АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ани пулсан тырри пулать

17 апреля 2009 г.

Эпир çитнĕ тĕле Йĕпреç район пуçлăхĕ Анатолий Иванович Петров вырăнтахчĕ. Ăна мĕнле ыйтупа кăсăкланнине пĕлтерсен: «Кама шутлаттармасть пулĕ паянхи экономика кризисĕ? - терĕ тÿрех. - Ĕнер анчах хуçалăх ертÿçисемпе, специалистсемпе, ял тăрăхĕсене ертсе пыракансемпе пухăнса анлă канашлу ирттертĕмĕр. Пĕр шутласан халиччен те ял хуçалăхĕнче çăмăл пулман. Ку пăтăрмах тата хытăрах килсе çапрĕ. Патшалăх çак отрасль çине лайăхрах çаврăнса пăхма пуçларĕ çеç, урлă выртакан каска тупăнчĕ. Çапах пуçа усмалла мар паллах. Умра - çур аки, ăна мĕнле ирттернинчен пирĕн малашлăх та килет. Икĕ çул ĕнтĕ районти çĕр ĕçченĕсемшĕн савăнмалли пулмарĕ: пĕр çулхине йĕпе-сапа, пĕлтĕр çанталăк типĕ тăни самай чăрмантарчĕ. Паллах, çанталăк çине кăна айăпа йăвантараймăн, ял хуçалăхĕнчен тупăш илесси хамăртан та килет».

Йĕпреç тăрăхĕ виçĕ анлă уя пайланать иккен: Кушлавăш, Камай, Исей. Ку мĕн ĕлĕкрен пыракан йăла. Шел те, çав тăрăхсенчен иккĕшĕнче хуçалăхсем вуçех пĕтнĕ. Юрать-ха паянхи пурнăçра ĕçлĕ çынсем, инвесторсем пур. Хăйсем ялтан тухнăран-ши ял хуçалăх ыйтăвĕ вĕсене те шухăшлаттарать.

- Çавнашкал пултаруллă çынсене пирĕн те шырамалла. Тата вĕсем пĕр кунпа кăна ан ĕçлеччĕр тесен пирĕн пулăшмалла, - шухăш-кăмăлне палăртать Анатолий Иванович. - Акă, Ирçе Çармăс тăрăхĕнче «Исеево поле» пĕрлешÿ пĕлтĕр йĕркеленчĕ кăна-ха, темиçе çул усă курман çĕрсене сухаласа та тухрĕ. Çур акине тухма та хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех. «Путиловка» пĕрлешÿ пирки те ыррине калас килет. В. Марушев инвестор, хăй вăл шăпах Пĕчĕк Упакассинчен, пĕтнĕ хуçалăха ура çине тăратассипе вăйне-халне шеллемест. Пĕлтĕр кĕрхи çĕртме йăлтах туса хăварчĕ. Пĕрлешÿсем машинăпа трактор паркне те çĕнетсех пыраççĕ. Пĕлтĕр кăна 4 трактор, чаплă ял хуçалăх техники туянма пултарчĕç. Эппин, çĕр ĕçне ытахальтен укçа хывмаççĕ. Мал ĕмĕтлĕ В. Марушев акă иртнĕ çул 50 пуç ăратлă качака Ставрополь крайĕнчен кÿрсе килчĕ. Çак выльăхăн сĕчĕ хаклă, сутма тытăнсан тупăш та кÿрĕ. Пĕр сăмахпа, Йĕпреç çĕрĕ ĕçлĕ çынсене хапăл туса йышăнма яланах хатĕр, - терĕ район пуçлăхĕ А. Петров.

Хуçалăхăн экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ ертÿçĕсенчен нумай килет. Ку енĕпе Йĕпреçсен çитменлĕхсем çук мар. Кадрсем тăтăшах улшăнни те хуçалăха лакăма илсе çитернĕ.

- Ертÿçĕне ларас текенсем пур-ха, анчах ĕçĕ пурин те малалла каймасть, - тет Анатолий Иванович. Ăна пушă çĕрсен ыйтăвĕ те хумхантарать. Ку, паллах, Йĕпреçсене кăна пырса тивмест. Кунта усă курман ана-çаран лаптăкĕ 2 пин гектара яхăн. Халĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене регистрацилессишĕн ытлашши тÿлемелле мар тата пай çĕрĕн ыйтăвне татса парассине те икĕ çула тăснă. Шел, харпăр хăй пай çĕрне илес ĕç йывăррăн пулса пырать-ха. Çакна шута илсе Йĕпреç район администрацийĕ иртнĕ канашлура хуçалăх ертÿçисен, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен умне çирĕп тĕллев лартнă. Çĕрсене регистрацилесе хуçисене палăртас ĕç-хĕле кăçалах вĕçлемелле. Çĕрĕн харпăрлăх правин документне халăха валеçсе панăранпа кĕçех 20 çул та çитет. Анчах ăна та пур çĕрте вăя кĕртмен-ха. Кунта айăпĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те пур: халăха хаклă хутсемпе мĕнле усă курмаллине йĕркеллĕ ăнлантарман. Регистраци витĕр тухмасăр вара çав пай çĕрĕсемпе туллин, йĕркеллĕ усă кураймăн. Çĕр çинче ĕçлеме пултарайманнисем хайхи документсене хăйсен прависене пĕлмесĕрех кама кирлĕ ăна сутса яраççĕ. Йĕпреç енче те акă Шупашкарти «Синтезатор» организаци халăхран 1500 гектарлăх ĕнентерÿ хучĕсене пухнă. Çĕр-аннепе пĕр чĕлхе тупса ĕçлесен тем пекех аванччĕ!

Ю. Никифоров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика