АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавтапуç, тăван ял-йыш, тайма пуç, хура тăпра Кашни пус тарпа кĕрет

14 ноября 2008 г.

Ирхи кайăк тутă пулнă тенĕн Вăрнар тăрăхне тавралăх тĕттĕм чаршавне сирсенех çула тухрăм. Çук, ĕлкĕреймерĕм. Геннадий Васильевич Романов хуçалăхри ĕçсене вĕçлесе район центрне тухса та кайнă-мĕн. Кăнтăр тĕлне тин çаврăнса çитрĕ вăл. «Çăмăллăх кредичĕ илесшĕн çÿретĕп-ха, - терĕ «Янгорчино» производство кооперативĕн ертÿçи, - минерал удобренийĕсем туянасшăн».

16 çул хуçалăха ертсе пынă май ку отрасльти лару-тăрăва лайăх ăнланса, пĕлсе çитнĕ председатель. Çавăнпах-и яланах хĕлле - урапа, çулла - çуна хатĕрлеме тăрăшать. Çакă хуçалăх укçи-тенкине самай перекетлеме май парать. Хресченĕн вара кашни пусĕ тарпа кĕрет. Çуркунне икĕ хут хаклăрахпа удобрени туяниччен мĕншĕн халех янтăлас мар? Тата хĕрÿ тапхăрта унсăрах ĕç нумай.

Аслă пĕлÿллĕ çамрăк çĕршывшăн йывăр тапхăрта, рынок тытăмне куçнă вăхăтра лава кÿлĕннĕ. Ял хуçалăх отраслĕнчи улшăнусене, çĕнĕлĕхсене, чăрмавсене лайăх пĕлсе тăнă.

- Аса илсен роман та çырма пулать, - сăмахларĕ вăл. - Çак тапхăрта миçе çын ĕçрен каймарĕ-ши? Килекенсем те пулкаларĕç-ха, çапах сахал. Вун ултă çул каялла 370 çынпа ĕçлеме пуçларăм, халĕ 185-ĕн юлчĕç. Унччен хуçалăх пахча çимĕç, тĕш тырă, хăмла çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Юлашки вăхăтра ĕç алли, техника çителĕксĕррипе, тăкак ÿснипе çул-йĕре кăштах улăштартăмăр. Халĕ эпир ĕне выльăх ĕрчететпĕр, çĕр улми, тĕш тырă çитĕнтеретпĕр. Çакă пире тупăшлă ĕçлесе ĕлкĕрсе пыма çителĕклех.

- Кăçалхи сĕт хакĕ хуçалăх кĕсйине пушатса хăвармарĕ-и?

- Çапла. Пĕлтĕр сĕт сутнипе 3 миллион тенкĕ таса тупăш илнĕччĕ. Кăçал ĕмĕтленмелли çеç юлать, çак хисеп пĕр миллион тенкĕрен иртĕ-и? Мĕншĕн тесен çулла литр сĕте 7 тенкĕ те 50 пуспа кăна ăсатма тиврĕ. Кĕр енне хак хăпарчĕ-ха, çапах та пĕлтĕрхинчен 5, 5 тенкĕ йÿнĕрехпе сутатпăр. Куллен тăватă пин тонна яхăн сĕт ăсатсан та, хăй хаклăхĕпе шутласан, таса тупăш тăватă пинрен иртмест. Кăçал тата çанталăк çумăрлă тăни те сăвăма чакарчĕ. Çапах çулталăкра кашни ĕнерен 5500 килограмм сĕт сăвас шанчăк пур.

Тăкаксене чакарма, ĕç-хĕле çăмăллатма фермăсене тĕпрен юсаса çĕнетсех пыраççĕ. Виçĕ çул каялла çăмăллăх кредичĕпе, хăйсен укçи-тенкипе 200 пуç усракан ĕне фермине Швецире кăларнă сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. Çакă чĕр тавар пахалăхне палăрмаллах ÿстернĕ, тăкак та чакнă. Пилĕк çула илнĕ кредита, 1900 пин тенке, хуçалăх кĕске хушăрах татса тупăш çулĕ çине тăнă.

- Пĕлтĕр сĕтĕн сутлăх хакĕ пысăк пулни фермăна реконструкцилеме кайнă тăкака çăмăллăнах саплаштарчĕ те, - палăртать Геннадий Васильевич. - Кăçал 100 ĕне тăмалăх витене те сĕт пăрăхĕ вырнаçтарасшăн. Хальхинче хамăр укçа-тенкĕпех çĕнетесшĕн.

Ĕç çыннисене хаксен вылявĕ пăшăрхантарать. Капла шурлăха путмăпăр-и? Анчах пĕрре суйласа илнĕ çул-йĕртен мĕнле пăрăнăн?! «Янгорчино» хуçалăхра та ĕнесен йышне çулран-çул ÿстерсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 282 сăвакан ĕне, ĕне выльăх 700 пуçа яхăн. Хуçалăх ăратлăхпа та ĕçлет. Ятарлă свидетельство та илнĕ. Çулсерен ăратлă çамрăк пăрусене 30-40 таран сутаççĕ. Ăратлăха лайăхлатма республикăри, ытти регионти ятарлă предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çакă хуçалăхшăн хушма тупăш темелле. Шел, инкек çине синкек тенĕн кăçалхи экономикăпа финанс кризисĕ çĕр ĕçченĕсене те пырса çапнă. Кредит илме йывăрланнипе хуçалăхсем ăратлă выльăх сахалрах туянаççĕ.

- Çулталăк вĕçлениччен 20-30 пуç сутса ĕлкĕрĕпĕр-и? - теççĕ специалистсем.

- Апла, тен, сысна та ĕрчетме тытăнмалла? Кăçал вăл ытти тăкаксене те саплаштарма пулăшасси куç кĕрет?

- Сысна ĕрчетес пулсан 10-12 пин пуçран кая мар кирлĕ. Пушă, ирĕклĕ çурт-йĕр пулсан тытăнса пăхма юрать, анчах вăл пирĕн çук. Тата сысна какайĕн хакĕ те е хăпарса, е чакса кайнине манмалла мар. Эпир те çĕнĕ çултан, патшалăх стандарчĕн тытăмĕ çине куçсан, сĕт хакĕ ÿсессе кĕтетпĕр. Ун чухне тинех чăн сĕтпе напитока тĕрĕс палăртса хаклама тытăнĕç. Унсăрăн тăкаксенчен тухса пĕтме йывăр тивĕ.

Кĕтмен тупăш

Хуçалăхăн акакан-сухалакан лаптăк - 1330 гектар. Кÿршĕсен çĕрĕсене те арендăна илсе шуратса хăвараççĕ. Уй-хирте тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Кăçал тĕш тырă гектартан 31, 8 центнер тухнă. Уйрăмах çуртрисем ăнса пулнă. Çитес ака валли вăрлăх янтăланипе пĕрлех республикăри Апат-çимĕç фондне, Канаш элеваторне, Вăрнарти çăкăр йышăнакан пункта ăсатнă, кассăна 1500 пин тенкĕ пуянлатнă. Халĕ сутма пăрахнă ĕнтĕ. Тата выльăх-чĕрлĕхе те вăл самай кирлĕ, çулталăкра пĕр пин тоннăна яхăн каять. Ĕç çыннисене те хăй хакĕпе параççĕ.

Ÿсен-тăран отраслĕнчи тĕп тупăш çăл куçĕ - çĕр улми. 105 гектар çитĕнтернĕ кунта «иккĕмĕш çăкăра». Ăна комбайнсемпе, çынсемпе кăларса пуçтарнă. Кашни гектартан 338 центнер тухнă. Халĕ çимĕçе çынсем сортласа сутма хатĕрлеççĕ, упрама хураççĕ. Çуркунне сутма пĕр пин тонна хăварасшăн.

- Килограмĕ курттăмăн 6-7 тенке кайрĕ, - пĕлтерет Г. Романов. - Пирĕншĕн чăннипех кĕтмен пысăк тупăш пулчĕ кăçал. Ара эпир ăна килограмне 5-6 тенкĕрен ытла сутăнасса шанманччĕ. Пĕр тенкĕ те пирĕншĕн сисĕмлĕ. 2 пин тоннăран та кассăна 2 миллион тенкĕ хушма укçа кĕрет. Сĕт тăкакне çĕр улми саплаштарчĕ тейĕн.

- Çĕр улми хакĕ сасартăк хăпарса кайнине мĕнпе çыхăнтаратăр?

- Ăна пур регион та туса илеймест. Чăваш Енре вара вăл лайăх çитĕнет. Эпир тырăпа усламлă пулаймăпăр, çĕр улми вара тупăшлă. Çитес çул лаптăка 20-30 гектар ÿстересшĕн. Техника çителĕклĕ, çĕр улми сортлакан комплекс туянмалла кăна.

Техника тенĕрен, парка çĕнетме хуçалăх çуллен тăватă миллион тенкĕ тăкаклать. Çăмăллăх кредичĕпе, лизингпа та туянать. Уй-хирте хăватлă, çĕнĕ йышши техника хуçаланни савăнтарать ĕçченсене. Анчах ĕçсĕр юласси те пăшăрхантарать. Ертÿçĕ кĕрĕк арки йăвалама памасть-ха хальлĕхе. Апла шалу та пулать. Уйăхри ĕç укçи çулталăкра çичĕ пине ларать. Хĕрÿ тапхăрта ытларах та. Хуçине кура хуçалăхĕ тенĕ. Тăрăшуллă, çирĕп, мал туртăмлă ертÿçĕ патне çынсем туртăнни куç умĕнчех. Хальхи вăхăтра пĕр пушă ĕç вырăнĕ те çук. Агроном, инженер, зоотехник, механизатор, доярка... пурте тенĕ пек çамрăксем, вăй питтисем. Юлашки вăхăтра кăна аслă пĕлÿллĕ виçĕ специалист таврăннă.

- Çулталăк вĕçленесси нумай юлмарĕ темелле, тăкаксене саплаштарма, тупăшлă вĕçлеме вăй çитерĕ-ши хуçалăх?

- Палăртнинчен сахалрах пулĕ паллах. Çапах çулталăка 7-8 миллион тенкĕ таса тупăшпа вĕçлессе шанатпăрах. Ĕçчен те пултаруллă коллективпа мĕнле-ха унсăрăн?

Чăн та, «Янгорчинăра» маттур, хисепе, ăшă сăмахсене тивĕçлĕ çынсем сахал мар. Александр Раков, Леонид Леонидов, Владимир Никифоров, Виталий Магушов, Геннадипе Владимир Семеновсем, Анатолий Моисеевпа Андрей Моисеев механизаторсем, Валерий Тарасов дояр, Алевтина Тарасова, Ирина Няга, Светлана Ярошенко, Ирина Иванова, Роза Степанова дояркăсем, Ираида Никифорова, Петр Черкасов, Роза Анисимова, Еленăпа Елизавета Ваганина специалистсем тата ыттисем те. Тăрăшуллисене хуçалăхран хаклă парнесем кĕтĕç. Пĕрлех «Хресчен сасси» хаçат та. «Хресчен хаçачĕсĕр мĕнле-ха, - терĕ Геннадий Васильевич, - кашни килех çиттĕр тесе хуçалăх шучĕпех çырăнтарса паратпăр».

- Ял хуçалăх ĕçченĕсене чăтăмлăхшăн, ăнланулăхшăн, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Малашне те ăнăçу, çитĕнÿ савăнтартăр пире, - вĕçлерĕ сăмахне Г. Романов.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика