АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç хăрать те, ал тăвать

29 декабря 2008 г.

- Эпир те чăх-чĕп ĕрчететпĕр, - мăнаçлăн пĕлтерчĕç мана Хĕрлĕчутайсем çĕр ĕçченĕсен уявĕнче. Ырă хыпар савăнтарчĕ те тĕлĕнтерчĕ. Юлашки вăхăтра çил ачисем хуçаланнă, арканас патне çитнĕ фабрика каллех çĕкленме вăй çитернине ниепле ĕненес килмерĕ. Мĕнле асамçă ăна йывăрлăхра алă тăсса парса шурлăхра путма паман? Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма Хĕрлĕ Чутай енне çул тытрăм.

Пĕлĕтри телей кайăкĕ

- Чăх-чĕп фабрики тепĕр хут ĕçлеме пуçласса шанма та пăрахнăччĕ ĕнтĕ, - пĕлтерет Н. Лисаев директор. - Укçа ячĕшĕн кăна уйăрнă. Дотаци те пирĕн пата çитеймерĕ. Хуçасăр пурлăха йăкăртса, тĕппипех аркатса пĕтересрен хуралçă пурччĕ-ха. Анчах хăш-пĕр витере кăшкарсем çеç юлнăччĕ.

Хĕрлĕ Чутай - ял хуçалăх районĕ. Шел, ку тăрăхра вăйлă аталаннă, тупăшлă хуçалăхсене шутлама хăрах алăри пÿрнесем те çителĕклĕ. Наци проекчĕ нумайăшне тĕпсĕр çырмаран тухма пулăшнă-ха, çапах çунат сарса çĕкленеймен вĕсем, йывăррăн сывлаççĕ. Район ертÿçисем вĕсен шăпишĕн кĕрешнĕ вăхăтра фабрика лаксах ларнă. Тата ăна йĕркене кĕртме вырăнти бюджет та вăй çитереймĕ. Апла укçана уссăр мĕншĕн тăккалас?

Шупашкарти «Дар-Инструмент» предприятин тĕп директорĕ Д. Иванов тымарĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Урикассинчине тухнине Лисаев аван пĕлнĕ. «Тен, ентешĕсене те пулăшĕ?» - вĕçсе илнĕ унăн пуçĕнче. Ăнăçлă пайтаçă укçи-тенкине юхăнчăка хывасси иккĕлентернĕ.

Анчах путакан улăм пĕринче çăлăнăç шыранăн Д. Ивановран пулăшу ыйтнă-ыйтнах. Татăклă хурав париччен Дмитрий Николаевич Туканаша çитсе лару-тăрупа паллашнă. Инвестор укçа хывма килĕшни Хĕрлĕчутайсене савăнтарнă, шанăç кÿртнĕ. Вăл сĕннипех çĕнĕрен йĕркеленнĕ «ТПФ «Дар-Бройлер» пĕрлешÿн директорне Н.И. Лисаева лартнă.

Инвестор сăмахне çилпе вĕçтермен. Кĕçех çуртра ĕç-хĕл вĕреме тытăннă. Çулталăк çурăра пилĕк цех, административлă çурт, столовăй юсаса çĕнетнĕ, пысăк гараж çĕкленĕ, Германирен оборудовани кÿрсе килнĕ. Хальлĕхе ăна пĕр цеха кăна вырнаçтарнă-ха. Ыттисенче юлашки юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Директор чăх пусмалли цехпа хаваспах паллаштарчĕ. Хăватлă техника пулăшнипе пĕр сехетре 1, 5 пин чăх пусса тирпейлеме пулать-мĕн. Инкубаторта вара харăсах ик çĕр пине яхăн çăмарта лартма май пур. Фабрика хута кайсан 320 пин бройлера çитмелле.

_ Çурт-йĕре халĕ те газификацилеменни ура хурать, _ пăшăрханать Николай Иванович. _ «Ял хуçалăх банкĕнчен» ĕç-хĕле вĕçлеме çăмăллăх кредичĕ илесси те пăчланчĕ. Салука хывма пурлăх çителĕксĕр. Инвестор укçа тупма шантарчĕ-ха.

Чăн, пĕлĕтрен персе аннă телей кайăкĕ тейĕн ăна. Фабрикăна йĕркене кĕртме кăна 53 миллион тенкĕ тăкакланă. Тăкакăн вĕçĕ-хĕрри пур-ши; Ĕмĕтре _ агрохолдинг йĕркелесе çăмарта тăвакан чăхсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Палăртнине пурнăçа кĕртме сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ.

- Апла пĕрлешÿ тăкаксенчен тухса тупăшлă ĕçлеме пуçласси пăхса та курăнмасть, - ыйтатăп ĕçченсенчен.

- Мĕншĕн? Кăçал эпир бройлер чăххисене усраса пăхрăмăр ĕнтĕ. Пуснипе пĕрлех, халăха та сутрăмăр. Çакă пире 306 пин тенкĕ таса тупăш пачĕ. Бизнес-планпа çывăх вăхăтра тăватă цех хута каймаллаччĕ. Çулталăкра утмăл миллион ытла тупăш илме пăхнăччĕ. Шел, çĕршыври экономикăпа финанс кризисĕ пире те пырса çапрĕ. Палăртни пурнăçланаймарĕ. Çывăх кунсенче пĕр цехне чăхсемпе тултармалла. Вăхăтлăх йывăрлăхран тухса пĕтетпĕрех.

Малтанхи тавар хăвăрт саланнă. Вырăнта уçнă лавккара та нумай выртман. Кÿршĕлле районсенче чăх-чĕп ĕрчетменни те сисĕннĕ çав. Çĕмĕрле, Етĕрне, Элĕк енчен те туянма килнĕ. Хĕрлĕчутайсем Мускаври опытлă станципе çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Унтан кÿрсе килнĕ чăхсем чăтăмлă, ÿт хушаслăхĕ пысăк, ашĕ те тутлă. Тата специалистсем Туканашсене пулăшу парса, ăнлантарсах тăраççĕ. Малашне те çыхăнăва татасшăн мар. Шанчăклă партнера мĕн çиттĕр?

«ТПФ «Дар-Бройлер» пĕрлешÿн коллективĕ чăмăртаннă ĕнтĕ. Çитмĕл ытла çын вăй хурать кунта. Аякри ялсенчен автобуспа та турттараççĕ. Ĕç çыннисен уйăхри вăтам шалăвĕ - 8 пин тенкĕ. Ака-сухара вара механизаторсен вăл 30 пине те çитнĕ. Ялта пурăнакансемшĕн сисĕмлĕ тупăш. Ахальтен-им, ĕçе вырнаçма черете тăраççĕ. «Ветеринар, зоотехник кирлĕ пире, - тет пуçлăх. - Çамрăксем пулсан аванччĕ те».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика