АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир - пĕр çемье»

20 ноября 2008 г.

Опытнăй ял тăрăхĕ Çĕрпÿ районĕнче чи пысăккисенчен пĕри. Тăхăр яла пĕрлештерсе тăрать вăл. Унта мĕн пурĕ икĕ пин çурă çын ытла пурăнать. Çак йыша виççĕмĕш çул ĕнтĕ Николай Васильевич Данилов ертсе пырать. Ку тăрăхрах çуралса ÿснĕскер, ăнăçлă йĕркелесе янă бизнесне хăварса йывăр ĕçе кÿлĕнни нумайăшне тĕлĕнтернĕ.

- Хăй тытăмлăх управленине суйланă хыççăн бизнес мăшăрăм çине тиенчĕ. Саккун тăрăх манăн коммерци организацийĕнче ĕçлеме юрамасть. Мăшăрăм, Светлана Геннадьевна, халĕ «Светлица» пĕрлешÿ директорĕ, уйрăм пайтаçă. Чăн та, ăна йывăр тивнипе хăш-пĕр лавккана хупма та тиврĕ, - ăнлантарчĕ сăлтавне Николай Васильевич. - Çапах ÿкĕнместĕп. Вырăнти лару-тăрăва эпир улăштармасан кама шанмалла; Çÿлтен никам та килсе туса памĕ. Опытнăй ял тăрăхне йĕркене кĕртес, социаллă, культурăллă пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе ĕçе тытăнтăм та. Кунта хăйне май бизнес. Бюджета тĕрĕс хакласа тăккаламалла çеç мар, укçа та тупма пĕлмелле.

Ял тăрăхĕн çулталăкри бюджечĕ 3258 пин тенкĕ. Çав шутран пĕр миллион тенкĕ ытла тĕрлĕ налукран пуçтарăнать. Нумай-и вăл тăхăр ялшăн; Паллах, сахал. Территорире предприяти-организаци çукпа пĕрех, апла тупăш та пухăнмасть. 2552 çынран 890-шĕ пенсионер, вĕсенчен каллех налук илеймĕн. Ял тăрăхĕнче вара ĕçĕ туллиех. «Таса шыв» программа, тирпей-илем ыйтăвĕ, такăр çул... Кĕçех тата вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕ пирки йышăннă федераци саккунĕ пурнăçа кĕмелле. Эппин татах çирĕпрех ыйтма, тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Чылай регионта вырăнти ял тăрăхĕсен ертÿçисем хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен кайма тытăнни шăпах çакăнпа çыхăнман-им;

- Хăш-пĕр чухне хамăн та тухса каяс шухăш çуралать. Анчах тытăннă ĕçе мĕнле вĕçлемесĕрех пăрахмалла-ха? - тет Н. Данилов. - Çапах çĕнĕ саккуна ырласа йышăнатăп. Тинех бюджет укçипе хамăра майлă хуçаланма ирĕк пур. Капла умри ĕçе палăртма пулать. Халăхпа çывăхрах тăракан влаçа пулăшмалла, çул памалла. Шел, ĕç-хĕле туллин пурнăçлама укçа хĕсĕкки пĕтерет. Çын шутне кура уйăраççĕ ăна. Пысăк саласемпе районсене аван ĕнтĕ, пире йывăртарах. Апла хамăрăн тупăш тума тăрăшмалла. Тĕрĕслев органĕсене илсен, пирĕн республикăра муниципаллă пĕрлĕх канашĕ пур. Вăл чылай кăткăс ыйтăва татса пама пулăшать. Чăваш Енре ял тăрăхĕсене ĕçлеме, аталанма майсем пур. Çавăнпах-и ĕçлеме йывăр пулин те Çĕрпÿ енче хăйсен ирĕкĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен тухнине илтмен. Кăçал акă тинех ялсенчи çулсене пăхса, тытса тăма укçа уйăрма тытăнчĕç. 500 пин тенкĕ тăхăр ялшăн нумай мар темелле. Çапах унччен хамăр хĕсĕк бюджетран тăккаланнине шута илсен аптăрамасть.

Чăн та, çĕнĕ çул сарас пулсан ял тăрăхĕн çулталăкри бюджечĕ километрлăх те çитмĕ. Урамсене йĕркене кĕртме, юртан тасатма усă курма май пур ку укçапа. Перекетлес тесен йÿнĕрех техника шырама тивет. Опытнăй ял тăрăхĕ Çĕрпÿ хулипе инçех мар пулин те, такăр çул çитеймен ялсем те пур-ха. Вĕсенчен пĕри - Харитоновка. Шăпах 15 çын пурăнать кунта. Кăçал ăна асфальт çулпа çыхăнтарасса ĕмĕтленни кăлăхах пулнă. «Çулла аптрамастпăр-ха, хĕлле кĕрсе тухма çук», - пăшăрханаççĕ çынсем.

- Çул вара ялсене чĕрĕлме пулăшать, - тет Николай Васильевич, - Иваново, Кушкă тата хăш-пĕр пĕчĕк ял патне асфальт çитнĕ хыççăн çынсем тăван енне туртăнма тытăнни сисĕнет. Пушă ларакан çуртсем каллех тулса пыни савăнтарать. Апла ял пĕтмест, çĕкленет.

Çынсем çĕрсене регистрацилесе документсем илнĕ май пушă лаптăксен тинех хуçисем «тупăнма» тытăннă. Апла малашне çĕр налукĕ те ытларах пуçтарăнĕ.

Халĕ ялта та хуларинчен кая мар пурăнасшăн. Вараланчăк, çÿп-çап йăваланакан, пылчăклă урамсем, çăлтан шыв ăсма тивни тивĕçтермест вĕсене, 21-мĕш ĕмĕрте те мĕншĕн ĕлĕкхипе килĕшсе лармалла. «Газ, такăр çул çитрĕ, шыв пăрăхне хăçан хыватăр?» - çине-çинех ыйтаççĕ Ивановăра пурăнакансем те. Анчах «Таса шыв» программа ку тăрăхра та хута кайтăр тесен проектсене, документсене вырăнти влаçăн хăйĕн укçи-тенкипе хатĕрлемелле. Вĕсем малтанлăха хăйсен кĕсйисенчен те кăларма хатĕр. Ивановăра çур ялĕнче асфальт çул. Такăр çул тума тытăнсан халăх ĕçе хăвăртлатма, тăкаксене саплаштарма килсерен 500 тенкĕ пухнă. Çапах пур çĕрте те ун пек мар. Газ кĕртнĕ чухне укçана тавăрса паманни, предприяти ял çыннисене чике тăршшĕ лартни шанчăка сÿнтернĕ. Халĕ вĕсем каллех улталанасран хăраса пĕр пус та тăккаласшăн мар. Ыттисене кура, тен, вырăнтан хускалĕç? Шыв пăрăхлĕ ялсенче пурăнакансене те ăмсанаймăн. Вăтăр çул каяллах хывнă пăрăхсене тахçанах çĕнетме вăхăт.

Темиçе çул каяллах сÿннĕ культура «вучахĕсем» тепĕр хут ялкăшма тытăнни савăнтарать. Лапрара юхăнса çитнĕ, вунă çул ытла пушă ларнă клуб каллех алăкне уçнă. Çамрăксем ыйтнипе, çынсем тăрăшнипе ĕçлеме тытăннă вăл. Ял тăрăхĕн 400 пин тенкĕ тухса кайнă ăна çĕнетме. Халĕ яш-кĕрĕм, хĕр упраç кăна мар, аслисем те хаваспах утаççĕ унта, мероприятисене хутшăнаççĕ. Ваттисен кунне те савăнăçлăн паллă тунă. Ытти клубсене, культура çурчĕсене те вăй çитнĕ таран юсаса-çĕнетсе тăраççĕ. Культурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи халăх инструменчĕсен ансамбльне «ертÿçи Маргарита Чиркина», драмкружокне «Елена Гаврилова» те пулăшса тăрать ял тăрăхĕ. Вĕсем ял халăхĕн чун апачĕ, кăмăла, чун-чĕрене çĕклекенсем.

Икĕ уйăх каялла вырăнта муниципаллă автономлă учреждени «МАУ» йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕшĕн хушма çĕклем.

- Çапла, анчах унсăрăн май çук, - пĕлтерчĕ Н. Данилов. - Поселокра 25 нумай хваттерлĕ çурт. Вĕсене унчченхи пĕрлешÿсем йĕркеллĕ пăхса тăманнипе юхăнсах çитрĕç, урамсенче те йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Çакăнпа мĕнле килĕшмелле пирĕн;

Учреждени директорĕ Леонид Иванов штат пухнă. Халĕ хуçалăх ĕçне вăл йĕркелесе тытса пырать. Ăна вара ял тăрăхĕ тĕрĕслесе тăрать. Улшăнусем куç умĕнчех. Кĕске вăхăтра чылай çурт-йĕре юсаса çĕнетнĕ, урамра та таса, илемлĕ. Çуртсем умĕнче çĕнĕ палисадниксем, çулла чечексем ешереççĕ. Ял тăрăхĕн, МАУ ĕçченĕсем поселокри ватă йывăçсене касса тирпейленĕ. Çÿп-çап турттарассине йĕркеленĕ. «Хуларинчен кая мар», - теççĕ халĕ кунта пурăнакансем.

Опытнăй поселокра çеç-и, ялсенче те улшăнусем сисĕнеççĕ. Пĕлтĕр кашни урамах каçхи çутăсем лартнă. Электроэнергипе усă курни ял тăрăхĕн бюджетне çулталăкра 100 пин тенкĕ пушатнă. Ăна перекетлес шутпа çитес çул счетчиксем вырнаçтарасшăн. Ялсенче çÿп-çап пуçтарса турттарма та ĕмĕтленетпĕр. Çырма-çатрана çÿп-çап пуçтарма хăнăхнă çынсене çĕнĕлĕхе хăнăхтарма çăмăл пулмĕ. Анчах ку тăрăхра илемлĕх-тирпейлĕх вăй илме тытăнни палăрать. Ахальтен-им юлашки икĕ çулта вĕсем çак енĕпе районта чи лайăххисен шутĕнче.

Паллах, ял пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ кунти депутатсемпе, старостăсемпе тачă çыхăннă. Хăйсен ирĕкĕпе, тÿлевсĕр хушма лава кÿлĕннисене ырламалла кăна-тăр. Ара ял уявĕсем, тĕрлĕ мероприяти вĕсем тăрăшнипе иртеççĕ. Ял тăрăхĕ те пултаруллисене май çитнĕ таран хавхалантарма тăрăшать. Кăçал акă Лапрари ял старостине, Галина Тимофеевăна, укçан преми парса хавхалантарнă. Петр Ильина, Леонид Давыдова тата ытти старостăсемпе депутатсене те ырăпа асăнмалла.

Уявсем ирттерме спонсорсем те час-часах пулăшаççĕ. Ялсем хушшинче футбол, ытти спорт ăмăртăвĕсем ирттерме, Ваттисен кунне уявлама, Çемье çулталăкне палăртма... спонсорсем укçа параççĕ е парнесем уйăраççĕ. Светлана Данилова, Алексей Сергеев пайтаçăсене тата ыттисене чĕререн тав тăваççĕ кунта. Ял тăрăхĕ те вăрçа хутшăннисене, хисеплĕ ватăсене кăçал «Хресчен сасси» хаçат çырăнса панă. Сăмах май, Социализмлă Ĕç Геройĕ Серафима Лукина та çак тăрăхранах. Специалистсем ĕç паттăрне тунсăхлама памаççĕ, час-часах ун патне çитеççĕ. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ çемьесем те сахал мар. Кăçал Афанасьевсен, Максимовсен, Ивановсен çемйисенче ылтăн туйсем кĕрленĕ. Ял-йыш, ял тăрăхĕ вĕсене ăшшăн саламланă, асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă. «Ялта эпир пĕр çемьери пек, савăнăçа, хуйха-суйха пĕрле пайлатпăр», - теççĕ çынсем. Вырăнти власть çак тĕвве çыхаканĕ, ял пурнăçĕн тĕшши.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика