АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Индипе Китай пирĕн вăрмансене, хирсемпе юхан шывсене туянма хатĕр

20 ноября 2008 г.

Инди правительстви тĕнчери патшалăхсенче çĕрсем туянмалли программа йышăннă. Кăшт маларах кăна-ха Китай та çакнашкал шухăшсем пуррине палăртнăччĕ.

Асăннă çĕршывсене ертсе пыракансем апат-çимĕç кризисĕ сарăлса пынипе питех те хытă сехĕрленсе ÿкнĕ. Миллиард ытла çынна тăрантарса пурăнма ансат мар çав, хăйсен çĕрĕсем вара çитмеççĕ. Çавăнпа та вĕсем ытти вырăнсенче çĕр туянма питĕ нумай укçа уйăрнă. Çĕр шыракансем Латинла Америкăна, Австралие, Африкăна çитсе пăхнă. Хăйсем каланă тăрăх, вĕсем Раççей çĕрĕсем çине «куç хывмаççĕ» - пирĕн саккунсем ют çĕршыв çыннисене ял хуçалăх çĕрĕсем туянма ирĕк памаççĕ. Анчах та саккун урлă сиксе каçмалли май та чылай-çке. Çав программăсем пирĕн пушанса юлнă ялсенче пурнăçа кĕме тытăннă та пек туйăнать.

Хуçасăр ял хуçалăх çĕрĕсем Раççейре тĕнчери ытти вырăнтисенчен нумайрах. Тахçан тыр-пулпа савăнтарнă уйсем «сахалтан та виççĕмĕш пайĕ» çум курăк айĕнче тунсăхлаççĕ. Çав вăхăтрах пире апат-çимĕç продукчĕсем çитсе пымаççĕ, вĕсем хакланаççĕ, импорт вара пусахласах çитернĕ. Анчах та çут çанталăк пушăлăха тÿсме пултараймасть. Пушаннă çĕрсем çине хамăрăн хресченсем вырăнне юттисем килеççĕ.

Усă курман çĕрсене чи малтан Китай çыннисем шырама тытăнчĕç. Вĕсен сухаламалли лаптăксем тĕнчери ял хуçалăх çĕрĕсен 9 проценчĕ чухлĕ çеç. Çакă планета çинчи чи йышлă халăха усрама питех те сахал. Вĕсем Африкăри тата Кăнтăр Америкăри ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курас шухăшĕ пуррине пурте илтмеллех, уçăмлăн пĕлтернĕ. Асăннă вырăнсенче çĕрсен танлаштаруллă хакĕ пысăках мар, вырăнти влаçсем те хытсах тăмаççĕ. Анчах вĕсем çитмесен те пултараççĕ. Çак кунсенче Инди правительстви те чикĕ леш енчи ял хуçалăх çĕрĕсене туянас шутлине пĕлтернĕ. Вăл Бразилири, Мьянмăри, Парагвайри, Канадăри, Австралири тата ытти тăрăхсенчи çĕрсене кăмăллать.

Планета çинче пушă çĕрсем куллен сахалланса пыраççĕ. Китайпа Инди Раççей çĕрĕсем çинчен шутламаннине те ĕненме йывăр. Тулла, риса, сойăна Инçетри Бразилире мар, кÿршĕри çĕршывра çитĕнтерме тупăшлăрах-çке. Турттарса килме мĕн чухлĕ укçа тăкакланать. Анчах выçă Ази çыннисене саккун чарса тăрать - пирĕн ял хуçалăх çĕрĕсене ют çĕршыв çыннисене туянма ирĕк паман «вĕсем ăна нумай вăхăтлăх арендăна кăна илме пултараççĕ». 2002 çул варринче йышăннă çак саккун пирĕн çут çанталăк пуянлăхĕсене турткаласа салатассинчен шанчăклă сыхламалла пек те... Сыхласа çитерейĕ-ши;

- Акă, сăмахран, Раççейри сухаламалли çĕрсен пысăк хуçине, Скандинавири Blask Farming инвестици фондне илĕпĕр. Хăй палăртнă тăрăх, вăл ял хуçалăхĕнче усă курмалли 300 пин гектар çĕрпе хуçаланать, - каласа парать Аграри рынокĕн конъюнктурин институчĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Рылько. Вăл пĕлтернĕ тăрăх Скандинави çыннисем ятарлă юридици процедурине хатĕрлесе çитернĕ çĕре вĕсен Раççейри хушма компанийĕсем туянаççĕ. Вĕсем чаракан саккунсенчен пуринчен те пăрăнса иртме пултараççĕ.

Пирĕн ресурссене алла илмелли майсем çителĕклех. Анчах та вĕсемпе урăх çĕршывсен миçе çынни усă курнине пĕлме питĕ кăткăс. Пирĕн çĕршывра çĕре кам туяннине шута илекен статистика пачах та çук.

- Инçет Хĕвел тухăçне шута илмесен ют çĕршыв çыннисем пĕтĕмпе пирĕн сухаламалли çĕрсен 1 миллион гектарне тĕрĕслесе тăраççĕ, - тĕшмĕртме хăтланать Рылько. - Инçет Хĕвел тухăçĕ халĕ пирĕншĕн урăх çĕршыв пекех пулса тăрать.

Çапах та камăн шутланать «çак çĕршывра» хресчен çĕрĕ; Ку енĕпе те официаллă кăтартусем çук. Анчах та Приморье крайĕнче пĕр хутчен те пулин пулса курнă çын пĕлет: çак регионти пахча çимĕçе пĕтĕмпе тенĕ пекех Китай çыннисем туса илеççĕ. Тепĕр чухне вĕсем вырăс çыннисене те тара тытса ĕçлеттереççĕ. Анчах та пирĕн çынсем 12 сехет пилĕке тÿрлетмесĕр ĕçлеме килĕшесшĕнех мар çав.

Калуга облаçĕнчи Мещевск районĕнче вара ял хуçалăхне Раджиндер Мингх индиец ура çине тăратать. Ăна пулăшаканĕсем те тĕксĕм ÿтлĕ тăванĕсем мар, пирĕн хресченсем. 5 çул ĕçлесе вăл регионта темиçе çĕр çынна ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ, вунна яхăн юхăннă çĕре «чун кĕртнĕ».

Шел пулин те, çакăн йышши «саккунлă» тĕслĕхсем сахалрах-ха, ют çĕршывсен инвесторĕсем, тĕпрен илсен, çĕре «тĕксĕм» схемăсемпе туянса вăрттăн мигрантсен вăйĕпе усă курма килĕштереççĕ. Çĕрпе урăхла майпа усă куракан ют çĕршывсен çыннисем те пур. Çав спекулянтсем çĕр çинче ĕçленçи тăваççĕ, анчах хăйсем, тĕрĕссипе, вăл хакланассине кăна кĕтсе пурăнаççĕ. Вĕсене те айăплама çук. Америкăри тата Европăри çĕрсемпе танлаштарсан, пирĕннисене хакласах çитереймен-ха. Вĕсенче упранакан ресурс çав тери пуян та хăватлă-çке. Ял хуçалăх министерствин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Раççей 33 миллиард çынна тăрантарма пултарать. Анчах та çĕр çинче ĕçлеме çынсем кирлĕ-çке!

А. Аронов, П. Арабов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика