АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ

20 ноября 2008 г.

Раççейри агропромышленность комплексĕн «Ылтăн кĕркунне» куравĕнче Владимир Путин премьер-министр правительство ял хуçалăх отрасльне малашне те укçа-тенкĕпе пулăшасси çинчен пĕлтернĕ.

Çĕршыври тĕп агропромышленность куравне правительствăн пĕрремĕш вице-премьерĕ Виктор Зубков, ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев тата Мускав мэрĕ Юрий Лужков уçнă. Вĕсем çĕршыври «апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ» пирки çине тăрса каланă. Зубков пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевпе правительство виçĕ çуллăх бюджетра ял хуçалăхне укçа чылай уйăрнă-мĕн.

Анчах аграрисем патшалăх пулăшăвĕ çителĕксĕррине палăртаççĕ. Çакă хальхи кризисра уйрăмах сисĕнет. Çурт-йĕр тума, производствăна аталантарма кредит илесси йывăрланнă. Хăш-пĕр кредит вара çаратнипе пĕрех, проценчĕсем ытла та пысăк.

Кризиса пула ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем хатĕр продукцие сутаймаççĕ.

- Кăçал эпир 30 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртрĕмĕр, анчах тоннине те сутаймастпăр: туянакансен укçа çук, - пăшăрханса пĕлтернĕ курава хутшăннисенчен пĕри. - Складсем тулли, анчах тупăш çук. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ виçесĕр ÿсни те пăшăрхантарать. Аграрисем çĕршыв ертÿçисенчен унăн хакне чакарма е тăкака патшалăх енчен дотацилеме ыйтаççĕ.

Правительство делегацийĕ ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе те кăсăкланнă. Чăх-чĕп ĕрчетекенсем вара ют çĕршывсенчен чăх ашне кÿрсе килессине чакарма ыйтнă. Хамăр туса илекен продукци те çителĕклех темелле. Куравра агропромышленность комплексне укçа-тенкĕ уйăрассине ÿстерме ыйтрĕç-ха, анчах правительство ертÿçи çапла каларĕ: «Раççейри ялсене пулăшмалли программа хута кайнă ĕнтĕ, ăна 2020 çулччен пăхса хăварнă. Вăл пурнăçа кĕни Раççейре ял хуçалăх продукцийĕ илессине палăрмаллах ÿстермелле».

Курава Чăваш Енрен те йышлăн хутшăнчĕç. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансем çĕршывăн тĕп хулине хăйсен продукцийĕсене илсе кайрĕç, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан стендсем янтăларĕç. Пирĕн те кăтартмалли сахал мар-çке, республикăра ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприяти-организаци чылай.

Вĕсем ЧР ял хуçалăх министерствин «Агро-Инноваци» предприятийĕ пулăшнипе курава тĕплĕн хатĕрленчĕç. Мĕн пурĕ 112 тăваткал метр лаптăк йышăнчĕ республикăн экспозицийĕ. Пирĕн тăрăхри апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленность предприятийĕсем тата хресченпе фермер хуçалăхĕсем 20 яхăн хутшăнчĕç выставкăна. Вĕсен шутĕнче «АККОНД», «Букет Чувашии», «Вăрнар аш-какай комбиначĕ», «Чăваш бройлерĕ», «Ядрин-молоко» пĕрлешÿсем, «Юрма» агрохолдинг, Çĕмĕрле аш-какай комбиначĕ, «Чебоксарский» эрех завочĕ, Чăвашпотребсоюз тата ыттисем те. Аш-какай, сĕт юр-варĕ, çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем, сĕткенсем... тата малалла та чылай тăсма пулать пирĕн ăстасем хатĕрленĕ продуктсен списокне.

«Ылтăн кĕркунне - 2008» кураврах йĕркеленĕ «Тăван çĕр парни» конкурсра Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулусенче «Белпро-сервис» «Чăваш Республики» тата «Гомсельмаш» «Белоруси» пĕрлешÿсем çитес çул Чăваш Ене 5 миллион долларлăх техника кÿрсе килме килĕшÿ тунă. Курав кунĕсенче ЧР Ял хуçалăх министерстви тата «Агро-Инноваци» предприяти конференци ирттернĕ. Раççей ял хуçалăх министерствин представителĕ Н. Сорокина, тĕнчери компанисем тата республикăри хуçалăхсен ертÿçисем хутшăннă унта. Конференцире хальхи вăхăта тивĕçтерекен çĕнĕ йышши техника, технологи пирки чылай информаци илме май килнĕ.

Чăваш Ен ял хуçалăх предприятийĕсем çак тапхăрта Мускавра иртекен суту-илÿ ярмăрккисене те хутшăннă. Ял хуçалăх продукчĕсем тиенĕ машинăсем патĕнчен халăх татăлман. Чăвашсен экологи енчен таса, паха продукцине çынсем хаваспах туяннă. Мускавăн Таганка тата Басман районĕсенче йĕркеленĕ суту-илÿ ярмăрккисене пирĕн тăрăхри 38 организаци çимĕçне сутнă. Çав шутра Етĕрне, Йĕпреç, Муркаш, Шупашкар, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Çĕмĕрле, Патăрьел районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер, уйрăм çынсен хуçалăхĕсем. Ассортимент та пуян - çĕр улми, кăшман, кишĕр, купăста, сухан, ыхра, пан улми, пыл... Хакĕсем те Мускавсемшĕн юравлă: çĕр улми «килограмĕ» - 14, кăшман - 15, сухан - 16, кишĕр - 18, купăста - 13, пан улми - 45, пыл - 350 тенкĕ. Çавăнпах-и виçĕ кун хушшинче çĕршывăн тĕп хулинче 6, 5 миллион тенкĕлĕх продукци сутнă. Ку илсе кайнă таварсен 95 проценчĕ. Ярмăрккара çавăн пекех чăваш наци тумтирне, тĕррисене, йывăçран касса тунă япаласене те сутнă. Пурте кăмăллă юлнă. Мускаври район администрацийĕсемпе Чăваш Ен ертÿçисем малашне те килĕштерсе ĕçлеме, суту-илÿ ĕçĕ-хĕлне малалла тăсма калаçса татăлнă. Республикăри ял хуçалăх продукчĕсене туса илекенсем хăйсем тĕллĕн Мускава кайса пасарта апат-çимĕçне сутма пултарĕç. Апла курав пуриншĕн те усăллă иртнĕ, малалла ĕçлеме, аталанма çул хывнă.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика