АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйне шанакан йывăрлăха парăнман

04 марта 2009 г.

Çĕмĕрле тăрăхĕнче тăхăр ял хуçалăх предприятийĕ. Панкрута тухнисене те айккине пăрса хăвармаççĕ кунта. Вĕсен никĕсĕ çинче çĕнĕ куçпа пăхса çĕнĕ пĕрлешÿсем йĕркелеççĕ. Ун йышшисен шутĕнче «Аленушка», «Полянка», «МАДИ» тата ыттисем те. Çакна та палăртмалла: район аталанăвĕнче хушма хуçалăхсем те тĕп вырăнта. Паллах, ку патшалăх вĕсем пирки тимлĕн шухăшланипе те çыхăннă. Сăмахран, 2006 çултанпа Çĕмĕрле тăрăхĕнчи 171 çын хушма хуçалăхĕсене аталантарма 21 миллион та 844 пин тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илме пултарнă, кăçал – 450 пин тенкĕлĕх.

– Хуçалăх ертÿçисемпе пĕрле халăх экономика кризисне çăмăлрах чăтса ирттертĕр тесе ăнлантару ĕçне те туса пыратпăр, – терĕ ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Мостайкин. – Акă 2009 çулта хуçалăхсемпе уйрăм çынсем валли çăмăллăх кредичĕсем ытларах уйăрма палăртнă. Хăйне шанакан йывăрлăха парăнмасть. Турхан тăрăхĕнчен пĕри 300 пин тенкĕ кредит илме пултарчĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе уйрăмах «Полянка» пĕрлешÿ, «Аленушка» агрофирма, «Комбинат» ял хуçалăх предприятийĕ туллин усă курма тăрăшаççĕ.

«Аленушка» «ертÿçи А. Ильгачев» панкрута тухнă «Вперед» хуçалăх никĕсĕ çинче 2007 çулта йĕркеленнĕ. Çав хушăра 24 тĕрлĕ техника туяннă. Вун виççĕшне 9 миллион ытла кредитпа илнĕ, ыттине – хăйсен вăйĕпе. Тăванкассисем çĕр улми пысăк тупăш панине кура çак культурăпа тата ытларах ĕçлесшĕн. Хуçалăхăн пурĕ 2111 гектар çĕр, шел те, 700-ĕшĕ пушă выртаканни. Вĕсене йăлтах пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Сăмах май каласан, çакнашкал ана-çаран районĕпе 4 пин гектар ытла. Çавна май ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксене кăçал 2 пин те 340 гектар ÿстерме палăртнă, ыттине çитес çул ĕçе кĕртесшĕн. Алăри пÿрнесем те пĕр тан мар теççĕ те, районта ырри те сахал мар, çав хушăрах çитменлĕхĕ те пур.

– Выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе те тăрăшарах ĕçлемелле пирĕн, – сăмахне малалла тăсать Андрей Александрович. – Хăш-пĕр çĕрте ĕне выльăх, сысна ĕрчетесси юхăнса кайрĕ. Çавăнпа «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче» «Терра», «МАДИ», Ленин ячĕллĕ, «Дружба» тата ытти хăш-пĕр хуçалăх умне çирĕп тĕллев лартрăмăр: ăратлă выльăх туянса продукци илессине çĕнĕрен йĕркелесе ямалла, машинăпа трактор паркĕсене энерги ресурсĕсем перекетлекен çĕнĕ йышши техникăсемпе пуянлатмалла. Çавна май 28 ялта хуçалăх техники 30 миллион тенкĕлĕх туянма пăхнă, вăл шутра – 7 трактор, 3 комбайн тата выльăх-чĕрлĕх апачĕ пухса кĕртекен тепĕр комбайн.

Юлса пыракан хуçалăхсен ертÿçисене пуçаруллисенчен вĕренсе пымалли пирки кулленех асăрхаттаратпăр. Акă А. Золотин ертсе пыракан «Комбинат» пĕлтĕр çĕр улминчен кăна 2 миллион тенкĕ тупăш илнĕ. Вăл ку енĕпе малашне те çине тăрсах ĕçлесшĕн. Кунта çур акине хатĕрленсе паха вăрлăх та, удобрени те, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те туяннă.

– Паллах, çĕр пулăхлăхĕ пур çĕрте те пĕр мар. Ăçта çĕр улми лайăх ÿсет, ăçта – тĕш тырă. Çакна тимлĕ ертÿçĕ-инвесторсем лайăх ăнланаççĕ. Сăмахран, «Полянка» пĕрлешĕвех илер, вăл 2005 çулта юхăннă хуçалăх вырăнĕнче йĕркеленнĕ. Тупăша мĕнле майпа вăйлăрах илессине В. Беликов ертÿçĕ лайăх чухлать. Ку тăрăхра тĕш тырăпа кăна ĕçлесен хуçалăх экономикине аталантарма йывăртарах иккенне те пĕлет. Патшалăх тата хăйсен вăйĕпе усă курса пĕлтĕр 200 пуç ĕне выльăх усрамалăх кивĕ витене юсаса хута янă. Данипе Германи оборудованийĕ вырнаçтарнă. Ангар туса унта ăратлă сурăхсем ĕрчетеççĕ. Унсăр пуçне 20-25 пуç сысна ами тытмалли витене ĕçе кĕртнĕ. Йывăр лав туртакан лашасем туяннă. Вĕсемпе усă курни, паллах, продукци хăй хаклăхне чакарать. Пĕр сăмахпа, хуçалăх ертÿçи мал ĕмĕтлĕ. Техника паркне те пуянлатсах пыраççĕ кунта. Тĕш тырă ÿстернисĕр пуçне малашне нумай çул ÿсекен курăксем те чылайрах акасшăн. Ĕç укçи енчен те кÿрентермеççĕ тăрăшакансене. Кăçалхи январьте вăл 4 пин те 375 тенкĕпе танлашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика