АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮН СЛУЖБИ

01 декабря 2008 г.

ИРĔКЛĔ ДОНОР ĔÇĔ-ХĔЛНЕ АТАЛАНТАРМАЛЛИ ПАТШАЛĂХ ПРОГРАММИ

Вулакан ăнланасса шанатăп!

Хисеплĕ «Хресчен сасси» редакцийĕ! Эпир сирĕн хаçата çемьепе çав тери юратса вулатпăр, кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Юлашки вăхăтра донор юнĕ, унăн пĕлтерĕшĕ çинчен çырни тăтăшах тĕл пулма пуçларĕ. Çакăн пек материалсем питĕ кирлĕ тесе шутлатăп эпĕ. Юн мĕн тери хаклă иккенне, çын пурнăçне çăлса хăварма пултарнине пурте пĕлмеççĕ, çавăнпа та халăха кун пирки каламалла, ăнлантармалла...

Икĕ çул каялла эпĕ хам та донор юнĕ тупайманнипе йывăрлăха лекрĕм _ ырă çынсем пулмасан анне паян пурăнас та çук. Çывăх çыннăмăн пурнăçĕ ун чухне çип çинчи пек çеçчĕ, васкавлăн операци тумасан ăна çăлса хăвараймасса пĕлтерчĕç тухтăрсем. Операци валли вара юн кирлĕччĕ... Мĕн чухлĕ йĕмен-ши эп ун чухне, ăçта кăна çитмен-ши; Тăвансем аякра, пурин те ĕç, çемье... Юрать-ха кÿршĕсем тĕксе ямарĕç, курчĕç, ăнланчĕç, пулăшрĕç. Кÿршĕ тăванран хаклă тесе ытахальтен каламаççĕ çав. Мĕнпур ĕçе пăрахса «ялти çыннăн ĕçĕ пуç çĕклеми!» тĕп хуламăра килме вăхăт тупнăшăн, донор пулма килĕшнĕшĕн Валентина Николаевна Шашкинăна, Людмила Никитична Степановăна, Галина Алексеевна Илларионовăна чĕререн тав тăватăп, çирĕп сывлăх сунатăп. Вĕсем пулман пулсан-и;..

Хам инкеке лексе курсан çеç вăхăтра, харпăр хăй ирĕкĕпе юн пама çÿрени мĕн тери пĕлтерĕшлине ăнлантăм эпĕ. Çавăнпах ĕнтĕ манăн тĕслĕхе ыттисем курса вĕренччĕр, шута илччĕр тесе хаçата çырас терĕм. Кампа хăçан мĕн пуласса никам та пĕлмест-çке. Хамăр çинчен çеç мар, çывăх çыннăмăрсем пирки те шутлама, вĕсен пурнăçне хÿтĕлеме вĕренмелле пирĕн. Паян хамăр юнпа ку е вăл çыннăн пурнăçне çăлса хăваратпăр, ыран çав çынах хамăра пулăшĕ. Эпир, чăвашсем, пурте пĕр юнран, пĕр тымартан! Çавăнпа та пĕр-пĕрне пулăшасси малта тăтăрччĕ, кирлĕ çынсене кирлĕ самантра юн пама хатĕр пуласчĕ.

И. Макарова.

Элĕк районĕ, Çирĕккасси ялĕ.

Çынна пулăшакан - сăвап куракан

Калама çук йывăр, чун ниçта кайса кĕрейми тăвăлса килнĕ вăхăтра пирĕнтен кашниех Çÿлти аттемĕртен пулăшу ыйтать. «Йăлтах Турă аллинче, мĕншĕн-ха вăл илтесшĕн мар пире;» _ тесе йĕретпĕр вара. Çавăнпах пулĕ пурнăç парас, вилĕмрен хăтарас асамлă вăйне Тĕнчене тытса тăраканĕ çынна та пиллес тенĕ, ăна ырă ĕçĕсемпе пурнăç тĕрĕслевĕ витĕр кăларма шутланă. Çаплах ĕнтĕ, харпăр хăй юнĕпе çынна тепĕр хут чĕртсе пурнăç парнелекене «иккĕмĕш Турă» теме те юрать.

Сăваплă ĕçе хутшăнакансем пирĕн республикăра та сахал мар, Раççейĕн хисеплĕ донорĕ ята пурĕ 4 пин çын ытла тивĕçнĕ. Ăна илме вара 40 хутран кая мар юн памалла. Çакăн пеккисенчен пĕри _ Шупашкарта пурăнакан Павел Николаевич Лебедев. Вăл хăйĕн сайра тĕл пулакан юнĕпе миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши;

Павел Николаевича юн илекен станцие пĕрремĕш хут пиччĕшĕ 1993 çулта ертсе килнĕ. Сăмах май, вăл та Хисеплĕ донор шутланнă. Çакă ĕнтĕ вăл ырă ĕç тăвакансен чăн-чăн династийĕ! «Лебедев пирĕн патăмăра юн пама çулталăкне 6 хутчен килсе тăрать. Хăш чухне сайра тĕл пулакан юн васкавлăн кирлĕ, тупма çук. Тÿрех Павел Николаевич патне шăнкăравлатпăр. Çурçĕр варринче чĕнсен те пыраймастăп, килейместĕп тени нихăçан та пулман, _ каласа парать Шупашкарти юн илекен станцин тĕп тухтăрĕ Л. Яковлева. _ Пирĕншĕн пур юн та хаклă, эпир пурне те хапăл туса кĕтетпĕр».

Юн пама килекенсен 60 проценчĕ _ вăтăр çултан иртнисем. Тухтăр сăмахĕсенчен, юлашки вăхăтра çак ĕçе çамрăксем те хастар хутшăнни сисĕнет _ студентсем ушкăнпах юн пама килеççĕ-мĕн.

«Çамрăксем донор пулма килĕшни савăнтарать, сывлăхĕ çеç çирĕп пултăр вĕсен. Çапах та 30-60 çулсенчи донорсем ытларах пулсан аванрахчĕ. Вĕсем шанчăклă _ мăшăрĕсемпе, çемьепе пурăнаççĕ, эппин, гепатит, сифилис, СПИД йышши чирсем те вĕсен хушшинче сахалрах», _ ăнлантарать Яковлева.

Сывлăх хавшамасан, кăмăл пулсан тивçлĕ канăва тухнисем те донор пулаяççĕ. Юн пани сывлăха ытларах çирĕплетĕ, организма çамрăклатĕ çеç!

Н. СтЕпАнова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика