АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй пухаççĕ ăмăртса

04 марта 2009 г.

Республикăри IV хĕллехи ял спорчĕн вăййисем Муркаш районĕнче икĕ куна пычĕç. Унта çирĕм районтан ялта ĕçлесе пурăнакан, спортпа туслă вун-вун çын вăй-халне виçме кăмăл турĕ. Ăмăртăва механизаторсем, çемьесем хутшăнчĕç.

Ял спорчĕн вăййисене хутшăнакансен йышĕ, ăмăртусен шайĕ çулран-çул ÿссе пырать. Республикăри ял спортсменĕсем Раççей шайĕнче ирттерекен ăмăртусене те хутшăнма тытăнни, унтан лайăх кăтартусемпе таврăнни савăнтарать. Хальхинче те опытлă судьясене чи лайăххисене, пултаруллисене палăртма çăмăл пулмарĕ. Çĕнтерÿçĕсем республика чысне Ханты-Мансийск округĕнче иртекен ăмăртусенче хÿтĕлĕç.

– Спорт пире ăс-хакăл, вăй-хал енчен те çирĕплетет, – терĕ район пуçлăхĕ Ю.Иванов.

Ăмăртусен тĕп тĕллевĕ – спорта ял спортсменĕсене, çав шутра çĕр ĕçченĕсене те явăçтарни. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприяти ялсенче сывă пурнăç йĕркине сарма, спортпа туслашма пулăшас пирки иккĕленÿ çук.

– Раççейри ăмăртусене механизаторсем те хутшăнни савăнтарать, – терĕ М. Игнатьев министр. – Уй-хирте опыт пухни вара çĕнтеретех. Вăл çĕр ĕçĕнче те пысăк кăтартусемпе ыттисене хавхалантарĕ.

Механизаторсем ырă пуçарăва хапăлласа йышăнни куçкĕрет. Капла ăсталăха, техникăпа ĕçлеме пĕлнине ыттисем умĕнче те кăтартма май пур. Муркаш енне республикăри районсенчен 44 механизатор çитнĕ. Вĕсем ятарлă площадкăра «Белорусь» МТЗ-82 тракторпа хĕрÿ ăмăртăва тухрĕç: палăртнă çулпа çÿрерĕç, груз турттарчĕç. Судьясен çивĕч куçĕ кашни йăнăша асăрхаса шута илчĕ, лайăх енĕсене палăртрĕ. Улатăр районĕнчи Суйкăнран килнĕ Ю. Афанасьев финиша малтанах çитнĕ пулин те пăлханчăк кăмăлне пытараймарĕ: «Манăн килте те трактор пур-ха. Раççей ял хуçалăх банкĕнчен илнĕ çăмăллăх кредичĕпе туяннăскер. Çемье пысăк ман, тăватă ывăл çитĕнет. Çавăнпа хушма хуçалăхра техникăсăр йывăр. Тракторпа сахал мар ĕçленĕ, ăна аван пĕлетĕп темелле. Ăмăртура малтисенчен пĕриччĕ, анчах ман хыççăн старта тухнă Елчĕк, Красноармейски каччисем иртсе кайрĕç».

Механизаторсен çеç-и, йĕлтĕрçĕсен, шашка-шахматла вылякансен, вăй виçекенсен, полиатлонистсен, тĕл перекенсен те самай хумханма тиврĕ. Районти «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ, Спорт çурчĕ шăв-шавран татăлмарĕ темелле. Хĕрÿ ăмăртусем, ăшă тĕл пулусем кашнин чĕринче ырă, тарăн йĕр хăварчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика