АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Явапсăрлăх инкекпе вĕçленет

04 марта 2009 г.

Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни час-часах инкек-синкекпе вĕçленнине пурте лайăх пĕлетпĕр, анчах предприяти-организаци ертÿçисем РФ Ĕç кодексне çав-çавах сĕмсĕррĕн пăсни шухăша ярать. Чи анлă сарăлнă пулăм – ĕç вырăнне аттестацилеменни, çынсене хăрушсăрлăх мелĕсемпе паллаштарманни тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларманни. Ĕç вырăнне аттестацилеменшĕн кăна Шупашкарти Калинин районĕнчи 24 ертÿçе явап тыттарнă. Вĕсен явапсăрлăхĕ час-часах хăрушă инкекпе вĕçленет. Акă Шупашкарти Гладков урамĕнчи 12 хутлă пурăнмалли çурт çĕкленĕ çĕре СМУ-56 предприяти те хутшăннă. Стройкăра, уйрăмах çÿллĕ объектсенче, пушшех асăрхануллă пулмалла ĕнтĕ. Строительствăпа монтаж ĕçĕсен мастерĕ вара ĕç сыхлавĕпе паллаштармасăр, наставниксĕр монтажнике улттăмĕш хутра ĕçлеме хушнă. Çитменнине хăрушă вырăна хÿтĕлемен те, арçыннăн страхлав вĕренĕ те пулман. Мастера итлесе пĕлнĕ-пĕлмен ĕçе пуçăнни ытла та хаклă ларнă. Çÿлтен ÿксе вилмеллех аманнă вăл.

Тĕрĕслев предприятийĕсенче укçа-тенкĕ перекетлесе ĕç условийĕсене лайăхлатасси, ĕç сыхлавĕн службине йĕркелесси е ятарлă специалист илесси, тумпа тивĕçтересси çине алă сулнине кăтартнă. Йывăр, сывлăхшăн сиенлĕ çĕрте вăй хуракансем те медосмотр тухассинчен пăрăнма хăтланаççĕ. «Çÿлтен ыйтмасан, хистемесен мĕн тума кирлĕ;» – теççĕ-тĕр. Çакă вара чи малтан хăйсенех кирлĕ-çке. Тата хамăр сыхланмасан, сывлăха упрамасан пирĕншĕн кам тăрăшĕ;

Пĕлтĕр республикăри предприяти-организацире ĕç сыхлавĕн саккунне пăхăнман 257 яваплă çынна дисциплина тĕлĕшпе, 197-шне административлă явап тыттарнă. Çакă пуçлăхсен куçне уçма пулăшĕ-и? Вĕсен çăмăлттайлăхĕ ĕç çыннин пурнăçĕпе танах çав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика