АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленÿллĕ ĕмĕт-шухăшпа

14 ноября 2008 г.

«2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукчĕсен, чĕр таварăн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси» Патшалăх программи агропромышленность комплексне çĕнĕ шая çĕкленме, аталанма, рынокра çирĕпленме пулăшасси куçкĕрет. Вăл пурнăçа кĕресси, паллах, вырăнта мĕнле ĕçленинчен те нумай килет. Программа вăй илме тытăнни Елчĕк тăрăхĕнче сисĕнет-ши; Пирĕн тĕпелте - Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Н.Н. Ильина.

- Нина Николаевна, мĕнле шутлатăр, Патшалăх программи ял хуçалăхне çĕклеме вăй çитерейĕ-ши?

- Паллах. Умри чылай йывăр ыйтăва татса пама пулăшĕ вăл. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕ умĕнчи пысăк йывăрлăх - техника паркне çĕнетесси. Çулсерен пĕрер трактор туянни çителĕксĕр. Кĕске хушăра, 4-5 çулта, ăна тĕпрен çĕнетмелле. Вара тин тупăш çулĕ çине тăрăпăр. Çак çитменлĕхе пĕтерессипе ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Чăваш Ен ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕ тунă килĕшĕве тĕпе хурса техника туянатпăр. Хальхи вăхăтра 5 комбайн, 12 трактор илнĕ. Ку çителĕксĕр, мĕншĕн тесен техника паркĕн 5 проценчĕ çеç çĕнелнĕ. Апла ĕçлемелли пайтах. Пирĕн вара 70-80 процент таран кивелсех çитнĕ. Патшалăх программи çак ĕçе хăвăртлатма, лару-тăрăва улăштарма пулăшас шанчăк кÿрет.

Кăçал та район уй-хирне икĕ çĕнĕ «хир карапĕ» тухрĕ. Тĕш тырă комбайнне «Прогресс» хуçалăхпа Анатолий Петров фермер туянма вăй çитерчĕç. Çĕнĕ хăватлă техникăн усси куçкĕрет. «Прогресс» хуçалăхра вăл 22 пин центнер тырă çапса тĕшĕлерĕ. Тăкакĕ те сахал. Пирĕн енче нумайăшĕ халĕ те «Нивăсемпе» усă курать-ха. Тыр-пул ăнса пулнă май вĕсем пысăк тăкак кăтартрĕç. Ертÿçĕсен шутламалăх пур. Çавăнпах-и çĕнĕ комбайнсем илес текенсем нумайланчĕç. Анчахрах ял хуçалăх министерствинче РФ Перекет тата Ял хуçалăх банкĕсен вырăнти филиалĕсен ертÿçисем пухăнса çитес çул кредит илме палăртнă хуçалăхсене пăхса тухрĕç. Елчĕк енчен 14 хуçалăх техника туянма нумай çуллăх çăмăллăх кредичĕ, 80 миллион тенкĕлĕх, заявка панăччĕ. Вĕсем пурте комисси витĕр тухни савăнтарчĕ. Çакă хуçалăхсемшĕн пысăк пулăшу. Тата техника туянсан та икĕ çултан тин тÿлеме тивни хресчене сывлăш çавăрса яма парать. Çитменнине патшалăх кредит процентне те «95 процент таран» субсидилет. Апла мĕншĕн унпа усă курас мар? Хăйсен вăйĕпе илме хуçалăхсен укçи çителĕксĕр, лизингпа ытла та хакла парать.

К. Маркс ячĕллĕ хуçалăх вара выльăх-чĕрлĕх фермине те реконструкцилесшĕн, холодильник вырнаçтарасшăн. Каллех çăмăллăх кредичĕпе. Кăçал районта 65 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Техника туяннипе пĕрлех «Рассвет», «Труд» хуçалăхсем фермăсене юсаса çĕнетнĕ. Программăпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыни хуçалăхсене ура çине çирĕп тăма пулăшасса шанатăп. Юлашки вăхăтра улшăнусем куç умĕнчех пулса иртеççĕ.

- Программа тăрăх, суту-илÿре вырăнта туса илекен апат-çимĕç 70 процент таран йышăнмалла. Апла уй-хир культурисен кăтартăвне те ÿстерме тивет. Ку енĕпе çитĕнÿсем сисĕнеççĕ-и? Тата çуркунне район ертÿçисем тĕш тырă гектартан 35 центнертан кая мар илме шантарни те асрах-ха...

- Çĕр хăйне пăхнине юратать, çакна пула тухăç парать. Кирлĕ чухлĕ удобрени хывсан, вăрлăха çĕнетсен, çĕр технологине пăхăнса ĕçлесен тухăçа та, тупăша та ÿстерме пулать. Хальхи вăхăтра тĕп тĕллев - палăртнă çулпа утасси, 1992 çулти кăтартусем патне çитесси. Çав тапхăрта район 63 пин тонна тырă илнĕ. Кăçал вара - 46 пин тонна. Пилĕк çулта çĕнсе илетпĕрех çав чикке.

Чăн та, çуркунне калчасем парка шăтса тухни пысăк шанчăк панăччĕ. Анчах районти вăтам кăтарту гектар пуçне 29, 5 центнер çеç. «Прогресс», «Комбайн», «Свобода», «Сатурн», «Звезда» хуçалăхсен вăл 39-46 центнерпех танлашрĕ-ха. Карл Маркс, «Арланово», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче çĕр ĕç технологине пăхăнманнипе, кивĕ техникăпах уй-хире тухнипе кăтарту та пĕчĕк. Фермер хуçалăхĕсенче те лару-тăру начар. Çавăнпах район вăтам кăтартăвĕ те палăртнинчен пĕчĕкрех пулчĕ.

Çĕр улми 1992 çулта пирĕн тăрăхра 2200 гектар йышăннă пулсан, халĕ - 630. Ку енĕпе Патăрьел, Комсомольски районĕсем хыççăн туртăнмаллах. Çĕр улми пысăк тупăш кÿни паллă. Кăçал гектар пуçне 190 центнер илнĕ. Çав вăхăтрах «Клевер» пĕрлешĕвĕн «ертÿçи В. Максимов», Цветков фермер хуçалăхĕн кăтартăвĕ 330-350 центнер. Малашне «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ ÿсес шанчăк пур. «Сатурн» хуçалăх та 70 гектара çитересшĕн. «Аранчеево» пĕрлешÿ те çĕр улми лартасшăн. Апла «иккĕмĕш çăкăрпа» та плана тултаратпăр. Елчĕк енче тĕш тырăпа, выльăх-чĕрлĕхпе ытларах ĕçлеççĕ. Ял хуçалăхĕнче çакă çителĕксĕр. Çакна ертÿçĕсем те ăнланса илчĕç. Ÿсен-тăран отраслĕнче тырă çитĕнтернипе çеç тупăш илеймĕн. Кăçал унăн хакĕ те чакрĕ. Хăй хаклăхĕ 3 тенке ларчĕ пулсан, 4-4, 5 тенкĕпе çеç сутатпăр. Çĕр улмин вара ÿссе кайрĕ, унпа ĕçлекенсем мĕн чухлĕ тупăш илчĕç.

- Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарнă май 2012 çул тĕлне рынокра вырăнти аш-какай, сĕт продукчĕсем те 69, 6-81, 1 процент йышăнĕç. Елчĕк ĕçченĕсен тÿпи мĕнле пулĕ-ши?

- Выльăх-чĕрлĕх отрасльне васкавлăн аталантарма хуçалăхсем фермăсене çĕнетме çăмăллăх кредичĕсем илнине асăнтăм ĕнтĕ. Çĕнĕлле ĕçлеме пуçăнни кăтартусене палăрмаллах лайăхлатрĕ. Кăçалхи 9 уйăхра сĕт илесси, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 113, аш-какай 104 процента çитнĕ. Иртнĕ çул ĕне пуçне районĕпе 4214 литр сĕт сунă пулсан, кăçал 4600-а çитерĕпĕрех. Ĕнесен хисепĕ те чакман. «Кушка» хуçалăх кăçал 30 пуç ăратлă выльăх туянчĕ. «Победа» хуçалăхра ĕне пуçне çулталăкра 7 пин литр сума палăртнă. Сĕт хакĕ пĕчĕкрех ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вăл топливо хакĕпе пĕр пек пулмалла, эпир вара 8, 5 тенкĕпе ăсататпăр. Çавăнпа тупăшлă ĕçлеме çулталăкри сăвăм кăтартăвĕ 4 пин килограмран кая пулмалла мар. Унсăрăн тăкак çеç кÿрĕ. Пĕлтĕр сысна хакĕ чакни чылай фермăна пушатса хăварчĕ, 2100 пуç таранах. Халĕ чавса çыртмалли кăна. Мĕншĕн тесен какай хакланса кайрĕ çеç мар, патшалăх сутнă кашни килограмм аш пуçне 10 тенкĕ субсиди парать. «Прогресс» хуçалăх акă çур çулта аш сутнăшăн икĕ миллион тенкĕ субсиди илчĕ. Ку хушма тупăш, сутнă какайшăн тата? Халĕ каллех сысна фермисем тулма тытăнни савăнтарать. Апла патшалăх программине пурнăçланă çĕрте Елчĕксен тÿпи те палăрмаллах пулĕ.

- Приоритетлă наци проекчĕ çĕршывра тупăшлă ял хуçалăх предприятийĕсене 58 процентран 73-е çити ÿстерме май пачĕ...

- Тупăшлă ĕçлекен хуçалăхсен хисепĕ районта та ÿсрĕ. Кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕпе 24 хуçалăхран 23-шĕ тупăшлă. Йывăр ĕçлекен предприятире те ертÿçĕне улăштарнă, вăл ĕç-хĕле кирлĕ пек йĕркелесе ярас шанчăк пур. Унччен «Надежда» хуçалăх арканнипе унта фермерсем тымар ячĕç. Вĕсене те пĕр пысăк фермер хуçалăхне пĕрлештересшĕн. Кашни 50-60 гектар çĕрпе, кивĕ техникăпа ĕçленипе малалла каяймăн.

- Мĕн акатăн, çавă шăтать тенĕ. Патшалăх программипе элита вăрлăх акакан лаптăкăн 15 проценчĕ таран йышăнмалла. Халĕ вара вăл 8 процент кăна-ха. Çавăнпах-и тухăç та пĕчĕк-тĕр.

- Районта вăрлăх енĕпе аван ĕçлеççĕ. Акакан лаптăкăн 15 процентне элита вăрлăх йышăнать ĕнтĕ. Малашне татах ÿсĕ вăл. Минерал удобренийĕсем хывасси те çулран-çул лайăхланать. 2006 çулта 700 тонна удобрени уй-хире тухнă пулсан, кăçал - 2400 тонна. Удобрени туянма кайнă тăкакăн 50 процентне патшалăх саплаштарать пулсан, мĕншĕн усă курас мар? Апла тухăç илесси те ÿсĕ.

- Нина Николаевна, агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен уявне мĕнле кăмăлпа кĕтсе илетĕр?

- Çĕкленÿллĕ кăмăлпа, пысăк шанчăкпа. Патшалăх ятарлă программа йышăнни пире, ял ĕçченĕсене, малалла утма, аталанма вăй-хăват хушать, савăнтарать.

Манăн хаçат урлă ĕçченсене тăван çĕртен йывăр вăхăтра уйрăлса кайманшăн, атте-анне çĕрĕ çинчех ĕçлесе, çурт лартса, ача-пăча ÿстерсе яла тата илемлĕрех тума тăрăшнăшăн тав тăвас килет. Уяв ячĕпе саламлатăп сире пурне те!

Л. АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика