АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куккурус ашшĕ

14 ноября 2008 г.

Юрий Лужков Никита Хрущевăн историлле йăнăшне тÿрлетесшĕн - хăй вăхăтĕнче çур çĕршыва акма хăтланса пăхнă куккурусăн чапне тавăрасшăн.

Иртнине кăштах аса илер-и?

1955 çулта КПСС Тĕп Комитечĕн генеральнăй секретарĕ Никита Хрущев Америкăна кайса килнине ватăсем лайăх астăваççĕ пулĕ. Хăйĕн историлле çул çÿревĕнче вăл «уй-хир патши» - куккурус ÿстерекен Гарст фермер хуçалăхне çитсе курать те ача пек хĕпĕртесе ÿкет. Епле савăнмăн-ха! Тутлă та паха çăкăр пĕçермелли тĕшĕсен шучĕ те çук. Выльăх-чĕрлĕх валли сĕтеклĕ ешĕл апат вара тата та нумайрах.

Вăт тĕлĕнтермĕш, пĕр культура пĕтĕм çĕршывăн апат-çимĕç программине пурнăçлама май парать иккен - халăха çăкăрпа, аш-какайпа, сĕтпе тивĕçтерме пултарать. КПСС Тĕп Комитечĕн черетлĕ пленумĕнче Казахстанран пуçласа Таймыр таран куккурус акма çеç кăтарту памалла - пулчĕ те. Çапла е çавăн евĕрлĕ шухăшланă пулас Хрущев Америкăран таврăннă май.

Чăнах та, кĕçех хушу кăларать вăл. Пĕтĕм çĕршывĕпех куккурус акса та хураççĕ.

Пысăк ĕмĕт-тĕллевпе хавхаланнă Никита Сергеевич пĕр япалана шута илмен - куккурус ăшша юратакан ÿсен-тăран-çке, Архангельск облаçĕнче те, Чукоткăра та кам та пулин хушнипе ÿсмест.

Çапах та 1950 çулсем варринче Днепропетровскра ятарласа уçнă куккурус институчĕн селекционерĕсене ырламасăр тăма май çук. Вĕсем ял хуçалăх культурин сивве тÿсекен тăватă сортне тата вун сакăр гибридне кăларма вăй çитернĕ. Анчах çакă та кĕтнĕ кăтартусемпе савăнтарман. Пĕтĕм çĕршывĕпех куккурус çитĕнтерес тутлă ĕмĕт тăнчах путланнă. «Уй-хир патши» иккĕмĕш çăкăр пулса тăрайман. Çапах та намăспа вĕçленнĕ ăнăçсăр сăнавран та тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума май пур.

Юрий Лужковăн çĕнĕ меслечĕ

Çурçĕр широтисенче те куккурус ÿстерес тесе унтанпа сахал мар вăй хунă. Çак ĕçе Мускав мэрĕ Юрий Лужков та хăйĕн тÿпине хывма шут тытнă. Пурнăçа мĕнле кĕртесшĕн-ха вăл тĕллевне?

Кăçалхи апрель уйăхĕнче Мускав кăлави ăшах мар тăрăхсенче куккурус ÿстермелли çĕнĕ мелпе паллаштарнă. Мĕнпе пуçса çимелле-ши çав технологие? Куккурус тĕшшине ятарлă макрокапсулăна, пĕчĕк çĕр улми пысăкăш шарике вырнаçтараççĕ. Капсула ăшĕнче ятарлă органика удобренийĕн хутăшĕ пур. Куккурус тĕшшине çак тутлăхлă вырăна хурса çуркунне уя акаççĕ. Капсулăри органикăллă хутăшпа апатланакан калча ÿсме вăй пухать, çурхи сивĕрен хăрамасть.

- Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе çĕклеме белокран пуян апат кирлĕ, çав апата куккурус парать, - тенĕччĕ Мускав мэрĕ апрельте специалистсемпе журналистсене. - Çурçĕрти регионсенче çак культурăна хăй вăхăтĕнче Хрущев ăнăçсăр ÿстерме хăтланса пăхнинчен хăрама кирлĕ мар.

Американецсем те тĕлĕннĕ

Кăçалхи çуркунне Мускав облаçĕнче Серпухов районĕнче пысăк лаптăк çинче Лужков мелĕпе акнă куккурус мĕнле çитĕннĕ-ши?

Çĕнĕ технологипе паллашма СШАн Аригон штатĕнчи специалистсем те килсе кайнă. Вĕсем ку енĕпе пысăк ăстасем пулнине пурте пĕлетпĕр. Америкăра пĕрчĕллĕ культурăсем валли уйăрнă ултă гектар çĕртен пиллĕкĕшĕнче куккурус ÿстереççĕ.

Юрий Михайлович хăнасене чăн-чăн фермер пек кĕтсе илнĕ - курткăпа, джинс шăлаварпа, резина атăпа тата чапа тухнă кепкăпа. Аллинче - вăрăм шăчă.

- Курăр-ха, хĕвеллĕ кунсем сахалтарах тăчĕç пулин те «уй-хир патши» виçĕ метр ытла çитĕнчĕ, - тенĕ вăл сăнав лаптăкĕнчи чăтлăхра утнă май. Самаях шултра та сĕтеклĕ ÿснĕ куккурус пуçĕсем американецсене те тĕлĕнтернĕ.

Специалистсен

шухăшĕсем

Куккуруса Çурçĕр тăрăхĕсенче те çитĕнтерме пулать-ши?

- Ку шухăш çĕнĕ мар, - тет биологи ăслăлăхĕсен докторĕ Евгений Прохоров. - Сивве тÿсĕмлĕ кирек мĕнле ÿсен-тăран сорчĕ, çав вăхăтрах куккурус та, кăларма вун-вун çул кирлĕ. Çапах та 50-мĕш çулсен вĕçĕнчех Тула облаçĕнче начарах мар куккурус туса илнĕ, ку тăрăхра сивве тÿсекен сортсем халĕ те акаççĕ. Анчах та çурçĕр районсенче ку ÿсен-тăрана выльăх апачлĕх çеç ÿстерме май пур, хальлĕхе вăл апат-çимĕç программине татса пама пулăшаймасть.

Патшалăх Думин депутачĕ, чапа тухнă Василий Стародубцев Хура тăпраллă мар тăрăхра куккурус çитĕнтерес шухăша ырлать, хăй те ку енĕпе çитĕнÿсем тунă.

- Лужков кирлĕ те усăллă ĕç пуçарнă, - тет Василий Александрович. - Паллах, тĕшше капсулăра ÿстерес шухăш çĕнĕ мар. Куккурус вăрлăхне парафинпа хуплани те лайăх кăтартусем парать. Юрий Михайлович вара капсулăна тутлăхлă япаласемпе пуянлатса калчана хăвăртрах аталантармалли май тупнă. Çапах та Хура тăпраллă мар тăрăхра куккурус акса илес мĕнпур чăрмава татса паман-ха. Сăнав лаптăкĕсенчи кăтартусем япăхах мар пулин те çĕнĕ технологие анлăн тĕрĕслесе пăхмалла. Сăмахран, хальлĕхе капсула май пуçламăшĕнчи сивĕсенчен çеç сыхлать-ха, анчах та çанталăк май вĕçĕнче те, июнь пуçламăшĕнче те шăнтать-çке. Çавăнпа та хăвăрт çитĕнекен çĕнĕ сортсем кăлармалла, ку вара вăраха пыракан йывăр та тертлĕ ĕç. Лав вырăнтан тапраннă ĕнтĕ, ку питĕ аван. Сивве тÿсĕмлĕ, ир çитĕнекен сортсем пулсассăн кĕçех куккурус çитĕнтермелли çĕнĕ промышленность технологийĕ те çуралĕ.

Мускав мэрĕ хăй

сăмахĕсенчен чакман

Мускавра анчахрах иртнĕ Раççей агропромышленность комплексĕн «Ылтăн кĕркунне» куравĕнче Юрий Лужков каллех хăй пуçарнă ĕç пирки сăмах хускатнă. Ун шучĕпе, куккурус çитĕнтересси ял хуçалăх производствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

- Раççей 3 миллион тонна куккурус туса илет, - тенĕ вăл выставкăна хутшăннисем умĕнче каланă сăмахĕнче. - Хамăра хамăр апат-çимĕçпе тивĕçтерес тесен пире 50-60 миллион тонна кирлĕ. Куккурус ÿстересси çĕршывра стратегилле тĕллев пулса тăмалла! Белокран пуян ÿсен-тăрансем çитĕнтерме пуçламасăр эпир ял хуçалăхĕн çивĕч ыйтăвĕсене татса параймастпăр. Паян Раççейĕн 20 миллион тонна куккурус туса илмелли майсем пур. Малашне çак хисепе тата ÿстерсе пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика