АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă та сăваплă ĕç

13 апреля 2009 г.

Агропромышленность комплексĕнче фермерсем те хăйсен çул-йĕрне, вырăнне тупни савăнтарать. Елчĕк районĕнчи Курнавăшри Цветковсен çемйи те миçе çул ĕнтĕ пархатарлă та сăваплă, анчах йывăр çĕр ĕçĕнче тăрăшать. Хресчен хуçалăхĕнче çитĕнтерекен çĕр улми, пахча çимĕç çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланаççĕ. Мĕн хистенĕ çамрăк ăрăва пурнăçне, умри çулне çĕрпе çыхăнтарма? Çак канăç паман ыйтусем фермер хуçалăхне илсе çитерчĕç те.

Ăруран-ăрăва

- Атте-анне ĕмĕрĕпех çĕр çинче ĕçленĕ, - тет фермер хуçалăхĕн ертÿçи Юрий Николаевич Цветков. - Пире те, пилĕк ачине, мĕн пĕчĕкрен тăван уй-хирте тăрăшма вĕрентсе-хăнăхтарса ÿстернĕ. Çавăнпах-и эпир пурте тенĕн ялта тымар янă.

Пĕр тăвансем тĕплĕн канашланă хыççăн 2002 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Чăн та, унчченех хушма хуçалăхăн виçĕ гектар çĕр пулнă-ха, çемье пахча çимĕç çитĕнтерсе сутнă. Анчах малалла аталанма çакă çителĕксĕррине аван ăнланнă вĕсем. Эппин, лаптăка ÿстермеллех. Малтанхи утăм чăрмавлă та йывăр пуласса усал тĕлĕкре те тĕлленмен-тĕр. Вĕсен пуçарулăхĕ хăшĕ-пĕрин кăмăлне кайман пулас, çине тăрсах ура хума тытăннă. Ултă гектар çĕрне те ялтан 13-14 çухрăм аякка панă.

_ Тĕрĕссипе манăн ĕмĕтре хамăр тăрăхра потребкооператив йĕркелесе ял-йыш, хуçалăх продукчĕсене вырăнтах тирпейлесе халăхăн чĕр таварне вырнаçтарма пулăшассиччĕ. Майĕпен выльăх-чĕрлĕх ферми уçма та палăртнăччĕ. Шел, ĕмĕт пурнăçа кĕмерĕ.

Цветковсем ака-сухана çăмăллатма хăйсен вăйĕпе МТЗ-82 трактор туяннă. Пĕр тăвансем пур-çук укçана пуçтарса, пурлăх сутса машина илме те вăй çитернĕ. Чăрмавсене, йывăрлăха пăхмасăр лав малаллах шунă. Лаптăк та 293 гектара çитнĕ. Хуçалăхра çĕр улми, кишĕр, сухан, вăрлăх сухан, хĕрлĕ кăшман çитĕнтерме тытăннă. Çĕр улми 70 гектар йышăнать. Кăçал унăн лаптăкне 120 гектара çитересшĕн. Сакăр тĕрлĕ сортпа ĕçлеççĕ кунта: «Роко», «Романо», «Ред Скарлетт», «Скарб»... «Кашни вăрлăхăн тухăçĕ çанталăка кура тĕрлĕрен, _ ăнлантарать фермер. _ Эпир пирĕн тăрăхра лайăх пулакан сортсене суйласа хăваратпăр».

Паха, элита вăрлăхпа усă курни тухăçа та ÿстернĕ. Пĕлтĕр гектар пуçне 300 центнер ытла çĕр улми тухнă. Пÿлмене икĕ пин тонна ытла «иккĕмĕш çăкăр» кĕнĕ. Çимĕçе кĕр куннех туянса пĕтереççĕ. Нумайăшĕ ăна упрама Цветковсен хранилищинчех хăварать. 2500 тонна пахча çимĕç упрамалли хранилищĕне те фермерсем хăйсен вăйĕпе тунă. Чĕр тавара ятарлă йывăç контейнерсенче тытаççĕ. Капла сывлăш ирĕклĕн çÿренипе çĕр улми çĕрмест, пăсăлмасть. Çапла вара çулталăкĕпех кунтан «иккĕмĕш çăкăр» ăсатаççĕ. «Пирĕн сутлăх юлман та, укçисене тахçанах тÿлесе хунă туянакансем», _ теççĕ фермерсем. Кăçал 12 гектар хăяр та лартса хăварасшăн. Ассортимента пуянлатни яланхи клиентсемшĕн те меллĕ. Кирлĕ пахча çимĕçе вырăнтах туянма май пур. Пусă çаврăнăшне тума хуçалăхра тырă та çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр кашни гектартан çурхи тулă _ 48, урпа 56 центнер вырса тĕшĕленĕ. Урпана «Букет Чувашии» предприятие ăсатнă, çĕр арендишĕн халăха панă, тулла вăрлăхлăх янтăланă.

_ Çĕр лаптăкне пысăклатасшăн мар-и; _ ыйтатăп ертÿçĕрен.

_ Эпир хисеп хыççăн хăваласшăн мар. Çĕре лайăх пăхсан пĕчĕк лаптăкрах пысăк тухăç илме май пур. Çĕре извеçпе, фосфоритпа, кали удобренийĕпе пуянлатмалла малтан. Минерал удобренийĕсемпе те усă куратпăр. Тăкаксене чакарма çĕнĕ технологие вăя кĕртетпĕр. Вăрлăха та тĕрĕсленĕ фирмăсенчен, наукăпа сăнав станцийĕнчен туянатпăр. Çĕр тухăç патăр тесен ăна нумай пăхмалла, укçа, вăй хывмалла.

Хуçалăхра туса илнĕ çимĕçпе Цветковсем республика, çĕршыв шайĕнчи куравсене те хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Енре иртнĕ «Çĕр улми _ 2009» отрасль куравĕнче те вĕсем «иккĕмĕш çăкăрăн» çĕнĕ сорчĕсемпе, пахча çимĕçпе паллаштарчĕç.

Фермер хуçалăхĕ экологи енчен таса çĕр улми туса илнĕшĕн Раççейри ял хуçалăх министерствин кĕмĕл медальне тата дипломне илме те тивĕçнĕ. Ĕç-хĕле районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракансене те явăçтараççĕ.

Конкуренци кирлех

Фермерсен техника паркне ăмсанмалăх пур. Пĕр-пĕр предприятин те ун чухлĕ çук-тăр. Çĕр улми туса илмелли комплекс кăна иккĕ. Çĕнĕ технологи çине куçнă май кашни культурăна шута илсе комплекслă техника туянма тăрăшнă. «Кивĕ техникăна илни тăкак çеç кăтартать, _ теççĕ вĕсем. _ Ăна юсасах сахал мар укçа тухса каять, çĕнни çавах хакне кăларать». Юлашки икĕ çулта Цветковсем парка çĕнетме 14 миллион тенкĕ укçа хывнă. Çав шутра çăмăллăх кредичĕпе илнĕ 6 миллион тенкĕ те. Кăçал «Гримми» çĕр улми комплексĕ илме палăртнă.

_ Çĕр гектаршăн виçĕ комплекс нумай мар-им; _ тетĕп вĕсене.

_ Ытлашши мар, ĕç хăвăртлăхĕ кăна ÿсет, пирĕн пурнăçран юлмалла мар. Тухăçлă, тупăшлă ĕçлес тесен унсăр май çук. Унччен акă çĕр улми речĕн хушши 70 см сарлакăш пулнă, халĕ 75 см çине куçасшăн. Тухăç пысăк, вырăн сахаллипе çĕр улми тăпра кассине вырнаçаймасть, тапса тухать, симĕсленсе каять, _ ăнлантарать Юрий Николаевич.

Хăватлă техника кĕсьене самай пушатать. Укçа çителĕксĕррипе коммерци банкĕнчен пысăк процентпа кредит илесшĕн. Паллах, пысăк парăм хăратать, çулталăкрах татма вăй çитерейĕç-ши;

_ Мĕншĕн çăмăллăх кредичĕпе усă курмастăр;

_ «Гримми» комплекса Германире кăларнă. Çĕнĕ çултан ют çĕршыв техники туянакансене патшалăх пулăшу памасть. Эпир вара комплексшăн кĕркуннех çуррине тÿлесе хунă пулнă. Укçана тин тавăраймăн, татăлмах тивет. Тата 6 миллион тенкĕ тÿлемелле. 20 процентпа шутласан мĕн хака ларать; Ют çĕршыври техника хаклăрах, анчах пахалăхĕ те аван. Унпа ял хуçалăх продукчĕсене тĕнче шайĕнчи стандартпа туса илме май пур. Халĕ вара унсăр тĕнче рынокне тухаймастăн. Раççейре те техникăна лайăхлатсах пыраççĕ-ха, çапах та... Шел, патшалăх пулăшăвне туйса, конкуренци çуккипе усă курса хамăр çĕршыври техника хакĕсем те юлашки икĕ-виçĕ уйăхра виçесĕр хăпарса кайрĕç. Акă нумаях пулмасть дискатор 600 пине яхăн тăратчĕ, халĕ _ 800-900 пин тенкĕ. Пахалăхĕ мар, хак хыççăн хăваланăн туйăнать. Хамăрăн производствăна çĕклемеллипе килĕшетĕп. Анчах конкуренцисĕр çак ĕçе малалла аталантарма йывăр.

Пирĕн тымар çирĕп

_ Çĕр çинче вĕçĕм ĕçлес килет. Тупăш, пуянлăх пирки калаçни те вырăнсăр. Туса илнĕ тупăша хăех çăтать. Эпир те акă сутса тунă укçана çĕре хыватпăр, пурлăхпа техника базине çĕнетме яратпăр. Çĕр ĕçĕ выçă та вĕлермест, пуйма та памасть.

Пĕччен хулă хуçăлать тенĕ. Пĕр тăвансем лава пĕрле туртни ăна путма памасть. Фермер хуçалăхĕнче тăвансем çемйисемпе _ Юрăпа Елена, Германпа Ирина Цветковсем, Вениамин Теллин кĕрÿшĕ тар тăкаççĕ. Ыттисем те хĕрÿ тапхăрта пулăшсах тăраççĕ. Чи асли, 68 çулти кил хуçи Николай Петрович Цветков та вĕсенчен юлмасть, ака-суха пуçлансанах уй-хире васкать. Ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕх вăл.

- Атте-анне кашнине çурт-йĕр çавăрма, ура çине тăма пулăшрĕ, - чĕререн тав тăваççĕ вĕсене çамрăксем. - Эпир те ырă йăлана тытса пыма тăрăшатпăр, эрех-сăрапа, чĕлĕмпе пĕри те айкашмасть, ял пурнăçне, çĕр ĕçне хисеплеме хамăр ачасене те вĕрентетпĕр. Пирĕн тымар çирĕп, эппин, хунавĕсем те тĕрĕс-тĕкел, сывă çитĕнессе шанас килет.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика