АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтлă та кирлĕ пулăшу

13 апреля 2009 г.

Патшалăх пулăшăвĕ, çăмăллăх кредичĕсем агропромышленность комплексне аталанса çĕкленме çул уçрĕç. Фермер, хушма хуçалăхсем тепĕр хут вăй илсе çĕкленме тытăнни савăнтарать. Ялсем çĕнелсе пыни куç умĕнчех. Паллах, кунта акционерсен «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă обществин тÿпи те пысăк. Вăл çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтернипе вун-вун хуçалăх хăйĕн çул-йĕрне тупма пултарчĕ. Çав шутран Вăрмар тăрăхĕнче те. Лару-тăрупа тĕплĕнрех банкăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти хушма офисĕн ертÿçи А.В. Максимова паллаштарать.

_ Алевтина Вениаминовна, районта çăмăллăх кредичĕпе усă куракансем нумай-и тата тĕнчери экономика кризисĕ вĕсене банкран сивĕтмерĕ-и;

_ Тĕнчери финанс кризисне пăхмасăр Раççей ял хуçалăх банкĕ хăйне шанчăклă туять. Эпир кредит парассипе малалла ĕçлетпĕр. Унăн йĕркине кăштах хытарнă кăна . Раççей ял хуçалăх банкĕ 100 проценчĕпех патшалăхăн шутланать, çавăнпа унăн ĕçĕ-хĕлне гарантипе тивĕçтернĕ, умри йывăрлăха сирме укçа-тенкĕ çителĕклех хатĕрленĕ. Çакă паян клиентсем умĕнчи тивĕçе туллин пурнăçлама май парать. Банк яланхи йĕркепе ĕçлет. Кăçал 46 çемье çăмăллăх кредичĕ илнĕ ĕнтĕ. Пирĕн специалистсем, ял тăрăхĕн ертÿçисем вĕсене документсем йĕркелеме те пулăшаççĕ, ăнлантарса параççĕ. Кăçалхи март уйăхĕн çурринчен хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитăн ставкине 17 процента ÿстернĕ. Патшалăх унăн 13 процентне субсидилет. Хуçалăхсем банкран кивçен сахалрах илме тытăнни вĕсен тупăш çăл куçĕ чакнипе те çыхăннă: тырă сутăнмасть, сĕт, пахча çимĕç хакĕ пĕчĕк. Парăма вара тавăрмаллах. Анчах хальхи вăхăтра хăв укçупа кăна пысăк проектсем хута яраймăн. Тата пухăнакан укçана та инфляци çăтать. Эппин, кредит илни усăллăрах.

_ Парăма вăхăтра татайманнисем пур-и;

_ Укçа кăларса тыттариччен эпир заемщик патне кайса лару-тăрупа вырăнта паллашма тăрăшатпăр. Ял тăрăхĕсем те пире ун пирки лайăхрах пĕлме пулăшаççĕ, рекомендаци параççĕ. Хаксем ÿссе пынă май укçа çитейменни систерет, палăртнă ĕç-хĕле вĕçлеме те йывăр. Çапла вара пирĕн пулăшупа усă курнисем унчченхине татмасăр каллех парăма кĕреççĕ. Çапах та вăхăтра тÿлейменнисем пулман-ха. Çăмăллăх кредичĕ панă хыççăн процент ставкине субсидилеме документсем те вăхăтра тăратмаллине асăрхаттарсах тăратпăр. Укçапа тĕллевлĕ усă курсан йывăрлăхсем пулмалла мар. Чăваш Ен бюджетĕнчен субсиди вăхăтрах куçарса пынă-ха, федерацирен чăрмавсем пур, анчах çывăх вăхăтра унтан та куçмалла.

_ Çăмăллăх мелĕпе илнĕ укçа-тенке çынсем мĕнле тăкаклаççĕ;

_ Техника, выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, вите-сарай çĕклеççĕ. Ку енĕпе Кĕтеснерсем уйрăмах маттур. Хушма хуçалăхпа ĕçлекен çемьесем 700 пин тенкĕ таран çăмăллăх кредичĕ илеççĕ. Вĕсен çĕр лаптăкĕсем те пысăк, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Вăрмар, Аслă Пинер, Тикеш, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенче те хушма хуçалăхсем вăйлă аталаннă. Энĕшпуçĕнчи Ивановсем 2006 çулта малтанхи хут кредит илсе сысна ĕрчетме пуçларĕç. Шел, пысăк инкек вăй хунине, укçа тăкнине сая ячĕ. Анчах ĕçчен çемье пуçне усмарĕ, каллех 300 пин тенкĕ банка кивçене кĕчĕ, тепĕр хут ĕçе тытăнчĕ. Эпир те вĕсен йывăр лару-тăрăвне шута илсе икĕ çул кредитăн процентне кăна тÿлеттертĕмĕр. Халĕ сывлăш çавăрса ячĕç ĕнтĕ: вите-сарай çĕнĕрен турĕç, сыснасем туянчĕç. Ивановсен 20 сысна ами, самăртма хупнă 180 пуç пур. Кăмпа та çитĕнтерсе сутать çемье. Саруйĕнчи Тимофеевсем вара çăмăллăх укçипе вăкăрсем ĕрчетме тытăнчĕç. Кĕтеснер тăрăхĕнче çĕр ĕçĕпе тăрăшнă май ытларах трактор, ял хуçалăх техники туянаççĕ. «Владлен» потребкооператив вара «Джондир» тракторăн хакне пăхмасăр «4 миллион тенкĕ ытла» ăна туянма кăмăл турĕ. Пилĕк çулта парăма татасшăн вăл.

_ Çурхи ака-суха тума çăмăллăх кредичĕ паратăр-и;

_ АПК предприятийĕсене çур аки ирттерме кĕске вăхăтлăх кредит _ 18, хушма хуçалăхсене 17 процентпа паратпăр. Вĕсем унпа çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени, вăрлăх янтăлаççĕ. Техника туянакансем те пур. Салука ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх, производство объекчĕсене илетпĕр. Хăйсен пурлăхĕ çитмесен тепринне те хывма юрать. Çĕр хывакан çук-ха. Унăн харпăрлăх докуменчĕсене туса çитерейменни, нумайăшĕ аренда çĕрĕпе кăна ĕçлени чăрмав кăларать те.

_ Алевтина Вениаминовна, сирĕн офис район çыннисене тата мĕнле пулăшу кÿрет;

_ Эпир пенсионерсене, çынсене хăйсен нушишĕн кредитсем те паратпăр. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне, чикĕ леш енне Вестерн Юнион меслетпе укçа куçарса паратпăр, йышăнатпăр. Халăха Visa-карта парассине йĕркеленĕ. Халĕ пирĕн банк урлă шалу та илме май пур. Долларпа, европа операцисем те тăватпăр, вкладсем йышăнатпăр. Нумаях пулмасть «Агро-стимул», «Агро-бонус», «Агро-классика», «Пенсионный», «Пенсионный люкс» тата хăш-пĕр вкладсен процент ставки ÿсрĕ.

Пирĕн коллектив пысăк мар, анчах пĕчĕк йышпах чылай ĕç-хĕл тума ĕлкĕретпĕр. Надежда Николаева, Татьяна Петрова, Эльвира Васильева, Ирина Сидорова, Алена Никитина тата ытти ĕçченсене тав тăвас килет.

Пирĕн банкпа ĕçлеме те, малалла утма та шанчăклă, çăмăл.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика