АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мана мар пулсан - никама та»

29 декабря 2008 г.

Пĕрлешÿ чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх валли апат вырăнтах туса илесшĕн. Çакă продукци хăй хаклăхне палăрмаллах чакарĕ.

Фабрикăн пĕр пин ытла гектар пур-ха, анчах агрохолдинг йĕркелесен çитменни паллă. Малашне акакан-сухалакан лаптăксене тăватă пин гектара çитересшĕн. Техника паркне çине тăрсах пуянлатни çакăнпа та çыхăннă. Хăватлă комбайнпа тракторсене такам та ăмсанмалла. Вĕсемпе ĕнтĕ кăçал панкрут çулĕ çине тăнă «Искра» хуçалăхăн 2500 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Вунă çула яхăн çум курăк ашкăрнă лаптăксене сухаласа-акса хăварма пĕрлешÿн 26 миллион тенкĕ тухса кайнă. Ура çине çĕкленекен предприятишĕн пысăк тăкак. Анчах мĕн тăвăн, паха вăрлăх, удобрени, топливо хальхи вăхăтра кĕсьене пушатсах хăвараççĕ. «Эпир тăрăшнипех район çĕре пусă çаврăнăшне кĕртес плана тултарчĕ», - иккĕленмеççĕ çĕр ĕçченĕсем. Тĕрĕсех, пĕр предприятишĕн кăна мар, районшăн та пысăк çитĕнÿ. Пĕрлешÿ «Искрăн» пушă ларакан производство объекчĕсене те туянма хатĕр. Вырăнта çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Авангард» хуçалăх çĕрпе те, çурт-йĕрпе те йĕркеллĕ усă курма вăй çитерейменни паллă. Куç умĕнчех арканакан çуртсене «Искра» хуçалăхăн конкурс управляющийĕ Туканашсене укçалла та парасшăн мар. «Пĕтнĕ-пĕтмен пĕттĕрех», - тет-ши? Фабрика вара вĕсене юсаса хута ярасшăн. Кунта çăмарта тăвакан чăхсене усрама шăпах меллĕ. Мĕншĕн тесен технологипе вĕсене ыттисемпе пĕрле тытма юрамасть. Чăх, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пуçăнсан вуншар çын лайăх шалуллă ĕç тупма пултарать. Анчах ертÿçĕсен шухăшĕсем урăхларах пулас, юхăнчăк производство объекчĕсенчен ниепле хăтăласшăн мар.

- Мĕнле-ха капла, - тĕлĕнеççĕ пĕрлешÿре, - çĕрĕсене пире шанса параççĕ, кивĕ çуртсене пама хытаççĕ.

Тырă типĕтмелли йĕтем шăпи те пăшăрхантарать вĕсене. Тыр-пула çичĕ çухрăм аякка туртмасăр вырăнтах сортласа типĕтмелле тăвасшăн. Тĕппипех аркатса пĕтериччен ăна илсе юласшăн. Анчах управляющи яхăнне те ямасть. Район пуçлăхĕ те ыйтăва татса парайман. «Мана мар пулсан - никама та!» - теççĕ-тĕр. Мĕн ку? Курайманлăх, кĕвĕçÿ е...? Хăçан ура лартма пăрахăпăр ĕçлекен çынна? Çын аллинчи кукăль пысăк тесе ахальтен каламан иккен.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика