АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавăт тăрăхĕнчи фермерсем

17 апреля 2009 г.

Вăтам шкулта тракторист профессине илнĕ манăн вĕренекенсем фермерсем пулса тăчĕç. Çак енĕпе С. Терентьев «Хуравар», С. Николаев «Павлушка», С. Егоров «Тавăт», Л. Васильев «Çут Шураç» уйрăмах ăнăçлă ĕçленине асăнас килет.

Сергей Терентьев чи çамрăк фермер, хуçалăхне пĕлтĕр çуркунне çеç йĕркелерĕ. Ял çыннисен пай çĕрĕсене, 200 гектар илсе акса хăварчĕ. Пĕлтĕр çав лаптăкра тухăçлă тыр-пул туса илчĕ. Кредитпа усă курса хăватлă ял хуçалăх техники туяннă. Т-150 К кустăрмаллă трактор, унпа ĕçлемелли анлă культиватор, плуг, сеялка... Тыр-пул пухма «Дон-1500», СК-5, «Нива» комбайнсем те илнĕ. Хитекушкăнь йĕтемĕнче тырă тасатмалли агрегат, япала турттармалли машина та пур. Тыр-пула кĕске вăхăтрах пухса кĕртрĕ. Уйрăм çынсене тата Çĕмĕрле районĕнчи ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсене те пулăшма тăрăшрĕ.

Ун патĕнче пысăк опытлă трактористсем, çĕр ĕçченĕсем вăй хучĕç. Тавăт ял тăрăхĕнче пурăнакансем çеç мар, Шураçсем те пай çĕрĕсене арендăна пама хатĕрленеççĕ. Техника юсас ĕçсем пуçланчĕç ĕнтĕ. Фермер патĕнче Тавăт вăтам шкулĕн аграри класĕнче вĕренекенсем практикăра пулса ял хуçалăх техникине юсама пулăшаççĕ.

Сергей Егоров фермер те иртнĕ çул 40 гектар çинче тĕш тырă çитĕнтерчĕ. Унăн ДТ-75, МТЗ-82 тракторсем тата ытти техника туллиех.

Çут Шураçри Леонид Васильевпа Шураçри Юрий Порфирьев йĕркеленĕ фермер хуçалăхĕ 7,9 гектар çинче пысăк тухăçлă кĕрхи тулă пуçтарса илчĕ. Станислав Николаев ял хуçалăх академийĕнче агроном профессине илнĕ хыççăн 5 çул фермерта вăй хурать. Вĕсен те техника паркĕ пуян.

Кусем - чи ăнăçлă ĕçлекеннисем. Пирĕн таврара çак çул çине тин тăнă çамрăксем те пур: Н. Назаров, О. Михайлов, В. Павлов, В. Матвеев. Хĕрарăмсенчен Шураçри П. Захарова та 7 çул ăнăçлă ĕçлет хăйĕн хуçалăхĕнче.

Тавăт шкулĕнче халĕ профильлĕ класра вĕренекенсене фермер хуçалăхне йĕркелесе ертсе пырассине те вĕрентеççĕ. Çакă умри çул-йĕре ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма вĕренекенсемшĕн чăннипех пысăк пулăшу. Теорине практикăпа çирĕплетмелли кăна юлать.

В. Егоров.
 


 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика