АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Правительствăн патшалăх тивĕçĕсене халăх çине тиемелле мар»

01 декабря 2008 г.

Иртнĕ эрне политикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçпе палăрса юлчĕ - Раççейри аграри партийĕ «Единая Россия» партипе пĕрлешрĕ. Çак самантран халиччен уйрăм партисенче вăй хунă çынсем çĕршыв умĕнче тăракан кăткăс ыйтусене татса парассишĕн пĕрле вăй хурĕç. Кăткăс ыйтусем вара, чăн та, сахал мар. Чи малти вырăна тĕнчери финанс тата экономика кризисне çĕнтересси тухса тăчĕ. Анчах та унпа кĕрешнĕ май правительствăн патшалăх тивĕçĕсене халăх çине тиемелле мар. Çапла асăрхаттарчĕ съездра «Единая Россия» парти ертÿçи Владимир Путин премьер-министр. Шăп çак шухăша маларах Дмитрий Медведев президент хăйĕн салам сăмахĕнче палăртса хăварчĕ: «Патшалăх хальхи тапхăрта граждансене шантарнă тивĕçĕсене пурнăçлĕ, партин вара çак ĕçе туллин хутшăнмалла. Пулăшу кирлĕ çынсене патшалăх енчен тĕрек парасси сирĕншĕн тĕп вырăна тухмалла. Паян çынсемпе нихçанхинчен тимлĕрех пулмалла, вĕсемпе калаçмалла. Эпĕ эсир правительствăна пулăшасса питĕ шанатăп. Пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пынине кура пирĕн паянхи çивĕч ыйтусене ырана хăварма май çук, тăхтамасăр лава кÿлĕнмелле».

Д. Медведев асăрхаттарса каларĕ: Раççей - социаллă патшалăх, çĕршыв ертÿçисен тивĕçĕ - халăхшăн тăрăшасси. Çавна май В. Путин хăйĕн сăмахĕсенче çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕре палăртрĕ.

- Съездра пăхса тухмалли тĕп ыйту - çĕршыва пысăк тапхăрта аталантармалли концепцие сÿтсе явасси, - терĕ вăл. - Пире инноваци аталанăвĕ, ВВП ÿсни, экономика çĕкленни, ĕç тухăçлăхĕ пысăкланни, экономикăра энерги тăкакне чакарни, халăх шутне сахалланасран йĕркелесе пыни, хастар вăтам класс йышне ÿстерни кирлĕ. Çак тĕллевсене çĕршыва 2020 çулччен аталантармалли стратегире палăртнă.

Еплерех-ха Владимир Путин сĕнĕвĕсем;

Ĕç укçи, пенси, пособисем йĕркеллĕ тÿлесе пымалла

Пухса çитернĕ укçа-тенкĕ резервĕ çитес çулсенче çĕршыври бюджет тытăмне, нефть хакĕ улшăннине пăхмасăр, çирĕп пулма май парĕ. Ку вара ĕç укçи тÿлессине, пенсипе пособи парассине япăхлатмĕ. Халăх шучĕпе никам та йывăрлăхсене саплаштармĕ.

2010 çулта пенсисен вăтам шайĕ кăçалхинчен 1, 5 хут ÿсмелле, 2009 çул вĕçнелле социаллă пенси пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен катăк пулмалла мар. 2010 çулта ĕç пенсийĕн шайĕ 2008 çулхинчен 1, 5 хут ытларах хăпармалла, совет тапхăрĕнче пухăннă стажа шута илесси те лайăхланмалла.

Пурнăç тăршшĕ ÿсмелле

Раççейре пурнăç тăршшĕ вăтамран 72-75 çулпа танлашмалла. Ку тĕлĕшпе пурне те паха сывлăх сиплевĕпе, вĕрентÿпе, тивĕçлĕ пенсипе тивĕçтермелле.

Халăх укçи-тенкине упрамалла

Правительство халăха 1991 тата 1998 çулсенче тÿссе ирттернĕ экономика пăтăрмахĕсене тепĕр хут кĕрсе ÿкесрен сыхлĕ. Çавăнпа укçа-тенкĕ политикине çирĕп тытса пырĕ, инфляципе кĕрешĕ, хăй çине илнĕ тивĕçсене пурнăçласа пырĕ. Тенкĕ курсĕ тăрук улшăнмĕ.

Ĕçсĕррисене хÿтĕлемелле

Январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçсĕр юлнисен пособийĕ 1500 тенкĕ ÿсмелле, унччен 8, 5 процент таран пысăкланмалла. Пĕтĕмĕшле вара 4900 тенке çитмелле.

Ĕç тухăçлăхне палăрмаллах ÿстермелле

Пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев _ экономика конкурентлăхне вăйлатасси. Тĕп отрасльсенче ĕç тухăçлăхне 3-4 хут ÿстермелле, инновациллĕ продукци шайне хальхи 5 процентран сахалтан та 25 процента çитермелле, 30-35 процента çитерсен тата лайăхрах пулĕччĕ. Çав вăхăтрах экономикăра энерги тăкаклассине 45 процентран кая мар чакармалла. Çапла ĕçлесен кăна тивĕçлĕ тупăш илме, пурнăçа лайăхлатма май килĕ.

Налук виçи

2008 çул пуçламăшĕнчен тытăнса çурт-йĕр тăвакансене налук шучĕпе 260 пин тенкĕ тавăрса параççĕ «2 миллион тенкĕрен шутласа».

2009 çул пуçламăшĕнчен хушма налук «НДС» йĕрки улшăнмалла. Ку производствăна аталантарма çул уçмалла.

Пĕчĕк бизнесăн налукне пĕчĕклетни те тупăшлă ĕç-хĕле хавхалантарĕ. Регионсене ансат налук «упрощенная система налогооблажения» шайне 15 процентран 5 процент таран чакарма ирĕк пулĕ.

Раççейре _ тĕнчери финанс центрĕ

Тĕнче экономики улшăннă тапхăрта Раççейре пĕтĕм тĕнчери финанс центрĕ туса хумалли майсем уçăлаççĕ.

Правительство Раççей интересĕсене тулашри рынока тухма пулăшĕ, экспорт таварĕсем туса илессине хавхалантарĕ.

«Пирĕн кризис тапхăрĕнчен çирĕпленсе тухмалла», _ терĕ В. Путин. Наци проекчĕсем сыхланса юлĕç _ вĕсем малалла аталанĕç.

Делегатсем В. Путин сăмахне ырласа йышăнчĕç.

_ Эсир пирĕн ума пысăк тĕллевсем лартрăр, пирĕн парти вĕсене пурнăçламашкăн пĕтĕм вăя хурĕ, _ шантарчĕ парти Аслă Канашĕн председателĕ Борис Грызлов. Стратеги _ 2020 парти ĕç-хĕлĕн никĕсĕ пулса тăрĕ.

Съезд парти уставне улшăнусем кĕртрĕ, партин генеральнăй канашне çĕнĕрен суйларĕ, çавăн пекех партин тулли ятне улăштарчĕ. «Пĕтĕм Раççейри» сăмах çаврăнăшĕ вырăнне «политика» сăмах пулĕ малашне.

*** 

Съезда журналистсем йышлăн хутшăнчĕç. Пĕр кун маларах вара вĕсем партин медиафорумне хутшăнчĕç, политика ыйтăвĕсемпе пĕрле информаци хатĕрĕсен ĕçĕ-хĕлне сÿтсе яврĕç. Унта «Хресчен сасси» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ С. Павлов хутшăнчĕ.

ŸкерчĔксенче: çĕршывпа парти ертÿçисем пĕр харăс утма тăрăшаççĕ; генеральнăй канаш членĕ, Чăваш регион политканашĕн секретарĕ М. Михайловский Н.Бударин космонавта парти билечĕ парать; «Хресчен сасси» хăйне çĕршыври информаци хатĕрĕсем хушшинче аван туять», - терĕ медиафорумра «Хресчен сасси» хаçат ертÿçи.

П. Сергеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика