АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Симĕс çĕлен вăрçăран та хăрушăрах

20 ноября 2008 г.

ХАÇАТ ХĂНИ - Пĕтĕм тĕнчери урăлăх академийĕн вице-президенчĔ Владимир Георгиевич Жданов профессор.

- Владимир Георгиевич, историре ĕçкĕ-çикĕ уйрăм çынна кăна мар, халăха та пĕтернĕ тĕслĕхсем самай. Раççее те çакă пырса çапмĕ-ши?

- Каялла çаврăнса пăхар-ха. Большевиксен пĕрремĕш декречĕ - Мир декречĕ. Иккĕмĕшĕ - çĕр çинчен. Типĕ саккуна вара пурте пĕлмеççĕ-тĕр. 1919 çулта Ленин 1, 5 градусран хаяртарах эрех кăларма чарасси пирки калакан документ çине алă пуснă. Эрех хатĕрлесе сутнишĕн вара пурлăха туртса илсе 5 çуллăха тĕрмене ăсатнă. Обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн - çулталăклăха ĕçлесе юсанма. Ленин хăй сыпман, унăн вăхăтĕнче халăх та урă пурнăç йĕркине тытма тăрăшнă. Çулталăкра çын пуçне 0, 2 литр çеç ĕçнĕ. Тĕнчипе те кун пек пĕчĕк кăтарту пулман-тăр. Анчах кайран... СССР СНК председателĕ А.И. Рыков шучĕпе çĕршывăн экономикине çирĕплетме хыснана укçа нумай хывмалла-мĕн, унсăрăн социализм арканма пултарать. Укçана вара йÿççи пулăшнипе çăмăллăнах пуçтарма май пур. Кĕçех çĕршывра эрех-сăра шыв пек юхма тытăннă. Йÿнĕ шурă эрехпе «халăхра ăна «рыковка» тенĕ» сентресем самантрах тулнă. Хыснана укçа кĕрет пулсан халăх ĕçке ярăнни мĕн вăл? Чылай вăхăт иртсен кăна власть хăй те капкăна çакланнине ăнланса илнĕ-ха...

Сталин вара алкогольпе наркăмăшланнин сиенлĕхне пĕлнĕ, çавăнпа лару-тăрăва тĕрĕслесех тăнă. Вăрçă умĕн тата хыççăн та эрех ĕçесси ытлашши сарăлайман. Влаçа ĕçкĕ-çике кăмăллакан Хрущев ларсан пуçланнă вара... Çĕршыв самантрах эрех ытамне çакланнă. Хальхи вăхăтра çын пуçне çулталăкра 20 литр алкоголь каять. Кашни кĕтесре, хулара, ялта, çĕрле, кăнтăрла чикĕсĕр эрех туянма пулать. Скандинави хулисенче 30 пин çын пуçне пĕр эрех-сăра лавкки тивет пулсан, Раççейре - 240 çынна. Хăть ухмаха тухса кайиччен ĕç! Пурнăç япăх тесе те ан ÿпкелеш. Çĕре выртсан - яланлăхах шăпланатăн.

- Алкоголь çулне уçакан власть мĕнле майпа капкăна çакланать?

- 1925 çулта урă пурнăç йĕркипе пурăнакан ĕç çыннисем 43 процент шутланнă. 1970 çул тĕлне вĕсен йышĕ икĕ процентран та сахалрах юлнă. Ĕçкĕçсемпе эрех кăмăллакансен хисепĕ 9, 6 процентран 30-а çитнĕ. 1980 çул тĕлне эрех ĕçесси виçĕ хут ÿснĕ. Эпидеми ăс-тăн енĕпе вăй хуракансене те ярса илнĕ. Министрсем, пай пуçлăхĕсем, писательсем, журналистсем, художниксем, музыкантсем, парти ĕçченĕсем савăнсах черкке çĕкленĕ. Сăлтавĕ тупăнсах тăнă: юбилей, отпуска кайни, служба пусмипе хăпарни, преми... Сăлтавсăр та ĕçнĕ, ĕç вăхăтĕнчех, канмалли кунсенче. Халăх мĕн чухлĕ нумайрах ĕçнĕ, хысна çапла тулса пынă. Ĕç тухăçлăхĕ чакни, преступлени тăвасси, производствăра аманасси ÿснĕ, авари, ăсран тайлăк ачасем çурални... Пурне те асăнса пĕтереймĕн. Халăхăн сывлăхĕ хавшанă. Чирлĕ çынсемпе вара вăйлă патшалăх тăваймăн.

- Мĕнле çĕршывсем урă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ?

- Тĕнчери 44 çĕршыв типĕ саккун условийĕсенче пурăнать. Чи малтан Çывăх тата Вăтаçĕр мусульман çĕршывĕсем. Тата сахал ĕçекен çĕршывсене те кĕртмелле. Китайра, сăмахран, çын пуçне 50 грамм кăна эрех тивет. Унта эрех-сăра наркотикпе танах. Урă çыннăн аталанăвĕ пысăк, унăн пуç мими алкогольпе сиенленмен. Европăна вара урă теме иртерех-ха.

- Вăтаçĕр тинĕс тата Кавказ леш енчи çĕршывсенче пиртен сахал мар ĕçеççĕ, анчах темшĕн ытлашши ÿсĕрĕлмеççĕ. Мĕншĕн эрех Раççейре пурăнакансене кăнтăртисенчен те ытларах ураран ÿкерет?

- Кăнтăрти халăх мĕн авалтан виноград çиет. Вăл вара вар-хырăмра алкоголе сиенсĕрлетекен фермент кăларать. Çурçĕрте пурăнакансен ун пек фермент-хÿтлĕх çук. Эпир те, вырăссем, Çурçĕр çыннисем шутланатпăр. Тухтăрсем тахçанах пирĕншĕн хăрушă пулăм палăртнă: çулталăкри температура пилĕк градус чаксан алкогольтен вилесси 10 хут ÿсет. Çак сăлтавпах ĕнтĕ Америкăра индеецсен пысăк ăрăвĕ, Çĕпĕрте, Çурçĕрте, Инçет Хĕвел тухăçĕнче вуншар халăх пĕтнĕ. Вырăс халăхĕ те çакăн патнех пырать.

- Ĕçкĕ-çикĕ сарăлассине чарма мĕн тумалла?

- Наукăра кăтартнине тĕпе хурса ĕçке хирĕç йышăннă политика кирлĕ. Пĕтĕм тĕнчери урăлăх академийĕнче лару-тăрăва ăнланса проблемăна татса памалли конкретлă сĕнÿсем пур. Шел, çÿлте ларакансем ăна итлесшĕн мар. Çапах çамрăксем эрех-сăра серепинчен тухма, наркăмăшлă шĕвеке ĕçме пăрахма тытăнни сисĕнет.

«Культурăллă» тата «пĕлсе» ĕçни пирки сÿтсе явни хăрушă, «сиенсĕр» ĕçкĕ çук. Пысăк стаканран е хрусталь черккерен ĕçетĕн, çанă вĕçне шăршласа илетĕн е семгăпа çыртатăн - çав-çавах ÿсĕрĕлетĕн, этем ĕренкинчен тухать, пуç мими типет. Эпир эрех-сăра ĕçессине пач хирĕç. Эпир - типĕ саккуншăн.

- Типĕ саккун - çапах та хĕсĕрлени. Мăйкăчласа вара çăтмаха сĕтĕрмеççĕ. «Культурăллă», «кăштах» ĕçни, тен, çынна сиенлĕ йăласенчен хăпас шанчăк парать?

- Шутлама, калама тем те пулать. Социологи тĕпчевĕ тăрăх, Раççейре пурăнакансен 50 проценчĕ алкоголе пăхăнса пурăнать. Ученăйсем Раççейре демографи кризисĕ кăна мар, халăх пĕтме пуçланине çирĕплетеççĕ. Çавăнпа çирĕп мерăсем йышăнмалла. Кăштах сыпни те эрех-сăра ĕçессинчен чараймасть, пач урăхла, çын ун патне туртăнать çеç. Юхан шыв - çăл куçран, ĕçкĕ черккерен пуçланать. Наркотик сарăлнине хирĕç кĕрешнĕ чухне никам та унпа «культурăллă», кăштах çеç тутанса усă курма сĕнмест. Пăртак çеç сыпни те сиенлĕ.

- 1986 çулта парти тата правительство йышăннипе алкоголе хирĕç кампани пуçланчĕ. Правительство хăй пуçарăвĕпе çĕршыва урăлтарма йышăнчĕ! Анчах нимсĕрех çил-тăвăл çĕклени кăна пулчĕ тейĕн. Çав вăхăта аса илтерсенех куç умне Крымри уссăр касса тăкнă виноградсем тухса тăраççĕ. Çакă ырă тунине пĕлтерчĕ-и?

- Кăтартусем питĕ лайăхчĕ. Çын пуçне эрех ĕçесси 3, 7 литр чакрĕ. Çав шутрах вилесси те сахалланчĕ, ача çураласси ÿсрĕ. Виноградсене илсен вара... Кунта ăнланманлăх, тĕрĕсмарлăх нумай пулчĕ, тен, виçерен иртсе хăтланни те.

1978 çулта, алкоголе хирĕç кампани пуçланиччен чылай маларах, правительство çиме тата эрех тума туянакан виноградсен хакне пĕрпеклетме «ăс çитернĕ» - килограмĕ - 20 пус. Çимелли виноград магазинсен сентрисем çинчен хăвăрт çухалчĕ. Ăна çитĕнтерме йывăр, тăкаклă: алăпа пуçтармалла, асăрханмалла тата ытти те. Эрех валли комбайн та аван пулать: çулçипе, кăпшанкăсемпе çырлана тăпăлтарса завода ăсатать. Çимелли сорта пĕтерсе эрех валли кăна çитĕнтерме тытăнчĕç.

Кирек мĕнле пулсан та алкоголе хирĕç кампание магазинсенче виноград пĕтнишĕн айăплама сăлтав çук. Çĕршыври ун чухнехи ертÿçĕсен ĕçкĕ-çике хирĕç кĕрешессине вĕçне çитерменнишĕн пăшăрханмалла кăна. Совет Союзĕ аркансан тăлăха юлнă çĕршыва хÿтĕлекен те юлмарĕ. Ÿсĕрскерне çаратма, кÿрентерме çăмăлрах çав. Эпĕ Ельцин президент пирки каламастăп та.

- Типĕ саккунсăрах çынсем ĕçмесĕр пурăнакан çĕршывсем те пур-ха...

- Типĕ саккунпа пурăнакан çĕршывсенче урăлăх йăли-йĕркине тытса пырасси авалтанах пырать. Чи малтанах Норвеги. Чăннипех урă çĕршыв! Швеци те çаплах. Унта алкоголь сарăлассине чарнă.

- Раççее таврăнар-ха...

- Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çын пуçне çулталăкра 8 литр алкоголь тивсен этнос пĕтме пуçланине кăтартать. Раççейре вара 2000 çулта çак хисеп 18, 5 литра çитнĕ. Халĕ вара 25 литр таран ĕçетпĕр.

Типĕ саккун Ленин тата Сталин вăхăтĕнче çĕршыва çăлнă. 1964 çулччен çын пуçне эрех ĕçесси патша вăхăтĕнчинчен иртмен. Халĕ пирĕн вилекенсем çуралакансенчен те ытларах. Чирлĕ, ăс енчен тайлăк ачасем ÿсесси пысăк. Коррекци класĕсенче 16 пин ача вĕренет. Вăхăтсăр вилнисем тата! Эрехе пула мĕн чухлĕ çын пĕтет. Сывлăшри, çĕр çинчи аварисем мĕн чухлĕ! Хĕрарăмсем ача çуратаймаççĕ.

Вăраха кайнă вăрçă Аслă çĕршыв вăрçинчен те хăрушăрах. Эпир ун чухне пиншер, миллион çын çухатнă. Хальхинче вара шутласа та кăлараймăн.

- Мĕне шанмалла халь пирĕн?

- Йĕркеллĕ ăс-тăна. Раççей тĕрлĕ тĕрĕслеве, йывăрлăха чăтма хăнăхнă ĕнтĕ. Кашнинчех çĕнтерсе çĕнелнĕ, çамрăкланса çирĕпленсе çĕкленнĕ. Иккĕленместĕп, вăл ÿсĕр анкă-минкĕлĕхе те çĕнтерĕ.

С. Макаров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика