АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн техника хăватлă, чăтăмлă»

13 апреля 2009 г.

Шупашкарта Раççейри «Трактор завочĕсем» Концерн» тулли мар яваплă пĕрлешĕве кĕрекен «Агромашхолдинг» предприяти презентацийĕ иртрĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев, патшалăх техника сăнавĕн ертÿçи Владимир Димитриев, районсен пуçлăхĕсен çумĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, фермерсем хутшăнчĕç.

Пухăннисем агрегат завочĕн Культура çурчĕ умне вырнаçтарнă хăватлă та çĕнĕ йышши техникăпа кăсăкланса паллашрĕç. Хĕрÿ тапхăр, çур аки умĕн тĕрлĕ машина-трактор туянас текен сахал мар. Кунта вара суйласа илмелĕх пур. Пурте хамăр çĕршывра кăларнăскерсем. Юлашки çулсенче пирĕн йăхташсем те ют çĕршыврисенчен кая мар тавар туса кăларма тытăнни савăнтарать, шанăç кÿрет. Тарпа тăкса тунă укçана мĕншĕн ютсене тыттарса ямалла; Патшалăх та вĕсене пулăшма, малалла çĕкленме çул уçма тăрăшни куç кĕрет. Кăçал акă Раççейре кăларнă ял хуçалăх техникине туянсан кăна процент ставкине субсидилеççĕ. «Хамăрăн продукцие туянса эпир Раççейри машина тăвакансене кризис тапхăрĕнче пулăшатпăр», _ терĕ пухăннисене М. Игнатьев.

Мероприятие хутшăнакансем «Агромашхолдинг» компани _ аграрисен ыйтăвне комплекслă татса пани», «Чăваш Республики валли агротехнологи комплексĕсем» презентацисемпе те кăсăкланса паллашрĕç. Владимирти моторпа трактор завочĕн, Красноярскри комбайнсен завочĕн представителĕсем çĕнĕ ял хуçалăх техникипе тĕплĕн паллаштарчĕç, ыйтусене хуравларĕç. Ял хуçалăх ертÿçисем вĕсем кăларакан таварăн лайăх енне палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсене те асăнчĕç, пахалăха ÿстерме сĕнчĕç. Хальхи вăхăтра компанисен сервиспа тивĕçтересси те чăхăмлать-ха. Эппин, ĕçлемелĕх, тăрăшмалăх пур. Патшалăх пулăшăвĕ ĕç-хĕле çĕнĕлле те тивĕçлĕ шайра йĕркелеме хистет.

Раççей ял хуçалăх банкĕн тата Перекет банкĕн вырăнти филиалĕсен представителĕсем техникăна туянма паракан çăмăллăх кредичĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика