АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран ĕçлеме те савăнма аван

14 ноября 2008 г.

Ю.С. Викентьев Елчĕк енчи «Сатурн» хуçалăха ертсе пыма тытăннăранпа виçĕ çул кăна-ха. Анчах çак кĕске вăхăт та пултаруллă ертÿçĕшĕн ырă, тарăн йĕр хăварма, лару-тăрăва тĕпрен улăштарма, халăх шанăçне тÿрре кăларма çителĕклех. Унччен хуçалăхра механикра, тĕп инженерта ĕçленĕ май умри çула витĕр курса, пĕлсе тăнă вăл. Тилхепене шанса парсанах ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме, ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пикеннĕ.

Хуçалăхри завод

- Дояркăсем тулли пысăк витресене витен пĕр пуçĕнчен теприне йăтни тĕлĕнтеретчĕ. Ирхине те, каçхине те пĕр ÿкерчĕк. Анчах йывăр тарпа тăкса тунă чĕр таварăн хакĕ пĕчĕк. Мĕншĕн тесен унăн пахалăхĕ начар. Ял çыннисем те йывăр ĕçре пилĕк авасшăн мар, - аса илет Юрий Семенович. - Çавăнпа хаклине пăхмасăр ĕне витине сĕт пăрăхĕ вырнаçтарма шутларăм.

Тĕллевне пурнăçа кĕртме «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пулăшнă Ю. Викентьева. Хуçалăх çăмăллăх кредичĕ, виçĕ миллион тенкĕ, илсе проект хатĕрленĕ, çурт-йĕре юсаса çĕнетнĕ, Испанире кăларнă сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. Чăн та, улшăнусем куç умĕнчех. Дояркăсен ĕçĕ палăрмаллах çăмăлланнă, сĕт пахалăхĕ, сăвăм ÿснĕ. Витере те таса, çутă, типĕ. Эпир çитнĕ тĕле çуртра пушăччĕ. Ĕне кĕтĕвне типĕ, уяр çанталăкпа усă курса калча çине кăларнă-мĕн. Хуçалăх 540 ĕне выльăх усрать, сăваканни 130 пуç. Йыша татах пысăклатмалла та, шел, çĕр лаптăкĕ пĕр пин гектар ытларах кăна. Кÿршĕсенне те арендăна илеймен, кашниех хăй акса-лартса хăварасшăн. Пăрăх вырнаçтарни сĕт пахалăхне палăрмаллах ÿстернĕ, апла тупăш илессине те. Хальхи вăхăтра ĕне пуçне талăкра 14 килограмм сĕт сăваççĕ. Çулталăкри кăтартăва вара 6 пин килограма çитерме палăртнă ĕçченсем.

- Пахалăха чакарас мар тесе çуллахи сĕт пăрăхĕ те хыврăмăр. Çаран çинче çÿрекен ĕнесене витене кĕртмесĕрех сума пулать, - калаçăва хутшăнать Петр Купташкин тĕп зоотехник.

Ĕнтĕ укçана кĕреçепе хыр та хыр тейĕн... Пĕлтĕрхи хаксемпе, тен, çапла тума та пулĕччĕ-и, килограмне 13-14 тенкĕпе ăсатнине ниепле те манаймаççĕ вĕсем. Анчах чĕр таварăн хакĕ сасартăк чакса кайни ĕмĕт-шанчăка чăл-пар салатнă. «Халĕ 8 тенкĕ те 50 пуспа ăсататпăр, кулăшла. Çуллахи хаксем пирки аса илме те намăс», - пăшăрханăвне пытараймаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Çавăнпах-и кассăна кăçал тупăш палăртнинчен сахалрах пырса кĕнĕ. Паха чĕр тавар çурма хакпа çеç сутăнни хуçалăха кал-кал аталанма самаях чăрмантарать. Мĕншĕн тесен Çĕнĕпăвасен тĕп тупăш çăлкуçĕ - ĕне выльăх ферми тата ÿсен-тăран отраслĕ.

Сĕт-çу ферминчен инçех те мар пĕчĕк завод ÿссе ларни çакăнпа та çыхăннă темелле. Тĕп хулара пурăнакан А. Якимов инвестор пулăшнипе çĕкленнĕ вăл. Завод тени, тен, ытлашши хăпартса калани те-и, анчах малашне унăн хăвачĕ ÿссе пырасси, цехсем хушăнасси иккĕлентермест. Тăхăр миллион тенкĕлĕх оборудовани вырнаçтарма ĕлкĕрнĕ те. Халĕ строительсем пысăках мар çуртăн тул енне хăтлăх кÿртеççĕ. «Çурт-йĕре икĕ эрнере туса пĕтертĕмĕр, çанталăк уяр тăни те пулăшрĕ ĕçе хăвăртлатма», - пĕлтереççĕ строительсем. Пĕрремĕш продукци çак уйăхрах тухмалла. Малтанлăха сĕте пакетпа кăларса пăхасшăн. Унтан ассортимент та пуянланĕ. Ĕмĕтре тăпăрчă, хăйма тата ытти сĕт-çу продукчĕсене хатĕрлесе кăларасси.

- Апат-çимĕçе ăçта сутасшăн? - кăсăкланатăп эпĕ.

- Шупашкарта. Инвестор сутлăх вырăнсене янтăланă ĕнтĕ.

Мини-заводри ĕç-хĕле ултă çын икшер сменăпа туса пырĕ. Вăл хуçалăха йывăрлăхран тухма пулăшасса, тупăш кÿрессе шанса тăраççĕ Çĕнĕпăвасем.

«Сатурн» производство кооперативĕн акакан-сухалакан лаптăк нумай мар, 1080 гектар. Çав шутран 400 гектарне тĕш тырă йышăнать. Çĕр сахалли уй-хир ĕçченĕсене кашни лаптăкĕпе туллин усă курма хистет. Кăçалхи кăтартусем савăнтараççĕ, гектар пуçне 40 центнер тухнă. Пÿлмене 14700 центнер тырă кĕнĕ. «Сарă ылтăн» вăрлăхлăх та, сутлăх та çителĕклех. Çур аки валли тахçанах янтăланă ĕнтĕ. Халĕ ĕç çыннисем ăна сортласа сутлăх хатĕрлеççĕ. «Иккĕмĕш репродукциллĕ «Эльфа» урпа, «Ирэн» тулă вăрлăхĕсене сутатпăр», - пĕлтерчĕ ертÿçĕ пÿлме тулли тыр-пула кăтартнă май. Вырмана икĕ эрнеренех, типĕ, уяр çанталăкра вĕçлени тăкаксене чакарнă, тĕш тырă таса та типĕ кĕнĕ.

Кĕлетре хĕрсех ĕçлекен çынсем пире асăрхасан хаваспах калаçăва хутшăнаççĕ.

- Пире ертÿçĕ ахаль лартмасть, ĕç тупсах тăрать. Кунта вĕçлесен çĕр улми суйламалла. Шалăвне те парать. Август-сентябрь уйăхĕсенче 7-9-шар пин тенкĕ тухрĕ. Пирĕн бригадăра ытларах çамрăксем те - кичем мар, - пĕлтереççĕ вĕсем.

«Иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ те аван. Гектартан 200 центнер пухса кĕртнĕ. Сутса тупăша пĕр миллион тенке яхăн ÿстернĕ. Çитес çул унăн лаптăкне 70 гектара çитересшĕн Ю. Викентьев. Анчах кăларса пуçтарма ятарлă техника çукки тытса тăрать. Юрать-ха Çĕнĕ Пăва шкулĕн вĕренекенĕсем пулăшаççĕ. Анчах кашнинчех вĕсене шанаймăн. Йывăр пулсан та туянмах тивĕ-и?

- Виçĕ çулта 7 миллион тенкĕлĕх техника илтĕмĕр. Çав шутра «Енисей-1200» комбайн, дискатор, пресс-подборщик, тракторсем, - сăмахлать ертÿçĕ. - Çитес çул вара парка çĕнетме çăмăллăх кредичĕ ултă миллион тенкĕлĕх илме палăртнă. Укçана тĕш тырă комбайнĕ, КамАЗ, тырă сортласа тасатакан комплекс, ытти техника туянма ярасшăн. Техника паркĕн 30 проценчĕ çĕнелнĕ темелле. Çапах мана комбайнсем çителĕксĕрри шухăшлаттарать. Кăçалхи вырмара икĕ кивĕ «Нива» та хутшăнни пысăк тăкак кăтартрĕ. Пысăк тухăçлă тырра пуçтарма юравлах мар çав вĕсемпе. Тахçанах пăрахăçлама вăхăт.

Хуçалăхра кĕрхи ака-сухана тахçанах вĕçленĕ. Çĕртме 130, кĕрхисем 65 гектар йышăннă.

Ĕçчен çынна ял савать

Хуçалăхра ĕç çыннисемпе тĕл пулнă май çамрăксем тырă аланă çĕрте кăна мар, фермăпа паркра та йышлă тăрăшнине асăрхарăм. Ирина Иванова агрономпа Геннадий Викентьев инженер, Татьяна Горшкова уй-хир бригадин бригадирĕ вăтăр çулсенче кăна-ха. Сăмах май, ертÿçĕ хăй те вăйпитти. Çавăнпах-и ĕçченсене пĕр-пĕрне ăнланма та çăмăлрах, ĕç те кал-кал пырать. Вĕсемшĕн пуян опытлă, ăста специалистсем ырă тĕслĕх. Кунти тĕп зоотехник Петр Купташкин районта та хисепре. Вăл Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ. Анатолий Абрамов вара 42 хут вырмана тухнă. 71 çулти арçын хăйне çирĕп те сывлăхлă туять. Çитес çул та «хир карапĕ» çине ларас кăмăллă. В. Квасов, В. Антонов комбайнерсем, В. Кукурузов, Федорпа Николай Крыловсем, В. Лисицин, А. Курчин, И. Титов, Н. Крылов, В. Краснов, В. Семенов, А. Алексеев, Н. Купташкин водительсемпе механизаторсем, Р. Сундулова, Н. Дягелова, И. Кукурузова, Л. Курчина, О. Осипова, Е. Яковлева дояркăсем, М. Лисицина, Ю. Измайлова, Л. Боброва, А. Емельянова, О. Никитина, Иринăпа Вячеслав Квасовсем, Н. Афанасьев, Б. Миронов, В. Докторов выльăх пăхакансем, Н. Титова, В. Ласточкина, Е. Алексеева, М. Горшков, А. Краснов тата ыттисем тăрăшса, вăй-хала шеллемесĕр ĕçленипех ĕнтĕ хуçалăх малалла çирĕппĕн утать, аталанать.

- Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, юрату сунатпăр сире! - ăшшăн саламлаççĕ вĕсене «Сатурн» хуçалăх ертÿçисем.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика