АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «КАПКĂН»: ÇĔНĔ НОМЕР

01 декабря 2008 г.

Журналăн черетлĕ номерне алла илекенсен ÿкĕнмелле пулмĕ: кичемлĕх, пусăрăнчăк кăмăл самантрах иртсе кайĕç.

Вулакансем халиччен илтмен халапсемпе тĕл пулĕç, хăйсем лайăх пĕлекен кулăш ăстисен хайлавĕсемпе, интереслĕ ÿкерчĕксемпе киленĕç. 6-7-мĕш страницăсенче «Вăрнар енче пултăмăр, акă мĕн-мĕн куртăмăр» страница кун çути курнă. Унта прокуратура материалĕсемпе усă курса хатĕрленĕ «Решеткеллĕ чÿречесем», «Ырă кăмăллă сутуçă», «Хĕнет - эппин юратать», «Депутат иртĕхет» тата ытти çивĕч статьясемпе паллашма пулать. Çавăн пекех «Халап хыççăн халап», «Саваламан сак çине», «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле», «Капкăн çÿпçинчен «1966 çул»», «Хамăр хушăра», «Çÿпçипе хупăлчи» ярăмсем те интереслĕ.

Кулăша хапăллакансем Ю. Ксенофонтов, В. Константинов, Микиш Павăлĕ, А. Осинов, А. Тобурдановский, Б. Борлен, А. Юман, Р. Рубин тата ытти авторсем çырнă шÿтлĕ хайлавсене кăмăлласа йышăнĕç.

*** 

Çамрăк арăм упăшки умне ăшаланă чăх лартать. Упăшки çыртса пăхнă хыççăн шăршлать те:

- Мĕн тултарнă вара эсĕ унăн ăшне?

- Эпĕ мĕн те пулин чышасшăнччĕ те, анчах унта вырăн çук. Кĕмерĕ.

*** 

Икĕ ĕçкĕç калаçать.

- Мана мĕншĕн Джинн тесе чĕнеççĕ-ха? Эпĕ пурне те пултаратăп пулмалла.

- Çук, уншăн мар. Кĕленче уçма пуçласанах эсĕ килсе çитетĕн. Çавăнпа.

*** 

- Эсĕ мĕншĕн иртнĕ каç киле килмерĕн?

- Мĕн эсĕ кашни кун çак ыйтăва паратăн?

*** 

- Шăнса пăсăлтăр пулсан банкăсем лартăр. Пĕр банкине - фельдшера рецепт çырса панăшăн, çур банкине - кÿршĕне эмел илсе килнĕшĕн.

*** 

- Аннеçĕм, аттен çÿçĕ мĕншĕн тăкăнса пĕтнĕ?

- Мĕншĕн тесен вăл ăслă.

- Санăн вара мĕншĕн çÿç питĕ нумай?

***

- Директор штата питĕ нумай чакарма шутлать тет. Чăнах-ши?

- Чăнах. Анчах пирĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Вăл арăмĕпе вăрçăнса кайнă та унăн тăванĕсене ĕçрен кăларасшăн.

*** 

Çамрăк çын хуньăшĕпе хунямăшĕ килне пынă.

- Эх, кĕрÿ, хăçантанпа курман. Мĕнле килме пĕлтĕн пуль?

- Арăмпа вăрçăнса кайрăмăр та вăл мана шуйттансем патне кайма хушрĕ.

***

- Тĕлĕнмелле. Хăшĕсем макарон çинипе мăнтăрланаççĕ, теприсем çук.

- Çавна та сăнаман-и; Хăшĕсем ăна урлă хыпаççĕ, теприсем - тăрăхла.

*** 

- Канмалли кунсене мĕнле ирттертĕн?

- Юлташсемпе пулла кайрăм.

- Чылаях тытрăр пуль?

- Ăхă. Вĕтĕ пулăсене каялла ятăмăр, шултрисене консерв банки çине тултартăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика