АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял малашлăхĕшăн, çĕр çынни ырлăхĕшĕн

14 ноября 2008 г.

Чăваш Ен халăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрекен банксем хушшинче акционерсен «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕ хăйне уйрăм вырăн йышăнать. Финанс учрежденийĕн пулăшăвĕпе регионти агропромышленность комплексĕ те, хăйсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă çынсем те анлăн усă кураççĕ.

Анчахрах çĕршыври тыр-пул ăстисем хăйсен професси уявне палăртрĕç. Чăваш Енре вара, йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн иртет. Чаплă уяв умĕн «Раççей ял хуçалăх банкĕн» Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Николаевна Письменская республикăри АПК аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрĕ пирки хăйĕн шухăшĕсене уçса пама кăмăл турĕ.

_ Пĕлетĕр ĕнтĕ, РФ Правительствин 2000 çулхи постановленийĕпе килĕ-шÿллĕн Раççей ял хуçалăх банкне аграри секторĕн финанспа кредит тытăмне çирĕплетме йĕркеленĕ. Банк капиталĕ 100 проценчĕпех патшалăхăн шутланать. Кредитсем парас ĕçре банк харпăр хăй капиталĕн калăпăшĕпе çĕршыври 200 пысăк банк хушшинче 4-мĕш вырăн, активсен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе 100 банк хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Банк вăй илнĕçем вăй илсе пырать. Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, вăл «Çулталăкри чи хăвăрт аталанакан банк» номинацире «Раççейĕн финанс элити» премие тивĕçрĕ.

_ Раççей ял хуçалăх банкĕн республикăн аграри секторне аталантарас ĕçри пĕлтерĕшĕ мĕнлерех-ши;

_ «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешÿ «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕн мĕнпур енĕсене пурнăçа кĕртекен тĕп тытăмсенчен пĕри. Чăваш Ен территорийĕнче наци проектне пурнăçа кĕртесси республика правительствипе «Раççей ял хуçалăх банкĕ» 2006 çулхи октябрь уйăхĕн вĕçĕнче тунă килĕшÿ тăрăх пулса пырать. Килĕшÿ çырнă хыççăн «Раççей ял хуçалăх банкĕн» Чăваш Енри филиалĕ ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене кредит парас ĕçе палăрмаллах вăйлатрĕ. Ĕçе лайăх йĕркеленине кура Чăваш Ен хресченĕсем наци проекчĕн нумай кăтартăвĕпе çĕршывăн ытти регионĕнчи ĕçтешĕсенчен иртсе кайма пултарчĕç.

Банкирсем хуçалăх тытакансене, çурт-йĕр тума, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене çĕнетсе улăштарма кредит парас енĕпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Регионти филиалпа районсенчи хушма офиссем наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе выльăх-чĕрлĕх витисем тума тата çĕнетсе улăштарма республикăн 50 агропромышленность организацине çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтернĕ. Банк пĕтĕмпе 1936 миллион тенкĕлĕх укçа уйăрнă. Уйрăмах пысăк проектсем Шупашкар районĕнче «2007 çулта хута янă «Сувар-2» выльăх-чĕрлĕх комплексĕ», Тăвай районĕнче ««АККонд-Агро» сĕт-çу комплексĕ, 2008 çул» пурнăçа кĕнĕ. Вăрнар районĕнчи «Вăрнар аш-какай комбинатĕнче», Шупашкар районĕнчи «Шупашкар чăх-чĕп фабрики» тулли мар яваплă пĕрлешÿре, Ленин ячĕллĕ колхозра выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене реконструкциленĕ. Çурт-йĕр çавăрнипе пĕрлех аграрисем ăратлă выльăх-чĕрлĕх те нумай туянаççĕ. Банк çак тĕллевпе 36 ял хуçалăх предприятине 109, 4 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.

Уйрăм хуçалăх тытакансене пĕтĕмпе 2, 2 миллиард тенкĕлĕх 13, 5 пин кредит панă. Ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене кÿнĕ пулăшу та курăмлă _ 119 миллион тенкĕ. 42 кооператив укçа-тенкĕ илме килĕшÿсем çырнă. Банкпа хресчен-фермер хуçалăхĕсем те тачă çыхăнса ĕçлеççĕ _ паянхи куна 85 хуçалăха 106, 7 миллион тенкĕлĕх кредитпа тивĕçтернĕ. Инвестицисем пулăшнипе Канаш районĕнче халĕ ял хуçалăх пасарĕ çĕкленет.

_ 2008 çултанпа çĕршывăн агропромышленность комплексĕ Патшалăх программипе килĕшÿллĕн аталанса пырать. Документа пурнăçлас ĕçре «Ял хуçалăх банкĕн» пĕлтерĕшĕ, паллах, питĕ пысăк ĕнтĕ.

_ «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ Ял хуçалăхне çитес пилĕк çуллăхра аталантармалли Патшалăх программине кал-кал куçса пырса кивçен памалли майсене палăрмаллах анлăлатрĕ. Кăçалхи июнь пуçламăшĕнче Раççей правительствин председателĕн çумĕ Виктор Зубков хутшăннипе «Раççей ял хуçалăх банкĕпе» Чăваш Ен Правительстви яла аталантармалли Патшалăх программине пурнăçа кĕртес енĕпе пĕрле ĕçлес пирки килĕшÿ турĕç. Раççей ял хуçалăх банкĕ Чăваш Ене çитес 5 çул хушшинче пĕтĕмпе 10 миллиард тенкĕрен кая мар кредит пама тĕллев лартать, çав шутран АПК организацийĕсемпе предприятийĕсене _ 8 миллиард тенкĕрен кая мар.

Килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕ _ Патшалăх программин тĕп енĕсене аталантарма укçа-тенкĕ нумайрах илме майсем туса парасси. Ял хуçалăх банкĕпе республика правительстви тупăшма пултаракан ял хуçалăх продукцийĕ илессине ÿстерес тĕллевпе вăйсене пĕрлештерчĕç, çавна май патшалăхăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетес ĕçе хăйсен тÿпине хыврĕç.

_ Ял хуçалăх банкĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарăр-ха;

_ Ял хуçалăх банкĕ çирĕп тытăмлă банк статусне сыхласа хăварнипе пĕрлех хушма офиссен шутне ÿстерес тĕлĕшпе те малалла ĕçлет. Раççей территорийĕсенчи подразделенисен хисепĕпе банк çĕршывра иккĕмĕш вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн 80 субъектĕнче унăн уйрăмĕсем пур, хуласемпе районсенче 1300 хушма офис ĕçлет. Чăваш Енре пурăнакансене кредит илме ытларах майсем туса парас тесе регион филиалĕ 16 район центрĕнче тата Шупашкарта 17 хушма офис, 5 район центрĕнче 5 представительство уçнă. Банк ÿсĕмсемпе лăпланса лармасть. Уйрăмах пысăк ял тăрăхĕсенче, çынсем банк пулăшăвĕпе хастар усă куракан вырăнсенче 13 представительство ĕçлет. Ноябрь вĕçĕнче Пăрачкавпа Улатăрта хушма офиссем халăха йышăнма пуçлĕç. 2009 çулта вара вĕсем республикăн мĕнпур районĕнче ĕçлеме тытăнĕç. Çапла вара регионти филиал хăйĕн стратегиллĕ тĕллевне пурнăçа кĕртет _ Чăваш Енĕн пур районĕнче те хушма офиссем уçать.

_ Банкăн Чăваш Енри филиалĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕпе пĕрле «ял банкирĕсем» хатĕрлет. Çак енĕпе лару-тăру мĕнлерех;

_ Банкăн хушма офисĕсене уçнă май ăста кадрсем çителĕксĕрри палăрчĕ. Филиал уйрăмĕсене квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтерес тĕллевпе пĕлтĕр банкпа Чăваш ял хуçалăх академийĕ студентсене вĕрентсе хатĕрлеме, çулсерен филиалăн хушма офисĕсенче практика ирттерме тата кайран ĕçе вырнаçтарма килĕшÿ турĕç. 2013 çулччен хушма офиссем валли 50 специалист вĕрентсе хатĕрлемелле. 2007 çулта «Бухгалтери шутлавĕ, банксенчи тата ытти укçа-тенкĕпе кредит учрежденийĕсенчи анализпа аудит» специализацие вĕрентме 28 çынран малтанхи ушкăн йĕркеленĕ. Çак енĕпе ĕç малалла пырать. Кăçал та 16 çамрăк вĕренме тытăнчĕ.

_ «Раççей ял хуçалăх банкĕ» паян çĕр ĕçченĕсене мĕн сĕнме пултарать;

_ Пирĕн банк нумай енлĕ кредит паракан учреждени, çавăнпа расчетпа касса тивĕçтерĕвĕнчен «вклад, валюта улăштарни, укçа куçарни тата ытти те» пуçласа тĕрлĕрен программăпа кредитласси таранах ыйтăва татса парать. Чи малтан, паллах, уйрăм, фермер-хресчен хуçалăхĕсене, ял хуçалăх потребитель тата кредит кооперативĕсене кредитсемпе тивĕçтерессипе. Çавăн пекех эпир халăхăн укçи-тенкине тупăшлă процент ставкипе вклада йышăнатпăр, «Вестерн Юнион» тытăмĕпе укçана тĕнчипех куçаратпăр.

Хальхи вăхăтра банкăн пластик карттин программи те сарăлса, вăй илсех пырать. Уйрăм карточка илекен пирĕн клиентсем хăйсен укçа-тенкĕ ыйтăвне _ кредит тÿлесси, вклад хывасси _ пластик карттипех татса параççĕ. Банкăн Канашри хушма офисĕнче пĕр банкомат вырнаçтарнă ĕнтĕ. Ку пирĕн малтанхи утăмсем кăна-ха. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле банкăн Чăваш Енри филиалĕнче тата ытти хушма офисĕнче те вĕсене вырнаçтарĕç.

_ Халăха кÿрекен çăмăллăхсене пăхмасăр Раççей ял хуçалăх банкĕ кредитсем пама пăрахнă текен сас-хура та çÿрет;

_ Сас-хурана ан ĕненĕр. Паратпăр, анчах кредитпа тивĕçтерес йĕркене кăштах хытарнă. Тĕнчере финанс кризисĕ алхасса кайнине пăхмасăр «Раççей ял хуçалăх банкĕ» хăйне çирĕп туять. Мĕншĕн тесен кредит паракан хăш-пĕр организаципе пĕрлех вăл та 100 проценчĕпех патшалăхăн шутланать, банк ĕçĕ-хĕлне патшалăх хÿтĕлет. Çĕршывра лару-тăру йывăрланнине кура банк укçа-тенкĕ çителĕклех янтăласа хунă, хальхи вăхăтра çакă клиентсем умĕнчи тивĕçне лăпкăнах пурнăçлама пулăшать. Банк яланхи йĕркепех ĕçлет. Хальхи вăхăтра филиалсем кĕске «1 çул таран» тата вăрах вăхăтлăх «5 çулччен» кредитсем парас ыйтусене пăхса тухса йышăнма хатĕр. Банк правленийĕн йышăнăвĕпе Чăваш Енри филиала 300 миллион уйăрнă. Укçа ака-суха ĕçĕсене ирттерме «çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минерал удобренийĕсем туянма, пулас тухăçа страхлама тата ытти те» каймалла. Уй-хир ĕçĕсене ирттерме кредит 2009 çулхи апрель уйăхĕччен илме май пур. Çапла вара агропромышленность комплексне вăхăтра тата тивĕçлипе пулăшма филиалăн укçа çителĕклех.

_ Мĕнле шутлатăр, аграри секторĕпе ял кредит илесси ÿсĕ-ши;

_ Паллах. Пысăк ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем çулран-çул тĕрлĕ ял хуçалăх ĕçĕсем ирттерме кредит илеççĕ. Юлашки çулсенче фермерсем, уйрăм çынсен хуçалăхĕсем те вăйлăрах аталанаççĕ. Производство калăпăшĕ хăпарнă май çаврăнăшри укçа-тенкĕ те ÿссех пырать.

Паян нумайăшĕ хăйĕн аллипе ăсне ытларах шанмаллине ăнланса илчĕ ĕнтĕ. Патшалăхпа пирĕн банк тĕллевлĕ кредитсемпе мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çынсене пулăшма тăрăшаççĕ те. «Аграри» банкĕ çăмăллăхсемпе ытларах çынсене тивĕçтерет. Пысăк хуçалăх-и е аякри ялти пĕчĕк уйрăм хуçалăх _ пирĕншĕн кашни клиент хаклă. Ялта пурăнакан банка килет, эппин, вăл пулăшу кĕтет. Пирĕн ĕç-хĕл, паллах, çак ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме пулăшасси.

- Эсир чăваш хресченĕсене уяв ячĕпе саламласа мĕн суннă пулăттăр?

- Манăн Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕнче вăй хуракан ырă, хаклă çынсене çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çутă шанчăк, ăнăçу сунас килет. Пирĕн плансемпе шухăшсем пурнăçланасса, ĕмĕтсем çитсе пырасса çирĕп шанатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика