АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам хÿтĕлĕ çĕр çыннине?

04 марта 2009 г.

Çĕршыври чылай реформа ăнăçсăрлăхĕ çĕр çыннине те вирлĕн пырса çапрĕ. Унччен ура çинче çирĕп тăнă нумай хуçалăх арканчĕ е шурлăха кĕрсе ÿкрĕ. Ирĕксĕрех ял çыннин малалла пурăнма, çемьене тăрантарма, ача-пăчана вĕрентме тупăшăн урăх çул-йĕрне шырама тивет. Паллах, уншăн тĕп тупăш çăл куçĕ – хушма хуçалăх. Пахча çимĕç сутнипе ытлашши пуяймăн. Çапах выльăх-чĕрлĕх усрани, сĕт сутни куллен укçа-тенкĕ илме пулăшать. Икĕ-виçĕ çул каялла «шурă ылтăна» хаклăпа туянни хресчене шанчăк кÿртрĕ, хушма хуçалăхсенче ĕнесен йышне савăнсах ÿстерчĕç. Анчах юлашки вăхăтра чĕр тавар икĕ хут йÿнелни кăмăла хуçать. Эпир ăна Хĕрлĕ Чутай районĕн потребкоопераци урлă вырнаçтаратпăр. Хаксене тишкернĕ май 2007-2009-мĕш çулсенче вĕсем 29-42 процент таран чакса пынине асăрхарăм. Райпо виçĕ çул каялла пĕр литр сĕте 12 тенкĕпе туяннă пулсан, çулталăкран ăна çичĕ тенке хăварнă «42 процент чакарнă». Инфляципе шутласан тата пысăкрах. Кăçал та хаксене пач ÿстермерĕ, çынсен чĕрисене хытарсах йÿнĕпе сутма тивет. Уйрăм хуçалăхсем çеç-и, пысăк предприятисем те пысăк тăкак тÿсеççĕ. Акă районти Коминтерн ячĕллĕ хуçалăх кăна пĕлтĕр хаксен вылянăвĕпе паха сортлă сĕт сутса та пилĕк миллион тенкĕ укçа илсе çитереймен. Хушма хуçалăхсем те миллионшар тенкĕ укçа çухатнă. Тĕрĕссипе каласан, усламçăсене «парнеленĕ». Тĕлĕнмелле та, магазинсенче сĕт юр-варĕ хаклансах пырать. Акă Етĕрнери сĕт-çу завочĕн «Снежок», «Румяница», «Бифидок», «Бифолюкс» сĕт-турăха «0,5 литрлă пакетсемпе» çулталăкĕпех 32-34 тенкĕпе ярăнтарчĕç. Тепĕр майлă, халăхран пухнă кашни литр сĕтрен 44-47 тенкĕ тупăш илчĕç. Çапла вара сĕт туса илекене çак тупăшран 13 проценчĕ çеç тивет. Ытти тирпейлекенсемпе сутуçăсен кĕсйинче тĕпленет. Ку çĕршывĕпех анлă сарăлнă пулăм. Ял çыннин ĕç-хĕлне вырăна хуманни, куççăнах çаратни кăмăла хуçать.

Цивилизаци çĕршывĕсенче чĕр тавара сутакансене хатĕр продукцирен кĕрекен тупăшăн 50-70 процентне тÿлеççĕ. Çак стандарта илсен те пĕр литр сĕт «пĕрремĕш сортли» хальхи вăхăтра 20 тенке яхăн пулмалла. Çивĕч ыйтăва пĕлтĕр декабрьте сенкер экранри «Парламент сехечĕ» передачăра та сÿтсе яврĕç, çĕнĕ хаксене сĕнчĕç. Чăн та, сĕт туса илни халĕ тăкаксене саплаштараймасть. Хам та ăна сутнă май çакна çирĕплетсех калама пултаратăп. Хĕллехи вăхăтра çирĕм литр «талăкра» сĕт антаракан ĕнене зоотехника нормипе килĕшÿллĕн кунне утă – 20, кăшман – 15-20, çăнăх е комбикорм 5 килограмм памалла. Паллах, ăшă шывĕ те татăлмалла мар. Хĕлĕпе вара мĕн чухлĕ апат каять; Ăна çителĕклех янтăлама укçа-тенкĕ, вăй-хал самай пĕтет. Ялта та пуриншĕн «вăрлăх, комбикорм илнĕшĕн, ака-сухашăн, утă-улăм турттарса панăшăн...» тÿлемелле. Пĕтĕмлетсе каласан, пĕр литр сĕт илме 9 тенкĕлĕх апат тухса каять. Ытти тăкаксене «вите юсасси, эмел илесси, страхласси, электроэнерги тата ытти те» шутламастпăр та, çав-çавах саплаштараймасть. Выльăх усракан ĕçĕ, тар кăларса тертленни тÿлевсĕрех юлать. Хушма хуçалăха аталантарма, пурнăçа лайăхлатма пĕр пус та таса тупăш кĕмест.

Çĕнĕ йĕрке хуçисем чĕр тавара сутăн илес хаксене чакарса тата хатĕр продукцинне ÿстерсе хресчене те, хулара пурăнакансене те çаратаççĕ темелле. Кам пулăшĕ çак танмарлăха пĕтерме; Влаçра ларакансем, партисем, профсоюзсем е çĕр çыннисем; Пĕлтĕр Раççей правительствинче сĕт техникин регламентне йышăнса лару-тăрăва улăштарса пĕлтернĕччĕ. Çĕнĕ саккун вăя кĕнĕренпе икĕ уйăх та иртрĕ, анчах улшăну сисĕнмест-ха, паянхи хаксем продукци хатĕрлесе кăларакансемпе сутакансене çеç тивĕçтереççĕ.

Хĕрлĕ Чутай район депутачĕ пулнă май тата суйлавçăсем ыйтнипе иртнĕ çулхи ноябрьте Район пухăвĕн депутачĕсен канашлăвĕнче çивĕч ыйтăва çĕклерĕм. ЧР ял хуçалăх министерствинчен, «Ядринмолоко» пĕрлешÿн директорĕнчен, Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен Н. Маловран, райпо председателĕнчен А .Степановран сĕт хакĕсем пирки ăнлантарса пама ыйтрăм. Хуравне 1-1,5 уйăхран çеç кĕтсе илтĕм. Район депутачĕ А. Степанов вара паянхи кун та шăпăрт-ха. Шел, ыттисен хуравĕсем те çĕр ĕçченне тивĕçтерсех каймаççĕ. Хаксене рынок йĕркелени, вĕсем çĕршыври, республикăри вăтам хаксемпе килĕшсе тăнине асăннă-ха, анчах мĕншĕн сасартăк чакнине пуçлăхсем ăнлантарайман. Пире хресчен ĕнси çинче ыттисене пуйтаракан йĕрке çырлахтармасть. Малашне те çаплах пулсан, лару-тăру улшăнмасан ялта пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх йышне чакарма, пай çĕрĕсене пăрахма тытăнĕç. Çакă халех сисĕнет ĕнтĕ. Хушма хуçалăхсенче ĕнесем сахаллансах пыраççĕ. Мĕнле тухмалла йывăр та кăткăс лару-тăруран, камран пулăшу ыйтмалла, хÿтлĕх тупмалла; Ман шутпа влаçра ларакансен аталаннă çĕршывсенчен тĕслĕх илсе çĕр çыннине тухăçлă та тупăшлă ĕçлеме майсем туса памалла, унăн пулăшаканĕ, хÿтĕлевçи пулмалла. Апат-çимĕçпе промышленность таварĕсен хаксен хушшинчи танмарлăха пĕтермелле. Хаксен шайлашăвне патшалăх енчен тĕрĕслесе тăмалла. Апат-çимĕç продукчĕсене патшалăх заказĕпе хресчене тивĕçтерекен хакпа йышăнмалла. Хушма хуçалăх тытакансен чĕр таварне вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсем урлă вырнаçтарассине йĕркелемелле. Ку енĕпе Мари Элти «Звениговское» хуçалăхпа Чăваш Енри Вăрнарти аш-какай комбиначĕ пысăк опыт пухнă ĕнтĕ. «Звениговское» хуçалăх акă 60 пин пуçа яхăн сысна усрать, сăвакан ĕнесем 1550 таран. Выльăх-чĕрлĕх продукцине вырăнтах тирпейлесе тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе кăлараççĕ, сутаççĕ. Куллен аш-какай продукцине кăна 25-30 тонна яхăн суту-илĕве ăсатаççĕ. Сутса тунă тупăш та хуçалăхрах юлать. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ те çак çулпах утать, юхăннă хуçалăхсене хăй ытамне илет, аталанать.

Çĕр ĕçченĕсене хÿтĕлеме тивĕçлĕ Аграри партийĕ те, Чăваш Енри хресчен союзĕ те пăчланчĕç. Раççейре хресчен интересĕсене хÿтĕлессине «Единая Россия» парти хăй çине илчĕ. Вăл ыттисемпе çыхăну тытса Патшалăх Думинче те, регионсенче те хресчене хÿтĕлеме, ăна аталанма çул уçасса шанас килет. Паллах, вырăнсенчи профсоюзсен ĕç-хĕлне те вăйлатмалла. Халĕ вĕсем çĕр çыннин нуши-терчĕпе кăсăклансах каймаççĕ, ăна мĕнле пулăшмаллине те пĕлмеççĕ-ха. Тен, ялта тавар туса илекенсен пĕрлешĕвĕсене йĕркелемелле; Анчах ăна кам йĕркелесе ертсе пырĕ;

Çĕр çыннин ĕçĕ тертлĕ те тараватлă, вăл сăваплă та пурне кирлĕ, мĕншĕн тесен унсăрăн пурнăç та çук. Çакна асра тытса çĕрĕсемпе, ĕçчен халăхпа пуян çĕршывра апат-çимĕçе ютран кÿрсе килмесĕр вырăнтах туса илесчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика