АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хапха умне туй çитсен

17 апреля 2009 г.

 Уй-хир юртан тасалчĕ ĕнтĕ. Эппин, кĕçех акана тухăпăр. Кăçал нÿрĕк сахаллипе çĕр хăвăрт типме пултарать. Çавăнпа çурхи ĕçсене вăраха ямасăр вĕçлеме тăрăшмалла. Ĕçĕ вара сахал мар. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсенче акакан лаптăксене 9,6 процент ÿстерме йышăннă. Çакă вун-вун çул хыт-хурапа хупланнă ана-çарана пусă çаврăнăшне кĕртнипе те çыхăннă. Тĕш тырă, çĕр улми, пахча çимĕç культурисем, сахăр кăшманĕн пуссисем те 2008 çулхинчен чылай ÿсмелле.

Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем кĕрхисене 88,9 пин гектар акса хăварнă. Çакă малтанхин 86 проценчĕ пулать. Кĕрхи культурăсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсем пĕтĕмĕшле илсен лайăх упраннине палăртнă. Кăçал пусă çаврăнăшне усă курман 34505 гектар çĕр кĕртмелле. Апла вăрлăх та ытларах кирлĕ.

Республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 50,8 пин тонна хатĕрленĕ. Апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне тĕрĕсленĕ вăрлăхран 38,2 пин тонна «75,2 процент» кондициллĕ пулни курăнать. Чăваш Енри вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенчен тата регион тулашĕнчен 655,4 тонна çурхи элита вăрлăх туяннă, çĕр улми _ 240 тонна. Вăрлăх хатĕрлессипе Елчĕк, Йĕпреç, Вăрнар, Комсомольски районĕсенче лайăх ĕçленĕ. Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар тăрăхĕсенче вара кондициллĕ вăрлăх çурри те çук.

Апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне республикăна 26,3 пин тонна минерал удобренийĕ кÿрсе килнĕ «е кирлин 44 проценчĕ». Етĕрне, Вăрнар, Комсомольски тăрăхĕсенче вара ытларах янтăланă. Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Пăрачкав районĕсенче вăл ытла та сахал, 12,6-26,1 процент çеç. Кăçал республикăри аграрисен умне çĕре минерал удобренийĕсем хывассине 1,5 хут ÿстерме тĕллев лартнă. Хăшĕ-пĕри ăна пач тепĕр майлă ăнланать пулас, хисепе ÿстерме мар, чакарсах пырать.

Хуçалăхсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлесси пĕлтĕрхинчен лайăхрах пырать темелле. Ака-суха валли хальхи вăхăтра дизтопливо - 97,5, бензин 57 процент кÿрсе килнĕ. Техникăпа та лару-тăру иртнĕ çулхинчен япăх мар. Машина-тракторăн 80 проценчĕ паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр. Çур аки çулталăклăх, çавăнпа та тĕплĕн кĕтсе илесчĕ. Хапха умне туй çитсен тĕпĕртетме тытăнас марччĕ.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика