АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулĕпе

14 ноября 2008 г.

Кăçал республикăри хуçалăхсен пÿлмине 536 пин тонна «пĕлтĕрхин 138, 1 проценчĕ» «сарă ылтăн» кĕнĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, тĕш тырă иртнĕ çулхинчен 104 пин тонна «2007 çулхин 128 проценчĕ» ытларах вырса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен гектарти тухăçĕ 22, 2 центнерпе танлашнă «пĕлтĕрхин 112 проценчĕ». Атăлçи федераци округĕнче тыр-пул тухăçлăхĕпе Чăваш Ен пиллĕкмĕш вырăнта. Чи пысăк тухăç Елчĕк «гектартан 26, 8 центнер», Вăрмар «26, 7», Вăрнар «26, 0», Патăрьел «25, 2» районĕсенчи хуçалăхсен.

Регионри апат-çимĕç фондне йĕркелеме 89, 6 пин тонна тырă «иртнĕ çулхин 114 проценчĕ» янтăланă.

l Кăçал çĕр улми 12147 гектар çинче çитĕнтернĕ. Мĕнпур категорири хуçалăхсем пĕтĕмпе 790 пин тонна «2007 çулхин 101, 5 проценчĕ» пухса кĕртнĕ. Çав шутран ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче - 240 пин тонна «пĕлтĕрхин 135 проценчĕ». Çĕр улмин гектарти вăтам тухăçĕ - 197, 6 центнер.

Тĕрлĕ категорири хуçалăхсенче 16, 0 пин тонна пахча çимĕç пухса кĕртнĕ.

Кĕрхисем 87, 6 пин гектар акнă, çĕртме 86, 1 пин гектар тунă. Кăçал тĕш тырă, çĕр улми, пахча çимĕç, хăмла хакĕсем продукцин хăйхаклăхне саплаштарма тата ĕçченсене тупăш илме те май панă.

Кăçалхи тăхăр уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, мĕнпур категорири хуçалăхсенче сĕт сăвасси 2, 1 процент, аш-какай туса илесси 5 процент ÿснĕ.

«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ хута кайнăранпа укçа-тенкĕн мĕнпур çăл куçĕнчен Чăваш Ен агропромышленность комплексне 13, 9 млрд. тенкĕлĕх инвестици пырса кĕнĕ. Фермерпа харпăр хăй хуçалăхĕсене, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене мĕнпурĕ 6, 02 млрд. тенкĕлĕх кредит панă. Кашни 6-мĕш çемье çăмăллăх кредичĕпе усă курнă. 16 ял тăрăхĕнче кашни 2-мĕш е 3-мĕш кил-йыш çăмăллăх кредичĕсем илнĕ.

l 2003 çултанпа республикăра «Яла 2012 çулччен социаллă аталантарасси» тĕллевлĕ проект ĕçлет. Çак проекта пурнăçа кĕртнĕ май ялти çемьесене тата çамрăк специалистсене пурнăç условийĕсене лайăхлатма 333, 3 млн. тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика