АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чĕре кĕввисем»

17 апреля 2009 г.


  «Чĕре кĕввисем»... ЧР ял хуçалăх министерствипе Чăваш наци конгресĕ çак ятпа телетĕпел ирттернине хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă уяв кашни уйăхрах Шупашкарти трактор тăвакансен Культура керменĕнче пулать. Халăх яланах лăк тулли кунта. Ахальтен мар. Ара, савăнăçлă каçра маттурисене, хастаррисене чыслаççĕ-çке. Сцена çине чĕнсе кăларса чĕрĕ чечек çыххипе, парнесемпе савăнтараççĕ, юрă-кĕвĕпе саламлаççĕ.


Малтанхи телетĕпелсенче тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, продукци тирпейлекенсене хисеп тунăччĕ, анчахрах вара ялти сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене чысларĕç. Хăйĕн ятне чăннипех тÿрре кăларчĕ тĕл пулу.


- Республика ялĕсенчи медицина ĕçченĕсем çакăн пек пысăк зала йышлăн та туслăн пухăннине астумастăп та, - терĕ телетĕпелте Çĕрпÿ районĕнчи Канарти пĕтĕмĕшле врач офисĕн пуçлăхĕ Наталья Анисимова. - Кунта эпĕ темиçе çул каялла пĕрле ĕçленĕ тата вĕреннĕ тантăшăмсемпе тĕл пултăм. Пăшăрхантаракан ыйтусене хускатса чуна кантартăм, мал ĕмĕтпе çунатлантăм.


Наталья Геннадьевна ертсе пыракан Канарти çемье офисĕ районта çеç мар, республикăра та чи лайăххи. Ял çыннисен сывлăхне сыхлас-упрас тесе канăçа пĕлмесĕр тăрăшать.


Телетĕпеле чĕннĕ кашни хăнах, коллективах ырă ятлă. Акă Тăвай тĕп больници 2008 çулта республикăра «Районти чи лайăх больница» ята çĕнсе илнĕ. Ял çыннисене пур енлĕ медицина пулăшăвĕ парассине аван йĕркеленĕ унта. Сывлăх сыхлавĕнче çак пахалăх уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăвайсем чунтан вăй хуракан хастарсемпе чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Сăмахран, 25 çул акушер-гинекологра ĕçлекен Нина Буртасова миçе хĕрарăма телей кÿмен-ши! Кунсăр пуçне коллективăн вуншар çивĕч ыйтăвне те татса пама тивет унăн. Вăл районти тĕп врачăн çумĕ.


Вăтамран пĕр чăваш ялĕнче миçе тухтăр çуралса ÿсме пултарать; Пĕрре... виççĕ... вуннă... Пĕлместĕр! Вăтăр улттă! Ку Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăрăшаççĕ Турхансем. Вĕсенчен пĕри - Вячеслав Рафинов Шупашкар район тĕп больницине 17 çул ертсе пырать. Еплерех ăнăçлă тата. Тĕп больницăн бази вăл тăрăшнипе çултан-çул çирĕпленет. Ялсенчи фельдшер пункчĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ, паха оборудовани вырнаçтарнă çуртсене куçаççĕ. Икĕ çул хушшинче çеç больница «васкавлă пулăшăвăн» 10 автомашинипе пуянланнă.


Республикăри сывлăх хуçалăхĕнче çемье династийĕсем те йышлă иккен. Тĕслĕхрен, Красноармейски район тĕп больницинче ĕçлекен Людмила Аркадьевна Яковлева врач несĕлĕнче медицина ĕçĕнчи пĕтĕмĕшле стаж 240 çула çитнĕ. Республика клиника больницинче тăрăшакан Владимир Григорьевич Добров врачăн - 770 çул! Республикăра çеç мар, çĕршывĕпех, тĕнчипех палăрнă Константин Волков хирурга «Етĕрне», СССР халăх врачне Фирс Григорьева «Канаш районĕнчи Шăхасан» тата ыттисене те аса илчĕç уявра. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ ырă та пуçаруллă, хастар чĕреллĕ çынсен аллинче пулнине уçăмлăн çирĕплетсе пачĕ телетĕпел.


Ялăн сывлăх хуралĕнче çирĕп тăракансене Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Г.Н. Волков академик пил пачĕ. Çавăн пекех вĕсене Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Г. Васильев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Г.В. Сидоров, ЧНК президенчĕ Г.Н. Архипов тата чăваш эстради çăлтăрĕсем Людмила Семенова, Иван Христофоров, Катя Петрова, Елена Иовлева, Виталий Адюков, «Сувар» ташă ансамблĕ тата ыттисем саламларĕç.

К. Портнов.
 


 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика