АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турри хăй чуп тунă ăна

01 декабря 2008 г.

Çапла калатпăр сăмахпа палăртма çук тĕлĕнмелле талантлă çын пирки. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп солистки, халăх артистки Валентина Владимировна Смирнова шăпах çакăн йышшисенчен. Тумхахлă çул-йĕрне пăхмасăр сценăна туххăмрах пăхăнтарма, халăх чĕрине тыткăнлама пултарнă вăл. Вун пилĕк çул хушшинче Хĕвел анăç Европа тата вырăс композиторĕсен классикăллă произведенийĕсенче, опереттăсемпе музыка комедийĕсенче 30 ытла парти юрланă.

Чăтăмлă, ĕçчен, сăпайлă... Чăваш хĕрарăмĕн сăн-сăпатне палăртакан мĕнпур ырă ен пĕр çынра пĕрлешни тĕлĕнмелле пек. Сцена çинче - чăн-чăн шăпчăк, çутă çăлтăр, çемйинче - ăшă чунлă, ăнланакан амăшĕ, мăшăр, юлташĕсемшĕн - çирĕп те шанчăклă тĕрев. Çакăн пек тĕлĕнмелле çынпа паллашни чăн телей маншăн.

Çăтмахри пек илемлĕ вырăнта, Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Владимировна. Тĕкĕр пек йăлтăртатса выртакан тăван кÿлĕ мĕн ачаранах тыткăнланă ăна. Кĕмĕл-мерчен пек шывра çÿçне чÿхекен хăвасен шăплăхĕнче кĕнекесем вуланă вăл, ĕмĕтленнĕ.

Валентина амăшĕ, Мария Моисеевна, хура-шурне сахал мар курнă. Кашни сăмаха чĕре çывăхне илекен, хăй витĕр кăларакан черчен те ырă кăмăллă хĕрарăмăн чунне пурнăçăн шелсĕр киревсĕрлĕхĕ темле тăрăшсан та чуллантарайман. Чăтма çук йывăр самантсенче те пуçне усман вăл, чун ăшшине те, çынлăха та упраса хăварма вăй-хăват çитернĕ. Ашшĕ, Владимир Сергеевич, питĕ илемлĕ арçын пулнă. Кăн-кăвак куçлă, çырă çÿçлĕ... Шел, сывлăхĕ енчен çеç Турри кÿрентернĕ ăна _ вăл калаçайман, илтмен. Çапах та хăлхасăр, чĕлхесĕр тесе нихăçан та алă усса ларман, ăста платник шутланнă. Сăмах май, Турри хăйĕн йăнăшне _ ырă çынна айăпсăр кÿрентернине тÿрлетессишĕнех унăн хĕрне Валентинăна калама çук вăйлă, илемлĕ сасă парнеленĕ _ ăна юрлама, сассипе халăха тыткăнлама пилленĕ тейĕн.

Шкул пĕтерсен Валентина Владимировна аслă шкула историпе филологи факультетне кĕрес ĕмĕтпе çунатланнă. Анчах та Анатолий Кипеч сăвăç-публицистпа паллашни унăн шăпине урăхла çавăрса ярать. Кипеч çамрăк хĕре Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищине заявлени çырма сĕнет, ÿкĕте кĕртетех. Вĕрентекен енчен питĕ ăнать ăна: училищĕре Валентинăпа ăста педагог, консерватори пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш чăваш юрăçи З.П. Селиванова хăй ĕçлет. Çакă хăех пысăк телей-çке.

Паллах, ялтан килнĕ чăваш хĕрне çăмăл пулман. Укçа-тенкĕ çитменнипе Валентина училищĕне урай шăлакана вырнаçать. Ирхине тăваттăра тăрса коридорсемпе классене, пусма-картлашкана çуса тасатса мĕн чухлĕ нушаланнă-ши; Улттăра занятисем пуçланаççĕ, йăлтах ĕлкĕрмелле...

З. Селиванова юратнă вĕренекенĕн пултарулăхне кура Валентинăна Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ музыкăпа педагогика институтне «халĕ музыка академийĕ» вĕренме кĕме сĕнет. Чăн та, училище пĕтерсен Валентина Мускава каять. Экзаменсене ăнăçлă тытнă çамрăк хĕре çĕршыври чи сумлă аслă музыка шкулне пĕр сăмахсăрах илеççĕ. Анчах та... Турри парать те, усалĕ чарать теççĕ кун пек чухне. Амăшĕ йывăр чирленине пĕлсен Валентина тÿрех тăван республикăна таврăнать.

Чăваш çăлтăрĕн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ самантсем сахал мар пулнă. Вĕсенчен пĕри _ тĕрев паракан, телее пĕрле туптакан мăшăрĕпе, Дживанпа паллашни. «Дживан маншăн мăшăр çеç мар, çывăх юлташ та, çирĕп критик та... Вăл кăмăлĕпе çирĕп, сивĕ тесен те йăнăшмăп, çав хушăрах калама çук çепĕç те... Театр пурнăçне çемьесĕр курмастăп эпĕ. Çемьере татулăх, телей, юрату пулсан çеç сценăна çĕнсе илме, мухтава тивĕçме май пур тесе шутлатăп», _ каласа парать Валентина Владимировна.

Мăшăрĕ сĕннипех ĕнтĕ Валентина Саратоври Л.В. Собинов ячĕллĕ патшалăх консерваторине вĕренме кĕрет «1986-1991 çулсем». Преподавателĕсене çеç мар, мĕнпур хулана сассипе тыткăнлать унта вăл. Чăваш хĕрне паян кун та Саратовра астăваççĕ, кашни çул гастроле чĕнеççĕ. Консерваторире Валентина Смирновăн вĕрентекенĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артистки А. Шевелева профессор, СССР халăх артисчĕ Л. Сметанников «Валентина унпа пĕрле М.Д. Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери музыка фестивалĕнче те «Фауст» оперăра юрланă» унăн юрлас ăсталăхне пысăк шая хурса хаклани хăй мĕне тăрать.

Смирнова ытларах Чайковскин лирикăлла геройĕсен партисене юрлама юратнă, хăйĕн çепĕçлĕхĕпе, чун ăшшипе, кăмăла хускатма пултарнипе вĕсене çĕнĕлле чун кĕртнĕ. Артисткăн «Пиковая дамăри» Лиза, «Евгений Онегинри» Татьяна, Чайковскин оперинчи Иоланта сăнарĕсене пĕрре курсан нихăçан та манас çук. Сандомир воеводăн мăн кăмăллă та вĕçкĕн хĕрне Марина Мнишека «Мусорский, «Борис Годунов»» вара Смирнова пачах урăхла кăтартса парать. «Травиата» оперăри Виолеттăна, «Трубадурти» Леонорăна, «Отеллăри» Дездемонăна мĕнлерех ăнăçлă сăнарлать тата! Çакă ĕнтĕ вăл талант тени... Хĕвел анăç Европа классикĕсенчен В. Смирновăн уйрăмах Маргаритта «Ш. Гуно, «Фауст»», Микаэла «Ж. Бизе, «Кармен»», Лейла «Ж. Бизе, «Искатели жемчуга»» партийĕсем ăнăçлă.

Валентина Владимировнăн чун пуянлăхĕпе ĕçлес вăй-халне ăмсанмалли çеç юлать. Сцена ăсталăхĕпе çеç çырлахмасть вăл, тĕп хуламăрти Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче тата Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕрентет. Сцена ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене çамрăк ăрупа пайлани уншăн халăх умне юрлама тухнипе танах. «Чăваш Республикинче опера шкулĕ уçсан тем пекехчĕ те... Юрлас ăсталăх тата та ÿсĕччĕ», - çакнашкал сăваплă ĕмĕтсемпе çунатланса пурăнать артистка.

Кашни кун тенĕ пек спектакль, репетици, гастрольсемпе вĕрентÿ ĕçĕ. Ĕçлесех ĕмĕр иртет, пĕр пушă вăхăт та çук темелле. Çемьере те телей, татулăх, юрату... Мĕнле ĕлкĕретĕр-ха эсир тесен: «Кашни ĕçе чунпа тумалла. Ачасене вĕçĕ-хĕррисĕр юратупа юратмалла. Çакă вăй-хăват парса пырать те мана. Пур япалана та чун-чĕрепе юратакан çын çунат хушать. Çакăнта ĕнтĕ вăл вăрттăнлăхĕ», - пĕр иккĕленмесĕр хуравларĕ артистка.

Ĕмĕтленме пĕлекен çеç малалла ăнтăлаять. Пур артистăнни пекех Смирновăн та сăваплă ĕмĕт пур _ Дж. Верди оперинчи Аида партине юрласси. Нумаях пулмасть акă чăваш композиторĕн А. Васильевăн «Иван Яковлев» оперинчи Екатерина партине хатĕрлерĕ вăл. Хăйĕн чунне çывăх тăнăран-ши уйрăмах вăйлă, асра юлмалла сăнарлать ăна артистка.

Валентина Смирнова патне унăн пултарулăхне юратакансем, ăна пысăка хурса хаклакансем театрах çырусем яраççĕ. Çакă ăна питĕ савăнтарать, малалла та ăнтăлса ĕçлеме çунат хушать...

Ю. Морозова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика