АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир пур ĕçре те сатур»

13 апреля 2009 г.

«Ĕçчен те пултаруллă кил-йыш», _ теççĕ Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш тăрăхĕнче Ивановсем пирки сăмах пуçарсанах. Пĕлтĕр районта Çемье çулталăкне халалланă конкурсра вĕсем ятарлă диплом тата хаклă парне илме тивĕçнĕ. Йышлă та туслă кил-йышăн тĕп тупăш çăл куçĕ _ хушма хуçалăх.

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх

Пупăлькассинчи икĕ хутлă капмар çурт аякранах курăнса ларать. Ивановсем ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм пурăнма пуçланăранпа нумай та вăхăт иртмен-ха. Çурхи пылчăка пăхмасăр урамра типтерлĕ, таса. Шыв-шур типмесĕр те урама тракторпа, çăмăл машинăпа çăртармаççĕ. «Çулла килсе курасчĕ, _ тет манпа çула тухнă Мăн Явăш ял тăрăхĕн ертÿçи Татьяна Леонтьева. _ Пÿрт умĕнче мĕн тĕрлĕ чечек ÿсмест-тĕр».

Сас-чĕве илтсе калинккерен кил хуçи, Геннадий Серапионович Иванов тухрĕ. Вăтам пÿллĕ, хĕвелпе пиçĕхме ĕлкĕрнĕ ăшă кăмăллă арçын хаваспах хушма хуçалăхĕпе паллаштарма тытăнчĕ. Кĕçех калаçăва мăшăрĕ, Наталья Михайловна та хутшăнчĕ. Хĕрÿ ĕççи çывхарни кунта та сисĕнет. Кил хуçи тăрăшсах техникăна ака-сухана хатĕрлет, вăрлăх янтăлать. Çапах хальхи вăхăтра ытларах выльăх-чĕрлĕхпе аппалансах кун иртет. Картиш тулли пысăк йыша пăхма та кăмăллă. Тăватă ĕне, сурăхсем, чăх-чĕп, хур, сысна усраççĕ вĕсем, çуллен сысна çăвăрлаттарса çурисене ял çыннисене сутаççĕ. Ытлашши сĕте «Выльский» производство кооперативне параççĕ. Халĕ ĕнесен пăрулас вăхăчĕ çывхарнă май сăвăм пĕчĕкрех. Çу кунĕсенче вара талăкра 300-400 литртан кая мар ăсатаççĕ. Сăвăм аппарачĕ туянни ĕç-хĕле çăмăллатать. «Шурă ылтăн» çемье бюджетне çулталăкра 60 пин ытла хушма тупăш кÿрет.

Вĕлле хурчĕ _

ылтăн хурт

Ивановсен ашшĕ-амăшĕн çĕр лаптăкĕпе шутласан икĕ гектара яхăн ана-çаран. Çапах выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат сахалрах тухать. Пахча çимĕç янтăланипе пĕрлех Сăр хĕрринче курăк çулса типĕтме те тивет. Выльăх кăшманне хăйсем ăсталанă «хранилищĕрех» упраççĕ. Ăна пахчана çĕр чавса хывса хăвараççĕ, çиелтен тăпрапа улăм витеççĕ. Сĕтеклĕ апат хатĕр те.

Çемьене утар та пысăк тупăш парать.

_ 30-40 çемьене яхăн тытатпăр, _ терĕ Геннадий Серапионович пыл хурчĕсен йышне тĕрĕс пĕлтерме юраманнине асра тытса, унсăрăн куç ÿкет-мĕн. Пĕлтĕр утар 500 килограмм пыл панă. Паха та сиплĕ çимĕçе вырăнтах туянса пĕтернĕ. «Çынсем Мускава та сутма çÿреççĕ-ха, анчах вăхăт хĕсĕкрех», _ тет вăл. Утар Ивановсен ăруран-ăрăва куçса пырать. Ял хуçалăх институтĕнчен инженер-механика вĕренсе тухнă Геннадий Иванов пылпа аппаланма тивессе тĕлĕкре те тĕлленмен-тĕр. Вырăнти хуçалăхра юратнă профессийĕпе кăмăлласах ĕçленĕ. Анчах производство кооперативĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкни, шалу тÿлеме пăрахни хушма хуçалăх аталантарма хистенĕ. Çав шутра утар ĕçне алла илме те. Çемьене выçă лартаймăн, тата хăв аллупа туса илнĕ апат-çимĕç темрен те паха. Çапах килти хуçалăхшăн та икĕ гектар çĕр сахал, татах вунă гектар арендăна илме палăртать çĕр ĕçченĕ. Капла выльăх-чĕрлĕх валли аякран турттармасăр апат çителĕклех туса илме пулать. Пыл хурчĕсемшĕн те аван. Çĕр ĕçĕ валли трактор, ытти ял хуçалăх техники те пур. Ăна 2006 çулта «Раççей ял хуçалăх банкĕ» ОАОн Чăваш регионĕнчи филиалĕнчен çăмăллăх кредичĕпе «200 пин тенкĕ» илнĕ çемье. Çакă çĕр ĕçне вăхăтра тума май парать.

Çуркунне çитнĕ май чÿрече умне вырнаçтарнă ятарлă савăтсенче калчасем ешерме тытăнаççĕ. Наталья Михайловна çулсерен пахча çимĕç калчи çитĕнтерсе сутать. Сезонра 10-15 пин тенкĕ хушма тупăш тăвать вăл. Нумай мар та, анчах йышлă çемьешĕн кашни пусĕ шутра.

_ Калчасем сутса пĕтернĕ тĕле пыл юхтарма пуçлатпăр. Çак укçа-тенкĕпех ачасене шкула хатĕрлесе ăсататăп, _ сăмахлать хĕрарăм.

«Эпир çиччĕн пĕр тăван»

Туслă та ĕçчен çемьере пилĕк ывăл.

- Алеша, Андрей, Дима, Костя, Даниил, - паллаштарать амăшĕ ывăлĕсемпе. - Асли, Алеша, хулара юриста вĕренет. Кĕçĕнни вара шкула кайма хатĕрленет кăна-ха.

Çемье хушма хуçалăхри мĕнпур ĕçе пĕрле, йышпа тума хăнăхнă. Арçын ачасем кил-тĕрĕшре пуçтараççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, ĕнесем сăваççĕ тата ытти те. Ачак санаторийĕнче медсестрара ĕçлекен Наталия Михайловнăна пур çĕре те ĕлкĕрме йывăртарах.

- Пĕр ачине те çулталăкчен пăхса ларман, ĕçе тухнă, - тет вăл. - Кĕçĕннисене аслисем çитĕнтерме пулăшрĕç.

Ывăлĕсем вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех ашшĕ-амăшне ĕçченлĕхĕпе, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшнипе савăнтараççĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн чăннипех тĕрев. Аслисен тĕллевĕ _ вĕсене лайăх пĕлÿ парса ура çине тăратасси. Çĕр ĕçĕнче вăй хурса ÿсни малашне те йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшасса шанса тăраççĕ. Тата ачаран ĕçре пиçĕхни тăван енрех тымар яма пулăшаканччĕ.

- Патшалăх çĕр çыннине ăнланма, çĕнĕлле пăхма, пулăшма тытăнни пире шанчăк парать, - пĕлтерет Г. Иванов. - Ялсем çĕкленсе вăй илĕç-ха. Эпир ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсене йĕркелесе тытса пырасса та кĕтетпĕр, уйрăмах сĕт хакне. Тăкака саплаштарнисĕр пуçне тупăш та кÿтĕр вăл.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика