АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ утăм

04 марта 2009 г.

Çак кунсенче «Свобода» производство кооперативĕнче вăй хуракансемшĕн пысăк уяв çитрĕ. Савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ технологипе йĕркеленĕ сысна комплексĕ хута кайрĕ. Ăна уçма ЧР ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев хутшăнчĕ. Çĕнĕлĕхпе Муркаш енчи ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекен хуçалăхсен ертÿçисем, специалисчĕсем хаваспах паллашрĕç.

Хуçалăх ăратлă выльăх 1977 çултанпах ĕрчетет. Кунта ытларах шултра шурă сыснасем çитĕнтереççĕ. Ăратлăха çĕнтерме, селекци ĕçне лайăхлатма 1983 çулта Эстонирен «Эстонский» шурă ăратлă сыснасем кÿрсе килнĕ. Чух-чухсене шыраса мĕншĕн пин çухрăм ытла çула тухнă-ха;

– Унтан туяннисен салă çÿхе, хĕрлĕ какайĕ хулăнрах, – ăнлантарать хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ-селекционерĕ В. Чаплина. – Кун пек какай та лайăх сутăнать. Эпир çак салă сийне кура выльăх кĕтĕвне çĕнетсе пыратпăр. Çитĕннĕ сыснана пуссанах пырса тĕрĕслетпĕр. Салă сийĕ мĕн чухлĕ çÿхерех, пирĕншĕн тата лайăхрах. Çак выльăхăн çурисене тĕп кĕтĕве куçаратпăр. Халĕ сыснасен çурăм шăмминчен салă хулăнăшĕ 16-17 мм. Унччен вара икĕ хут ытларах пулнă.

Комплексра 1203 сысна, çав шутран тĕп ама 200 пуç. Кашни вунă çултан Эстонирен ăратлă сысна аçисем илсе килеççĕ. Виçĕ çул каялла вара республикăри хуçалăхсем валли те туянса килнĕ. Производство кооперативĕ хăй те сутать вĕсене. Чух-чухсене туянма Тюменьрен пуçласа Псков облаçĕ таранах килеççĕ. Çакă кассăна 2-3 миллион тенкĕ таса тупăшпа пуянлатнă. Рентабельлĕх 60 процентпа танлашнă. Шел, юлашки вăхăтра хуçалăхсен йышĕ чакнипе, фермăсем хупăннипе сутасси йывăрланать. Фермерсем тупăш ытларах илме тăрăшни, сыснасем ĕрчетме тытăнни сисĕнет-ха, çапах сахалрах.

Çамрăксем фермăран сивĕнни, йывăр ĕç-хĕлте тар тăкма килĕшменни хуçалăх ертÿçисене лару-тăрăва тĕпрен улăштарма хистенĕ. Тата пĕр ĕçе вуннăн туни те тăкаксене ÿстерет çеç. Çавăнпа сысна фермине тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă кунта. Пысăк çурт-йĕре реконструкци тунă хыççăн Данире кăларнă оборудовани вырнаçтарнă. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе 5 миллион тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илнĕ, хăйсен укçи-тенкине хывнă. Çĕнĕ технологи, типĕ апат çине куçни тăкаксене палăрмаллах чакарнă. Пĕр пин ытла сыснана операторпа пулăшаканĕ çеç пăхса тăраççĕ. Апатне те вырăнтах авăртса янтăлаççĕ. Вăл пăрăх тăрăх выльăхсем патне çитет.

– Организма макро-, микроэлементсемпе çителĕклĕ тивĕçтерсен талăкри ÿт хушаслăх 600 грамм пулсан, ултă уйăхран самăртма хупнă сыснасем çĕр килограмм таймалла, – палăртать Валентина Чаплина.

– Эпир кивĕ технологипе, хăнăхнă йĕркепе ĕçлеме пултаратпăр-ха, – терĕ «Свобода» производство кооперативĕн – ăратлă выльăх завочĕн директорĕ К. Сретинский. – Анчах пирĕн тĕнче аталанăвĕнчен юлмалла мар. Пысăк çитĕнÿ турăмăр тесе калаймастпăр, анчах малашлăх çак технологире: энерги, ĕç вăйне перекетлет, юсав ĕçĕсемпе те вĕçĕм тăккаланмăн.

Хуçалăхăн ĕнесем чылай. Кăçал сĕт кăтартăвне, çĕр тухăçлăхне те ÿстересшĕн. «Пирĕн çут çанталăк умĕнчи тивĕç – çĕрпе туллин усă курса продукци ытларах илесси», – пĕтĕмлетрĕ ертÿçĕ.

Çĕнетсе юсанă комплексра ĕç çыннисене вăй хума, канма условисем çителĕклех. Вăл – «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе хута кайнă республикăри тăваттăмĕш объект. Çакăн пек комплекссенче çулталăкра чĕрĕ виçепе 250-280 тонна аш-какай илмелле. Килограмм хăй хаклăхĕ 40 тенке ларсан та, 50-75 тенкĕпе сутăннине шута илсен, тупăш самай кĕмелле. Апат енчен те перекетлĕ. «Свобода» хуçалăх пĕлтĕр патшалăхран çичĕ миллион тенкĕ пулăшу илнĕ. Чăваш Ен президенчĕ те финанс кризисне пăхмасăр ял хуçалăхне паракан пулăшăва пĕр тенкĕ те чакармассине пĕлтернĕ.

Л.АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика