçта пăхан унта хĕрÿ пурнăç вĕресе тăрать. Пĕлтĕр вара хамăр Тăван çĕршыв историне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕ.

Тĕнчере чи малтан совет çынни Юрий Гагарин космоса çул уçрĕ.

... Паян ирхине радиопа литература передачи пачĕç. Микрофон умĕнче Илпек Микулайĕ писатель пулчĕ. Вăл радио итлекенсене тăван литературăн иртнĕ çулхи ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ.

Передачăна Митта Ваçлейĕн Çĕнĕ çул ячĕпе çырнă сăввипе пуçларĕç. Ăна поэт пурăннă вăхăтра пленка çине çырса юлнă-мĕн.

Чун савăнса кайрĕ. Паян, Çĕнĕ çул кунне, хам юратнă поэтăн сассине илтрĕм. Митта сăнĕ куç умне тухса тăчĕ, поэт пурăннă вăхăтра пĕрле ирттернĕ кунсем аса килчĕç. Унăн тарăн шухăшлă «Çĕнĕ çул - çĕн пултарулăх» сăвви ман чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ.

Август уйăхĕн 11-мĕшĕ.

Тĕлĕнмелле савăнăçлă хыпар илтрĕмĕр. Паян пирĕн çĕршывра виççĕмĕш космонавт тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ. «Восток-3» карап çинче Совет Союзĕн гражданинĕ, пирĕн ентеш, чăваш ачи Андриян Николаев! Чĕрере ăшă туйăм тапса тăрать. Чăтаймарăм, чунран хавасланса сăвă çыртăм.

Савăнатпăр эпир, мухтанатпăр,

Тĕлĕнетпĕр совет çыннинчен.

Ак каллех тÿпере улăп-паттăр, -

Саламлатпăр ăна чĕререн.

Николаев вĕçет çĕр тавра -

Кăтартать çĕнĕ çын хăватне.

Пирĕн аслă тăван çĕршывра

Унăн ячĕ сÿнмест ĕмĕрне!

Ку сăвва «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн ыран тухакан номерĕнче пичетлеме пулчĕç, паян каçхи передачăсем вăхăтĕнче радиопа вуласа пама ыйтрĕç.

Шупашкар урамĕсенче çынсем савăннипе пĕр-пĕрне чун-чĕререн саламлаççĕ. Пур çĕрте те ентешĕмĕрĕн Андриян Николаевăн ячĕ кĕрлесе тăрать. Çулу телейлĕ пултăр, Николаев тусăмăр!

Август уйăхĕн 12-мĕшĕ

Ирех тăтăм. Çывăрас килмест. Савăннипе куçăмран куççуль пĕрчисем юха-юха анчĕç. Пирĕн тăванăмăр, чăваш ачи Андриян Николаев космосра! Халĕ пĕтĕм тĕнче унăн паттăр ĕçĕ çинчен калаçать. Поэт ăна халалласа сăвă çырать, композитор юрă хывать. Рабочи ун ячĕпе вахтăна тăрать, колхозник хире тыр-пул пухма тухать. Çак улăп паттăра Тăван çĕршыв чун-чĕререн хисеплесе саламлать, ырă çул сунать.

- Çĕр çинче тĕл пуличчен, Андриян тăванăмăр! - тетпĕр эпир.

... Радио çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕ: паян 11 сехет те 02 минутра Совет Союзĕнче çĕр орбитине «Восток-4» космос карапне вĕçтерсе янă. «Восток-4» карапа Совет Союзĕн гражданинĕ Павел Романович Попович тытса пырать. Халĕ космосра чăвашпа украин вĕçеççĕ. Çĕр çинче çеç мар, тĕнче уçлăхĕнче те халăхсем хушшинчи туслăх ялкăшса тăнăн туйăнать. Чĕре ыйтнипе космонавтсене сума суса тепĕр юрă çыртăм:

Салам сире, космонавтсем,

Асран кайми тусăмăрсем.

Эсир Тăван çĕршыв чысне

Çĕклерĕр çÿллĕ тÿпене.

Август уйăхĕн 13-мĕшĕ.

Космосра икĕ улăп - Андриян Григорьевич Николаевпа Павел Романович Попович вĕçеççĕ. Пĕтĕм тĕнче вĕсен хăюлăхĕнчен, вĕсен паттăрлăхĕнчен тĕлĕнет. Çав совет çыннисемпе мĕнпур планета савăнать, мухтанать. Эпĕ паян Шупашкарта хамăр тусăмăр, ентешĕмĕр Андриян Николаев пиччĕшĕпе Иван Григорьевичпа курса калаçрăм. Хăй тĕлĕнмелле сăпайлă, ăшă кăмăллă çын.

- Андриян литературăна çав тери юрататчĕ. Чăваш писателĕсен произведенийĕсене нумай вулатчĕ. Вăл сире те пĕлет, эсир çырнисене те вуланă, - терĕ мана Иван Григорьевич. Савăнăçпа тулнă чунăм тепĕр хут çуталса кайнăн туйăнчĕ. Хамăр Андриянпа вĕçĕмсĕр мухтанас килет.

Август уйăхĕн 15-мĕшĕ.

Паян паттăр космонавтсем Андриян Николаевпа Павел Попович çĕр çине анса ларчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те аван таврăнчĕç, сывлăхĕсем те çирĕп. Çак ырă хыпара пĕтĕм этемлĕх пысăк савăнăçпа кĕтсе илчĕ. Космонавтсем çĕр çине аннă хыççăнах чăваш писателĕсем вĕсене Шупашкарти телевидени урлă саламларĕç. Илпек Микулайĕ хĕрÿллĕ сăмах каларĕ, Уйăп Мишши хавхаланса хăйĕн çĕнĕ сăввине вуларĕ. Эпĕ те икĕ улăп паттăра чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларăм.

- Паян, - терĕм эпĕ, - мана хамăрăн юратнă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çырнă сăвă йĕркисем аса килеççĕ:

Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ

Чăваш ачи, сассуна пар!

Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ

Килсем! Килсем! Эс пур - çук мар.

Совет саманинче çĕршыври тăванла мĕнпур халăхсен ывăл-хĕрĕпе пĕрле чăваш ачисем те хăйсен тивлетне, телейне тупрĕç, хăйсен янравлă сассине пачĕç, çĕршывшăн йывăр вăхăтра яланах паттăрлăхпа хăюлăх кăтартрĕç. Акă халĕ пирĕн тусăмăр, тăванăмăр Андриян Николаев пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерчĕ, хăйĕн тантăшĕсемпе Юрий Гагаринпа, Герман Титовпа, Павел Поповичпа пĕрле космоса çул уçрĕ. Паян çак улăп паттăрпа пĕтĕм тĕнче мухтанать. Космонавтсем çĕр çине таврăннă ятпа Шупашкарта ĕç çыннисен митингĕ иртрĕ. Митингра Андриян Николаев амăшĕ Анна Алексеевна сăмах каларĕ. Унăн чăвашла каланă сăмахне митинга пынисем çав тери пысăк тимлĕхпе итлерĕç.

- Эпĕ хамăн ывăлăма космоса вĕçме ирĕк панăшăн Тăван çĕршыва, партипе правительствăна чунран тав тăватăп, - терĕ вăл.

Паттăр космонавт амăшне хулари ĕç çыннисем, пионерсем чечек айне турĕç. Çак илемлĕ картинăна çырса кăтартма сăмах та çитес çук. Пирĕн çĕршывра этем çав тери пысăк хисепре!

Август уйăхĕн 18-мĕшĕ.

Кунĕпех çанталăк аван тăчĕ. Паян хамăр Тăван çĕршывăн тĕп хули Мускав космонавт-геройсене Андриян Николаевпа Павел Поповича чыслăн кĕтсе илчĕ.

Ман пата Александр Алка, Куçма Турхан, Николай Евстафьев писательсем килчĕç, пурте пĕрле Мускав Николаевпа Поповича мĕнле кĕтсе илнине телевизорпа пăхса лартăмăр. Хамăр савăннипе пурте çав тери хумхантăмăр. Хумханмасăр ăçтан-ха чăтăн вара!

Хĕрлĕ площадь. Мавзолей. Ун çине партипе правительство ертÿçисем, космонавтсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем хăпараççĕ. Кервен чăваш каччи çĕршыв хушнă ĕçе хăй чыслăн пурнăçлани çинчен калать, Коммунистсен партине чун-чĕререн тав тăвать. Хĕрлĕ площадьре вĕçĕмсĕр космонавта саламласа кăшкăрни, алă çупни кĕрлесе тăрать. Сăмах украин халăхĕн хăюллă ăмăрт кайăкĕ Павел Попович илет. Унăн хĕрÿллĕ, чĕререн тухакан сăмахне ĕç çыннисем çав тери пысăк тимлĕхпе итлеççĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр: «Салам сире, мухтав сире, тусăмăрсем, совет космонавчĕсем!» тесе калас килет.

Август уйăхĕн 28-мĕшĕ.

Хамăр ентешĕмĕре, улăп паттăра Андриян Николаева халалласа çыракан лирикăллă поэма сыпăкĕсене Александр Артемьев, Куçма Чулкаç, Сергей Юшков писательсене вуласа патăм.

- Поэмăна эсĕ чунран хавхаланса çырнă. Ăна санăн космонавт çуралнă кун тĕлне, сентябрĕн 5-мĕшне, çырса пĕтермеллех, Андриян Николаева парнелемелле, - терĕ Александр Артемьев. Куçма Чулкаç та савăнчĕ.

- Ку поэмăран халех музыкăпа литература передачи тумалла, - терĕ вăл.

Сентябрь уйăхĕн 2-мĕшĕ.

Шупашкар хули капăр тумлă. Кĕр енне сулăннă пулин те, урамсенче çуркуннен туйăнать. Чечексем, чечексем! Хула илемне çырса кăтартма сăмах та тупаяс çук. Паян хулари ĕç çыннисем хаклă хăнана, хамăр ентеше Андриян Григорьевич Николаев космонавта кăмăллăн, пĕтĕм чун-чĕререн хисеплесе кĕтсе илчĕç.

Карл Маркс урамĕпе, Ленин проспекчĕн икĕ енĕпе çынсем туллиех тăрса тухнă. Эпир, писательсем, «Мир» кинотеатр умне вырнаçрăмăр, хамăр пурте улăп-паттăра Андриян Николаева кĕтетпĕр. Вăхăт 12 сехет енне сулăнчĕ. Проспектри халăх тинĕс шывĕ пек хумханса илчĕ. Пур енчен те:

- Килет, килет! - тени илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр та, проспект варрипе хĕрлĕ чечекпе илемлетнĕ уçă машина пырать. Ун çинче пирĕн хаклă тусăмăр Андриян Николаев! Вăл аллинчи чечек çыххине çÿлерен çÿле йăтать, пире, хулари ĕç çыннисене, саламлать. Чĕрере ăшă туйăм тапса тăрать.

Герой-космонат хамăр республикăна килнĕ ятпа митинг, ĕç çыннисен демонстрацийĕ иртрĕç. Эпĕ трибуна умĕнчен Герман Лебедев, Виктор Ходяшев, Мария Ухсай, Владимир Ухли тусăмсемпе пĕрле, пĕр ретре иртрĕм.

Хам савăннипе пĕтĕм кăмăлтан:

- Андрияна салам! - тесе кăшкăрса ятăм. Космонавт пире пурне те аллипе сулса хисеп турĕ.

Эх, пурнăç, пурнăç, мĕнле илемлĕ эс! Çĕршывăн паттăр ывăлĕ-хĕрĕ сана татах та илемлетет. Паян манăн пĕтĕм тĕнче илтмелле çапла калас килет:

«Мухтав сана, Андриян! Эпир пурте сан хăюллă та паттăр ĕçÿпе мухтанатпăр!» Халăх савăнать, совет çыннине, паттăр космонавта Чăваш çĕршывне килнĕ ятпа тав тăвать.

Каçхине çур çĕр иртичченех хулари урамсенче савăнăç шавĕ кĕрлесе тăчĕ. Атăл çинче ракетăсем яраççĕ, вĕсен тĕрлĕ тĕслĕ çутисем хула çине илем сапнăн туйăнса тăраççĕ. Шупашкар савăнать.

Сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕ.

Эпир Шуршăлта. Ку ялта тĕнчипе чапа тухнă Андриян Григорьевич Николаев космонавт çуралса ÿснĕ. Капăр тумлă ял çине пăхса тăранаймастăн. Пур çĕрте те космонавтсен портречĕсем. Паян Шуршăла çывăхри пур ялтан та колхозниксем, Хусантан тата ытти çĕртен чылай çын килнĕ. Вĕсем хаклă хăнана, Шуршăл çыннине, Совет Союзĕн Геройне Андриян Николаев космонавта кĕтеççĕ. Акă чечекпе илемлетнĕ машина курăнса кайрĕ. Ун çинче Андриян Николаев тăрса пырать, хăйĕн ентешĕсене, тусĕсене, пĕлĕшĕсене - пурне те чун-чĕререн хисеплесе саламлать. Çул тăршшĕпе алă çупни, урра! кăшкăрни кĕрлесе тăрать. Ĕç çыннисем паттăра савăнăçлăн, çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ. Митинг пуçланчĕ. Мухтавлă космонавта КПСС Сĕнтĕрвăрри райкомĕн секретарĕ Г. Бабакин, А.Г. Николаев ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ М. Ильин, А. Тимофеева ĕне сăвакан, К. Семенова учитель-пенсионер, Шуршăл шкулĕнче вĕренекен В. Тереньтев, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Председателĕ А. Ерлаков хĕрÿллĕн саламларĕç, пĕтĕм чун-чĕререн ырлăх-сывлăх сунчĕç. А. Тимофеева доярка сăмах каланă чух Николаев çине пăхса илчĕ те: «Андриян, пĕрле вĕреннине астăватăн-и?» - терĕ. Николаев çавăнтах: «Аван астăватăп», - тесе хучĕ. Пĕр ял çыннисем, пĕр тантăшсем çапла калаçса илни çынсен кăмăлне кайрĕ, каллех алă çупни кĕрлесе илчĕ.

Пысăк концертра пултарулăх коллективĕсем тăван парти, çĕршыв, космонавтсем çинчен хунă юрăсене юрласа пачĕç, хамăр çĕршыври халăхсен ташшисене ташларĕç. Концерт вăхăтĕнче эпĕ Андриян Николаев патне пытăм, ăна чун-чĕререн хисеплесе хам çырма пуçланă «Пирĕн тăван Андриян» ятлă лирикăллă поэма сыпăкĕсене парнелерĕм.

Сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕ.

Шупашкар хулинчи пионерсемпе шкул ачисем «Энергия» стадиона пухăнчĕç. Кунта вĕсем герой-космонавтпа Андриян Григорьевич Николаевпа тĕл пулчĕç. Мĕн чухлĕ савăнăç! Ăна çырса кăтартма хăват та çитес çук.

Герой сăмахне пурте шăпăрт итлерĕç.

Каçхине Андриян Николаев Шупашкарти телестудире куракансемпе тĕл пулчĕ. Ăна шкул ачисем, республикăри ĕçпе чапа тухнă çынсем саламларĕç. Чăваш писателĕсен ячĕпе Александр Алка поэт хĕрÿллĕ сăмах каларĕ.

Алка мухтавлă космонавта халь çеç пичетленсе тухнă «Чăваш поэзийĕн антологине» парнелерĕ. Çак парнешĕн ăна герой-паттăр мĕнпур кăмăлтан тав турĕ.

Мухтавлă героя Филипп Лукин композитор пĕтĕм чĕререн ырлăх-сывлăх сунса саламларĕ, чăваш композиторĕсем космонавтсем çинчен çĕнĕ произведенисем çырни çинчен пĕлтерчĕ.

- Эпĕ хам Сандров тата Давыдов-Анатри поэтсемпе пĕрле «Мухтав космонавтсене» ятлă юрă çыртăм. Ку юрă эсĕ космоса вĕçсе кайнă кунах эфирта янăрарĕ, ăна Мускавран та радиопа час-часах параççĕ, - терĕ вăл.

- Эпĕ те илтнĕ ăна, - терĕ Андриян Григорьевич. - Ку маншăн та çĕнĕ, лайăх хыпар пулчĕ.

Çыракан çыншăн унтан ырри, савăнмалли мĕн пултăр ĕнтĕ: санăн юрруна Андриян Николаев космонавт та илтнĕ-мĕн!

Андриян Николаева республикăри паллă художник Моисей Спиридонович Спиридонов ăшшăн саламларĕ, хăй çак кунсенче ÿкернĕ «Шуршăл ялĕ» картинăна парнелерĕ.

Чăваш АССР халăх артисчĕ Мефодий Денисов Филипп Лукин çырнă «Хăна юррине» питĕ илемлĕн юрласа пачĕ. Вăл юрланă чух пирĕн хаклă тусăмăрăн, Андриян Григорьевичăн, куçĕсем йăлтăртатса çиçсе тăчĕç.

Сентябрĕн 6-мĕшĕ.

Ирхине çанталăк калама çук илемлĕ. Тÿперен хĕвел хĕртсе пăхать.

Шупашкарти Советсен çуртне журналистсем, литературăпа искусство ĕçченĕсем пухăннă. Вĕсем кунта Андриян Николаев космонавтпа тĕл пулма килнĕ.

Акă залра ларакан çынсем пурте ура çине тăчĕç. Алă çупни илтĕнсе кайрĕ. Андриян Николаев тухрĕ. Вăл питĕ савăнăçлă, аллине çÿлелле çĕклесе тĕл пулăва килнĕ çынсене саламлать. Савăнăç шавĕ пĕр вĕçĕмсĕр кĕрлесе тăрать...

- Эсĕ пурнăçра пуринчен ытла мĕне юрататăн? - тесе ыйтрĕç журналистсем.

- Манăн пурнăçра чи юратни вăл - ĕç. Эпĕ ăна ачаранпах юратнă, - тет космонавт.

- Эсĕ космосра тепре хăçан вĕçме шутлатăн? - тесе ыйтнине Андриян Григорьевич çапла хурав пачĕ: «Парти, халăх, çĕршыв хушсан эпĕ ыранах вĕçме хатĕр». Çак сăмахсене тĕл пулăва пынисем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.

- Чăваш шăрттанĕ космос апачĕ пулма пултарать-и?

- Эппин, ун çинчен шутласа пăхнă. Шăрттана нумай усрама пулать, вăл тутлă апат, - терĕ Андриян Григорьевич...

Декабрĕн 31-мĕшĕ.

Çĕнĕ çула кĕтсе илме тăвансем килчĕç. Чылайччен калаçса лартăмăр. Çулталăк хушшинче пурнăçра чылай паллă ĕç пулса иртрĕ. Андриян Николаевпа Павел Попович космосра ăмăрт кайăк пек вĕçрĕç. Çĕнĕ фабрикăсемпе заводсем ÿсе-ÿсе ларчĕç, çулла çанталăк начар тăчĕ пулин те ял ĕçченĕсем тухăçлă тыр-пул туса илчĕç. Тĕнчене хура пĕлĕтсем хупăрларĕç. Анчах та Совет правительстви хăрушă вăрçă вутне хыпса илме памарĕ. Çапла туни пирĕн Тăван çĕршыв чысне çÿле çĕклерĕ, унăн тĕнче умĕнчи авторитетне ÿстерчĕ. Çурçĕр çитсе килет...

 Василий ДАВЫДОВ-АНАТРИ, Чăваш халăх поэчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика