АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса

29 декабря 2008 г.

Каламасăрах паллă: сывлăх темрен те хаклă. Тепĕр чухне хамăра уяманни çеç чăрмантарать пурнăçра. Чирлесен те сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерме васкамастпăр. Сăлтавĕ вара тĕрлĕрен: е вăхăчĕ çук, е çул çÿресси шухăшлаттарать.

Юрать-ха юлашки çулсенче ялсенче пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕсем уçăлчĕç. Ку вара ял çыннине самаях çăмăллăх кÿчĕ, халĕ вăл район центрне каймасăрах тухтăр патне лекме пултарать. Çакнашкал офиссенчен пĕринче пулма тÿр килчĕ те манăн. Вăл - Элĕк районĕнчи Ехремкассинче вырнаçнă, ăна уçни шăпах çулталăк. Тухтăрсемпе курса калаçиччен коридорта ларакан ватăсемпе сăмах-юмах вакларăм.

- Тĕп пульницана кайса çÿрени мар ĕнтĕ, ватăсене çул çÿреме çăмăл тетĕр-и? Юрĕ, пирĕн автобус патне тухма инçех мар тейĕпĕр, хăш-пĕр ялсенчен аслă çул çине мĕн чухлĕ танккамалла. Кунта эпир тухтăр хăш вăхăтра пулассине те пĕлетпĕр, унсăр пуçне икĕ медицина сестри вăй хураççĕ, тĕрлĕ кабинетра сывлăха тĕрĕслеттерме пулать. Килтен тухма йывăр пулсан чĕнсе ярсанах çитеççĕ вĕсем, - пĕр шухăшлăн калаçрĕç ватăсем. - Енчен те Ехремкассинче тухтăр тунти кунпа юн кун пулать пулсан, Карачурари фельдшер пунктне ытлари кун çитет, Вутланти участока вара - эрне кун. Кĕçнерни кунпа шăмат кун Элĕкри тĕп пульницара йышăнать.

Акă Эльвира Яковлева врач та çитрĕ. Вĕсем Оля Васильева сестрапа чирлисене пĕрерĕн-пĕрерĕн кабинета кĕме чĕнчĕç. Пушансанах вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлтĕм.

Ку тăрăхри ялсенче 2434 çын пурăнать, вĕсенчен ватăсем - 721, вăрçа хутшăннисем - 14.

- Чирлисене тĕрĕслесе пăхса тăма пирĕн гинекологи, хирурги тата ытти хăш-пĕр кабинетсем те пур. Çавăн пекех кăнтăрлахи стационарта та йышăнатпăр, - терĕ Эльвира Семеновна. - Ытларахăшне чĕре, юн пусăмĕн ыйтăвĕ шухăшлаттарать. Ку, паллах, тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă: кунтах апат-çимĕç пахалăхĕ те, экологи те, пытармалли çук, эрех-сăрапа явăçни те.

Çапла калаçса ларнă хушăрах пĕр кинемей алăкран шаккарĕ. «Хĕрсем, кĕме юрать-и? - терĕ. - Сирĕн цитрамон çук-и?» Пулăшрĕç эмелпе ватта.

- Юлашки вăхăтра медицина пункчĕсенче эмел сутма чарчĕç. Ку те тĕрĕс, те... Анчах та ял çыннине çак ыйту тÿрремĕнех пырса çапрĕ. Юрать-ха хулара кашни утăмрах аптека пур, магазинсенче те эмел сутмалли кĕтессем вырнаçнă. Ял çыннин ăçта кайса кĕрес? Акă пирĕн участока кĕрекен хăш-пĕр ялсенех илер: Пĕчĕк Карачура, Ассакасси. Унтан район центрне ĕçлеме çÿрекенсем те çук, тем пекех вĕсенчен ватăсем эмел илме укçа парса ярĕччĕç те... Вăт, çакнашкал йывăрлăх та пур-ха ялта. Пирĕн вара пулăшу ыйтакан çынна мĕн калас? Çакăн пек йывăрлăх та шухăшлаттарать, - чун ыратăвне пытараймарĕ Эльвира Семеновна.

Кунта профилактика енĕпе тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Сывлăх шкулĕнче çамрăк амăшĕсем, йывăр çынсем сывлăхне тĕрĕслеттернипе пĕрлех тĕрлĕ канаш-сĕнÿ илме пултараççĕ. Килекенсене чир-чĕртен сыхланмалли, ĕмĕре епле тăсмалли çинчен ăнлантарса параççĕ.

Вырăнпа выртакансене те манмаççĕ, вĕсен сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ. Ялсене çитмешкĕн район тĕп пульницаран автомашина уйăрса панине ырларĕç кунта ĕçлекенсем. Сывлăха сыхлас наци проекчĕпе уйăрнă укçа-тенкĕпе вырăнлă усă кураççĕ. Тĕрлĕ аппаратура туяннисĕр пуçне поликлиникăри специалистсемпе ялсене тухаççĕ. Социалла пулăшу пама пăхнă çынсене те пăрса хăвармаççĕ, тÿлевсĕр эмел илмелле-и вĕсен е санаторипе курорта сывалма каймалла-и, ку ыйтăва тÿрремĕнех татса параççĕ.

Нумаях пулмасть районта донорсен кунне ирттернĕ. Карачура, Ассакасси, Кăканар тăрăхĕнчи çынсем кăмăлпах хутшăннă. Хальхи вăхăтра кунта 2 Хисеплĕ донор, тепĕр 20-ĕшĕ çак ята илме çывхарса пыраççĕ.

- Шел те, - терĕ Эльвира Семеновна, - ачасем çут тĕнчене килесси пĕчĕк. Кăçал акă икĕ ача кăна çуралнă. Патшалăх хăй енчен çамрăк ача амăшне пулăшу пама пăхрĕ пулин те, çакна шута илни сисĕнмест-ха хальлĕхе. Вилекенсен йышĕ вара 34 çитрĕ, вĕсенчен 5 вăй питти çамрăк. Çав хушăрах савăнмалли те çук мар, юлашки вăхăтра ку тăрăхри çынсен ĕмĕрĕ тăсăлнă.

Ку вара, ман шутпа, медицина ĕçченĕсенчен нумай килет.

Ю. Никифоров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика