АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир хамăр уй-хир хуçи, çваăнпа пуян пирĕн «Санар»

13 апреля 2009 г.

Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма кăтартăвĕсем çуллен-çул пысăкланса пыраççĕ, çавна май тупăш илесси те ÿсет, çынсен социаллă пурнăçĕ те лайăхланать. Ÿсĕм хуçалăха Р.И. Петров пĕлсе ертсе пынипе, специалистсем, çĕр ĕçченĕсем пĕр тĕллевпе, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунипе çыхăннă. Редакци тĕпелĕнче паян - Роберт Игнатьевич Петров.

- Роберт Игнатьевич, кĕçех ака-суха пуçланать. Хуçалăхра çакă сисĕнет-и?

- Эпир çур акине уй-хир пушансанах хатĕрленме тытăннă темелле. Йÿнĕрех хакпа çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минерал удобренийĕсем кÿрсе килтĕмĕр. Чăн та, удобрени хаклăрах ларчĕ, вăл хĕл енне сасартăк йÿнелчĕ. Ял хуçалăхĕнчи хак таканари шыв пек çав, хăш вăхăтра сутса туянмаллине те пĕлеймĕн. Техникăна та кĕркуннех юсаса управа лартнă, халĕ механизаторсем ăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Вăрлăх çителĕклех, йăлтах кондицие çитернĕ. Çанталăк лайăх тăрсан, хамăр тăрăшсан ака-суха ĕçĕсене вăхăтра вĕçлĕпĕр.

- Мĕн акатăн - çавă шăтать. Сирĕн уй-хире мĕнле вăрлăх тухĕ-ши?

- Агрофирма вăрлăх туса сутнă май питĕ паха сортсемпе кăна усă курма тăрăшатпăр. Хамăр та çулсерен суперэлита вăрлăх туянатпăр. Кăçал та Свердловскри «Уральский» наукăпа тĕпчев институчĕн хуçалăхĕнчен 10 тонна «Красноуфимский» çурхи туллăн илсе килтĕмĕр. Вăл шăрăха та, типĕ çанталăка та лайăх чăтать, тухăçлă. «Эстер» çурхи туллăн, «Эльф» урпан, «Галина» кĕрхи туллăн паха сорчĕсем те ешерĕç пирĕн хирсенче. Вăрлăхсене авторсенчен тÿрремĕн, лайăх пĕлекен тĕпчев институчĕсемпе сăнав хуçалăхĕсенчен туянатпăр. Агрофирма вара элита, 1-мĕш тата 2-мĕш репродукциллĕ вăрлăхсем те сутать. Хаксене ытлашши хăпартман. Федераци тата республика бюджечĕсенчен паха вăрлăх туяннăшăн дотаци «1 килограмшăн 4 тенкĕ те 50 пус» пани те хуçалăхсен тăкакĕсене самай саплаштарать. Пирĕн вăрлăхăн тухăçĕ те аван, пĕлтĕр гектар пуçне вăтамран 38, 7 центнер пухса кĕртрĕмĕр. Хăй хаклăхĕ пысăкрах, килограмĕ 4 тенке ларчĕ. Çакă усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнипе, техника туяннипе те çыхăннă. Апат-çимĕçлĕх тулă та туса илсе сутнă. Шел, пĕлтĕр паха тыррах хаксем пĕчĕккипе тата ытти сăлтава пула сутаймарăмăр.

- Хуçалăх кĕсйине çĕр улми çитĕнтерни те самай хулăнлатать ĕнтĕ.

- Çĕр улми унччен 5-6 сорт та туса илнĕ, вырăнта тĕрĕслесе пăхнă хыççăн «Удача», ир пулакан «Жуковский», «Романо» сортсене хăвартăмăр. Çĕр улми вăрлăхлăх та, çимелĕх те сутатпăр. Шултрисене килограмне 7 тенкĕпе тахçанах вырнаçтарнă. Халĕ, çур аки çывхарнипе-и, лартма ытларах туянаççĕ. Хамăр районсенчен кăна мар, аякран та килеççĕ. Тинтерех çеç Краснодар енчен 40 тонна тиесе кайрĕç. Сăмах май, вăрлăхсене «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕнче çулсерен тĕрĕслеттеретпĕр. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, чирлĕ мар çĕр çинче пирĕн вăрлăхсене имçампа чÿхемесĕрех лартма юрать. Çĕр технологине пăхăннипе чир-чĕре сарăлма памастпăр-ха, çапах имçампа та усă куратпăр. Сыхланакана Турă та сыхлать тенĕ. Пирĕн чĕр тавар таçта та саланать, эппин, сыхă пулни кирлех. Агротехникăна пăхăнни, ĕç-хĕле вăхăтра туса пыни пулăшать те пире тупăшлă аталанма. Пĕлтĕр акă ÿсен-тăран отраслĕ 22 миллион тенкĕ тупăш пачĕ. Хуçалăхăн утар та пур, пылне ял халăхне пасартинчен йÿнĕрех хакпа сутатпăр.

- Роберт Игнатьевич, анчах чаплă вăрлăх та чухăн çĕр çинче пысăк тухăç параймĕ.

- Çĕр пулăхне ÿстерессипе те çулталăкĕпех ĕçлетпĕр: хĕлле юр тытатпăр, çу кунĕсенче çум курăкпа, сăтăрçăсемпе чир-чĕрпе кĕрешетпĕр. Пусă çаврăнăшне пăхăнатпăр. Хуçалăхăн акакан-сухалакан çĕр 1600 гектар. Юлашки вăхăтра ăна пай çĕрĕсене арендăна илсе пысăклатса пыратпăр. Юхăннă, сухаламасăр выртнă лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртме чылай тăкакланмалла. Çĕре пуянлатма 100 гектар ытла рапс акатпăр. Ÿсен-тăранран вăрлăх туса илнипе пĕрлех çĕртме валли те хăваратпăр. Чечеке лариччен техникăпа çĕр айне хывса хăваратпăр. Çакă тымар чир-чĕрне пĕтерет, ÿсен-тăран çинче сăтăрçăсем пулмĕç, тислĕк вырăнне те аван. Гектара 30-40 тонна удобрени хывнипе танлашать ку. Вăрлăхне гектар пуçне 26 центнер пухса кĕртнĕ, килограмне 8 тенкĕпе Тутарстана сутнă. Çапла вара гектар тупăшлăхĕ 200 процента çитет.

Выльăх апачлĕх пăрçа та акатпăр. Вăл çĕре азотпа пуянлатать. Вăрлăхне те хуçалăхсем аван туянаççĕ. Çавăн пекех минерал удобренийĕсемпе те çителĕклĕ усă курма тăрăшатпăр.

- Техника та хăватли кирлĕ-тĕр?

- Машинăпа трактор паркне çĕнетсех тăратпăр. Хальхи вăхăтра ресурссене перекетлекен технологисĕр малалла каяймăн. Вăл тăкаксене чакарать, çимĕç пахалăхне ÿстерет. Пĕлтĕр «Акриус» комбайн, икĕ «Джондир» трактор, «Герамика» культиватор тата ытти техника 21 миллион тенкĕлĕх туянтăмăр. Раççей ял хуçалăх банкĕнчен 14 миллион тенкĕ кредит илнĕ. Кăçал та каллех «Акриус» комбайнпа КПМ - 3, 8 ПС культиватор илес шухăш пур. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 100 гектара яхăн, çавăнпа хăватлă техникăсăр йывăр. Шел, ют çĕршывсен техникине туяннăшăн патшалăх субсиди памасть. Вăл чылай чăтăмлăрах, лайăхрах, анчах хакĕсем пĕрех темелле.

- Чаплă техникăпа ĕçлеме те пĕлмелле. Кадрсен ыйтăвне татса панă-и?

- Хăватлă техника шанса париччен механизаторсене вĕренÿ курсĕсене яратпăр. Хуçалăхра çамрăксем те çителĕклех. Çĕнĕ техникăпа ĕçлеме те çăмăлрах, таса. Коллективра 60 çын. Вĕсене ĕçпе тивĕçтернипе пĕрлех шалу та вăхăтра паратпăр. Унсăр пуçне тырă, улăм та илеççĕ, трактор-машинăпа пулăшатпăр. Ĕçченсем кунне икĕ хут столовăйĕнче тÿлевсĕр çиеççĕ. Хĕрÿ тапхăрта ĕçлекенсен йышĕ 90-ах çитет. Апат хакĕ çын пуçне - 50-60 тенкĕ. Тутă çыннăн тухăçлăхĕ те пысăкрах. Григорий Иванова, Георгий Степанова, Валерий Васильева, Леонид Харитонова, Федор Боталинские, Василий Ильина, Людмила Офишкинăна тата ыттисене те тÿрĕ кăмăлпа, чуна парса ĕçленĕшĕн тав тăвас килет.

- Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче мĕн кĕтетĕр?

- Ял хуçалăх отрасльне тимлĕрех çаврăнса пăхасса. Кăçал тĕнчери экономика кризисне пăхмасăр ял хуçалăхне паракан çăмăллăхсене, субсидисене упраса хăварни савăнтарать. Сахалрах ĕнтĕ, анчах çĕршыври йывăр лару-тăрăва та шута илмелле-çке. Пĕлтĕр агрофирма патшалăхран 2, 5 миллион тенкĕ субсиди илнĕ. Кăçал та пулăшасса шанатпăр, кĕтетпĕр. Эпир те, çĕр çыннисем, пите хĕретмĕпĕр, хамăр ĕçе тивĕçлипе туса пырăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика