АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нотариусăн хура ĕçĕ

14 ноября 2008 г.

Вăрнар районĕнчи Павлов «хушаматне улăштарнă» нотариусра пĕрремĕш çул мар тар тăкать ĕнтĕ. Анчах ĕçĕ-хĕлĕ ытла та «хĕсĕк» пек туйăннă-ши, ăна сарма шутланă. Служба вырăнĕпе усă курса хайхи хура ĕçе кÿлĕннĕ. 2007 çулхи февраль-октябрь уйăхĕсенче Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн укçине çине тăрсах хăйĕн ячĕпе куçарма пикеннĕ. Завод ăна «Август» фирмăн акцийĕсене туянакансемпе татăлма куçарса панине пĕлмен тейĕн. Пĕлнĕ-ха, анчах 786656 тенкĕ сăмса айĕнчех выртать пулсан мĕнле чăтăн усă курмасăр?

Ултав çиеле тухсан районти шалти ĕçсен пайĕ темиçе хут та уголовнăй ĕç пуçарассине чарса лартма хăтланнă. Анчах прокуратура кукăр алăллă нотариуса пăтранчăк шывра пытанма паман, туртса кăларнă. Кăсăруклисем ирĕксĕрех ĕçе тĕплĕнрех тĕпчеме пикеннĕ - прокуратурăна хирĕç сураймăн çав.

Çулăмăн чĕлхи вăрăм

Каç енне Тăвай районĕнчи Йăнтăрччă ялĕнче сасартăк шыв башнин будки çунма пуçланă. Çынсене самай тĕлĕнтернĕ çакă. Никам та пурăнман çурт мĕнле хыпса илтĕр-ха? Пушара ача-пăча асăрханă, çийĕнчех аслисене пĕлтернĕ, вĕсем - пушар хуралне. Будкăна çулăмăн вăрăм чĕлхинчен пушар хуралĕ те çăлайман. Хĕрлĕ автана лăплантарсан арçын виллине тупнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, пушар арçын вутпа асăрханусăр пулнипе тухнă та.

Тăвай районĕнче тепĕр инкек те сиксе тухнă. Тенеялĕнче 68 çулти кил хуçи çуралнă кунне хĕрĕпе паллă тунă. Мăнукĕсем вара аслисемпе уяв сĕтелĕ хушшине ларман, çывăрнă. Вуннăри арçын ача сăмсана çуракан шăршăпа вăранса кайнă, хăраса ÿкнĕскер тÿрех чÿречерен сикнĕ. Кăшт вăхăт иртсен вут-çулăмра çиччĕри йăмăкĕ юлнине аса илнĕ те çăлма чупнă, анчах кая юлнă.

Пушар хуралĕ çитнĕ тĕле çурт-йĕр шарлаттарса çуннă. Унта кил хуçин, хĕрĕн тата мăнукĕн пурнăçĕ татăлнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, инкек кил хуçисем чĕлĕм туртнă чух асăрханусăр пулнипе тухнă.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 1129 пушар алхаснă, 38, 7 миллион тенкĕ тăкак кÿнĕ. Çулăмра 93 çын вилнĕ, çав шутра 5 ача.

Л.АЛА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика