АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çиччĕмĕш хут

04 марта 2009 г.

Муркаш районĕнчи Калайкасси ялĕн ятне юлашки вăхăтра ăста спортсменсем те чылай çĕклерĕç. Кунта çуралса ÿснĕ Раççей спорт мастерĕсем Валентин Акимов, Александр тата Алексей Моисеевсем темиçе хутчен те республика чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче çĕнтернĕ. Калайкасси шкулĕнче вĕреннĕ Юрий Федотов та полиатлон енĕпе тата йĕлтĕрпе чупассипе пысăк çитĕнÿсем тунă. Шел пулин те, вăл Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне сарăмсăр вилнĕ.

Пурăннă пулсан мартăн 4-мĕшĕнче Ю. Федотов 45 çул тултармаллаччĕ. Муркаш район администрацийĕ, республикăри «Чăваш Ен» фонд, халăх вĕрентĕвĕнче тата наукăра ĕçлекенсен профсоюзсен республикăри организацийĕ хĕллехи спорт сезонĕ вĕçленеспе çулленех ăна асăнса йĕлтĕрçĕсен мемориалне ирттереççĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва тăхăр хулапа районти 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсемпе тренерсене тата хĕллене савăнăçлăн ăсатма пуçтарăннă халăха республикăри физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А. Яковлев, отрасльти профсоюзсен республикăри организацийĕн председателĕ З. Степанова, йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн президенчĕ А. Давыдов, Юрий Федотовăн тăван пиччĕшĕсем, спорт ветеранĕсем Михаил, Валерий тата Александр Федотовсем, Чăваш патшалăх Канашĕн депутачĕ О. Викторов тата ыттисем ăшшăн саламларĕç.

Аслăрах ушкăнсенчи йĕлтĕрçĕсенчен Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ С. Тасаков, Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникин тухтăрĕ Е. Федотова, Йĕпреç тата Етĕрне районĕсенчи В. Петровпа А. Александров уйрăмах палăрчĕç.

Унтан шкул ачисем 2Ă2 эстафетăра тупăшрĕç. 8-9 классенче вĕренекенсен ушкăнĕнче малти виçĕ вырăна Калайкассисем, Красноармейски районĕнчи Тракри шкул-гимнази тата Элĕкри вăтам шкул командисем йышăнчĕç. Аслă классем хушшинче те трасса хуçисем мала тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ-команда чысне Калайкассинчи пĕрремĕш разрядлă йĕлтĕрçĕсем Т. Иванова, Е. Родионов, К. Иванова тата С. Васильев хÿтĕлерĕç.

Юлашкинчен старта Шупашкарти аслă шкулсен тата республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсен командисем тухрĕç. Финиша чи малтан Чăваш ял хуçалăх академийĕн чысне хÿтĕленĕ СССР спорт мастерĕнчен Н. Кузьминаран, унăн упăшкинчен В. Кузьминран тата хĕрĕпе ывăлĕнчен Светланăпа Артуртан тăракан çемье команди çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене ЧПУ тата Канаш хулинчи педагогсен командисем йышăнчĕç.

Çиччĕмĕш хут иртрĕ кăçал Ю. Федотова асăнса йĕркеленĕ ăмăрту. Çитес çул Калайкассинче йĕлтĕрçĕсем каллех пухăнĕç.

П.Сидоров.

Сăн ÿкерчĕксем С.Игнатьевăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика